Иртнĕ эрнере Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕç. Пĕр-пĕринпе тату, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан нумай мăшăр çак кунсенче ырă сăмахсемпе ăшă саламсене кăна мар, патшалăх наградисене те тивĕçрĕ.
Вулакан каçартăр та, паян сăмахăма пуçлăхсем пирки хускатас килет. /Пирĕн, ахаль çынсен, çав кăна юлать ĕнтĕ.../ Чи малтанах, çынна, паллах шалу калаçтарать — ытла та уйрăлса тăрать вăл пĕрремĕшпе иккĕмĕшсен. Пурнăçĕ вара хаклансах пырать... Калаçмасăр епле чăтăн?
Чăваш хĕрарăмĕсем, черчен чиперуксен республикăри пур пĕрлĕхне те пĕр чăмăра пуçтарса, канашран союз йĕркелерĕç, унтан Раççей хĕрарăмĕсен союзĕн йышне кĕчĕç. Çакна палăртма кăмăллă, Ольга Зайцева ертсе пыракан пĕрлĕх çĕршыв шайĕнче çухалса каймарĕ. Хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе кĕçех малтисен йышне кĕчĕ, 7 регионти чи лайăх союзсенчен пĕри пулса тăчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — чи маттуррине çаврăнчĕ. Халĕ Раççей хĕрарăмĕсен союзĕ ытти регионти пĕрлĕхсене чăвашсенчен тĕслĕх илме сĕнет.
“Эсир хăвăрăн канашлусенче мĕнле чĕлхепе калаçатăр — чăвашлах-и е вырăсла-и?” — кăсăкланчĕ пĕррехинче пĕлĕшĕм. Малтанах нимĕн хуравлама аптрарăм. Ара, наци хаçат-журналĕнче ĕçлекенĕн те пулин тăван чĕлхепе калаçмалли икĕ хут иккĕ тăваттă пулнипе пĕрех аксиома-тăр... Çакна пĕлтерсен те пĕлĕшĕм парăнмарĕ-ха: “Кам пĕлет сире...” — мăкăртатрĕ сăмси айĕнче. Пире тĕлĕксене те чăвашла курма хушни пирки вара шарламарăм та...