Юрамалла, юратмалла...
Телей пирки сăмах хускатсан кашни хĕрарăмах тенĕ пек ачисене аса илет: “Вĕсен йăлтах лайăх пултăр - çавăн чухне кăна амăшĕн чĕри лăпкăн тапма пултарать”. Мĕн тăвас тетĕн, качча тухнă çамрăк хĕрарăма психологсем упăшкипе те тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарсах тăраççĕ. Ахальтен-им арçынна çемьери аслă ачапа танлаштараççĕ? Тимлĕхĕ те, ачашлăхĕ те ăна пепкесенчен пĕрре те сахалрах кирлĕ мар. Анчах идеал шайне çитме ай-яй! çăмăл мар хĕрарăма та. Уйрăмах - ача тин кăна çуралнă хыççăн.