Маргарита ИЛЬИНА

20 Çурла, 2016

Пурнăçăн репетици çук

Çу çитсессĕн ашшĕ-амăшне пĕртен-пĕр ыйту канăç памасть — юратнă пепкине шăрăх кунсенче ăçта ăсатмалла? Пурин те яла, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне, каймашкăн май çук-çке. Шăрăх та пăчă тапхăрта вара ачана хулари тăвăр хваттерте тытас килмест. Пушшех те, аслисен куçĕнчен вĕçерĕннĕскер кунĕпе кампа хутшăннине, мĕн ĕçленине кам сăнаса çитерĕ? Инкек вара сыхласах тăрать тейĕн...

23 Утă, 2016

Ĕмĕр тăрăх утса...

Паян сăмахăма, вулаканăм, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем çинчен пуçарасшăн. Çулсен шутне, пĕрин хыççăн теприне, хыçа хăваракансем ытларах сăртлă-туллă вырăнсенче пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар-ха. Телее, чăваш хушшинче те сахал мар вĕсем. Çакна авторсен çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Хамăр та ку е вăл района командировкăна тухсан çакнашкал тĕслĕхпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Тĕрлĕ район сайтĕнче те çакăн йышши кăмăллă информацие тăтăшах асăрхама пулать.

2 Утă, 2016

Кам вăл - паянхи чăваш хĕрарăмĕ?..

Чăваш наци тата Тăван радио йĕркелекен кăларăмсене тăтăшах хутшăнма тÿр килчĕ юлашки вăхăтра. Радио итлекенсем те, ĕçтешсем те яланах тенĕ пек çак ыйтăва параççĕ мана: “Кам вăл, мĕнлерех вăл — паянхи чăваш хĕрарăмĕ?” Çухалсах каятăп тепĕр чух: кам вăл чăнах та, мĕнлерех? Кулленхи пурнăçра çакăн пирки пит шухăшласах каймастăн-çке, ĕçе çÿретпĕр, унтан кил тĕрĕшĕнче тăрмашатпăр... Çак ыйтăвăн хуравне шырамасăрах ачи-пăчине ÿстерет хĕрарăм, чун ăшшине мăшăрĕ валли те тупать, çемье вучахне упрас тесе тăрăшать, каллех — çакăн пирки шухăша путмасăр...

11 Çĕртме, 2016

Ачасен йышĕ ÿсет, тăлăхсен шучĕ чакать

Çак çĕр çине килнĕ кашни çын телей пирки ĕмĕтленет. Паллах, кашнин телей кайăкĕ — расна. Анчах та амăшĕсенчен çак ăнлав пирки ыйтсан, пĕрре те иккĕленместĕп, пурте ăна ачисемпе çыхăнтарĕччĕç. Ачасен йăлтах лайăх пулсан кăна амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туйма пултарать. Ытти вара... Ытти пирки, тепĕр тесен, шухăшлама вăхăт пури-и вара амăшĕн?..

14 Çу, 2016

Ĕçлеместĕн-и? Налук тÿле!

Истори спираль евĕр аталанать тесе вĕрентетчĕç университетра иртекен философи лекцийĕсенче. Авалхи Греци ăсчахĕн, тĕрĕсрех, писателĕн, çар çыннин, историкĕн Ксенофонтăн каларăшне каярахпа паллă нумай философ унталла та кунталла турткаланă. Анчах та чи кирли — Ксенофонт пачах та йăнăшман. Çак кунсенче сарăлнă хыпар тепĕр хут çирĕплетрĕ кăна ăна. Ара, Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕç пирки калаçмасăр урăх мĕн пирки сăмах хускатмалла тата? Эпир ÿснĕ саманара кăна, пĕр 30-35 çул каялла тейĕпĕр, ниçта та вăй хуман тÿр пилĕксене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттаратчĕç.

Pages