Юрамалла, юратмалла...

25 Утă, 2015

Телей пирки сăмах хускатсан кашни хĕрарăмах тенĕ пек ачисене аса илет: “Вĕсен йăлтах лайăх пултăр - çавăн чухне кăна амăшĕн чĕри лăпкăн тапма пултарать”. Мĕн тăвас тетĕн, качча тухнă çамрăк хĕрарăма психологсем упăшкипе те тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарсах тăраççĕ. Ахальтен-им арçынна çемьери аслă ачапа танлаштараççĕ? Тимлĕхĕ те, ачашлăхĕ те ăна пепкесенчен пĕрре те сахалрах кирлĕ мар. Анчах идеал шайне çитме ай-яй! çăмăл мар хĕрарăма та. Уйрăмах - ача тин кăна çуралнă хыççăн. Пĕчĕкскер тавра çаврăнма пуçлать унăн тĕнчи: çитермелле, çумалла, якатмалла, пĕçермелле, тирпейлемелле, уçăлтармалла, выляттармалла, аталантармалла... Пĕтĕм “...малла”на асăнса та çитереес çук тупата. Кирлĕ пулсан массаж та тумалла, чирлесен сыватмалла. Ял хĕрарăмĕн кил картине, пахчине тухсан “...маллла”сен шучĕ геометри прогрессийĕпе ÿссе каять. Çав самантра тĕп “...малла” хĕрарăм пуçĕнчен пачах тухса ÿкме те пултарать: ара, упăшкана та юрамалла, юратмалла, ачашламалла... Çемьеллĕ пурнăçăн шăп çак тапхăрĕ кризиса çаврăнать арçынпа хĕрарăмшăн. Çамрăк арăм йĕркеллех çуратнă пулсан юрĕ-ха, анчах çăмăлланнă хĕрарăмăн тепĕр чух депресси пуçланма пултарать. Кун пек чухне ăна савнă мăшăрĕ мар, хăй тин кăна кун çути пилленĕ пепки те пачах та кăсăклантармасть. Эх, арçынна кăна мар, хĕрарăма та ăшăлăх кирли пирки темшĕн тăнчах манса каятпăр çав нумай чух. Çие юлнăранпа мĕн çуратичченех пулас амăшĕн организмĕнче мĕн тери хăватлă улшăнусем пулса иртеççĕ. Вĕсем вара характера та витĕм кÿреççĕ. Çакна ăнланса упăшкин те, çемьере ыттисен те çамрăк хĕрарăмпа çепĕçрех хутшăнсан аван пулмалла та. Шел, ку та нумай чухне ĕмĕт шайĕнче кăна юлать çав. Хуняма тени, тахçан хăй те çамрăк арăм пулнăскер, йăлтах маннă ĕнтĕ. Арçын вара... Арçын, арăмĕ ачи тавра кăна тĕпĕртетнине кунсерен сăнаканскер, шăпах çак тапхăрта айккинелле пăхма пуçланине палăртаççĕ специалистсем. Çавăнпа та ялта çуралса хулара тĕпленнĕ, ача çуралсан вара вăхăтлăха тăван киле, амăшĕ патне, пурăнма васкакансене психологсем асăрхаттараççĕ - мăшăрăра пĕччен ан хăварăр! Тепĕр тесен, çемьене аннене шанса чăмăртаман вĕт, ачана ăна шанса çуратман. Апла пулсан йывăрлăхсене шăпах мăшăрпа пĕрле парăнтармалла. Çавăнпах ача ÿстерес яваплăха хĕрарăмпа тан пайлакан арçын мухтава тивĕç. Юратура çуралнă, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ÿсекен ачаран телейли кам пултăр? Аслисем вара пепки тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă çураласса кĕтеççĕ. Нумай хĕрарăм çĕнĕ чун хăй çак тĕнчене килнине систерсе шари! кăшкăрса ярсан вăл ывăл е хĕр пулни пирки мар - уншăн пĕлтерĕшлех мар ку - алли-ури пирки ыйтать: вырăнтах-и? Унтан педиатр пырса тĕрĕслет пепке сывлăхне. Амăшĕ каллех сывламасăр, тухтăр çинчен куç илмесĕр тенĕ пек “приговор” кĕтет - чиперех-и?

Шел те, юлашки çулсенче ача-пăча хавшак çураласси те, каярахпа чирлесси те тăтăш тĕл пулать. Унран та ытла, V ушкăна кĕрекен шăпăрлансен - сусăрсен - йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Çула çитмен çамрăксен хушшинче, калăпăр, 2012 çулта 131 сусăр ачана шута илнĕ пулсан тепĕр çулах ку кăтарту самай ÿснĕ - 3089, 2014 çулта вара - 3284. Çакна медицина ĕçченĕсем ача-пăча сывлăхне профилактика тĕллевĕпе тĕрĕсленĕ май палăртнă. Пĕтĕмĕшле чир-чĕр тытăмне çапла пайланă: 16,7% куç чирĕсем, 16% шăмă тата тĕртĕм, 12,2% нерв тытăмĕ, 11,9% эндокрин тытăмĕ, 15,1% чирлĕ çуралнă. Телее, сывлăх II, III, IV ушкăнĕнчисен йышĕ çулран çул пĕчĕкленсех пынине палăртнă медиксем. Ас тăватăп-ха, тăхăрвуннăмĕш çулсенче педиатрсем I ушкăнра - нимĕнле чир-чĕрсĕр, апла 100 проценчĕпех сывă - ачасем çураласси чаксах пынине калатчĕç. Анчах та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, ку енĕпе те лару-тăру улшăннă, чи кирли - лайăх еннелле. 2012 çулта сып-сывă 40953 ачана шута илнĕ тĕк, 2014 - 57657. Савăнтаракан хыпар мар-и вара ку?

Сывă ача - ашшĕ-амăшĕн ватлăхри тĕрекĕ кăна мар, çĕршыв пуласлăхĕ те. Çамрăк ăру аталанăвĕ вара аслисенчен нумай килет. Апла тăк лăпкă ватлăх, çирĕп патшалăх çинчен паянах, вăй пур чухне, шухăшламалла. “...малла”сен шутне вара мăшăр хушшинче пайла... малла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.