Кам вăл - паянхи чăваш хĕрарăмĕ?..

2 Утă, 2016

Чăваш наци тата Тăван радио йĕркелекен кăларăмсене тăтăшах хутшăнма тÿр килчĕ юлашки вăхăтра. Радио итлекенсем те, ĕçтешсем те яланах тенĕ пек çак ыйтăва параççĕ мана: “Кам вăл, мĕнлерех вăл — паянхи чăваш хĕрарăмĕ?” Çухалсах каятăп тепĕр чух: кам вăл чăнах та, мĕнлерех? Кулленхи пурнăçра çакăн пирки пит шухăшласах каймастăн-çке, ĕçе çÿретпĕр, унтан кил тĕрĕшĕнче тăрмашатпăр... Çак ыйтăвăн хуравне шырамасăрах ачи-пăчине ÿстерет хĕрарăм, чун ăшшине мăшăрĕ валли те тупать, çемье вучахне упрас тесе тăрăшать, каллех — çакăн пирки шухăша путмасăр... Хăй тĕллĕн йĕркеленсе пырать пек пурнăç урапи...

Хальхинче радио итлекенсене тахçан хам илтнĕ кулăша каласа кăтартас терĕм /кашни шÿтрех чăнлăх пĕрчи пур теççĕ-çке/. “Пахча çумĕпе иртсе пынă чух йăран чавакан хĕрарăма тата сулхăнра выртакан упăшкине куратăр. Çав хĕрарăм кам пулĕ тесе шухăшлатăр? Паллă ĕнтĕ, чăваш. Тепĕр пахчара арçын тар юхтарать, хĕрарăм вара сулхăнра выртать. Кам пулĕ тетĕр? Каламасăрах паллă — майра...” Çак кулăша хисеплĕ профессор хăйĕнчен интервью илнĕ чухне каласа кăтартнăччĕ. Арăмĕ унăн, чăн та, чăваш марччĕ...

Çак историе вĕçлесе ĕлкĕреймерĕм, тÿрĕ эфира шăнкăравлакан тупăнчĕ. “Килĕшместĕп сирĕнпе, — терĕ лини тепĕр вĕçĕнчи сасă, — манăн кÿршĕ пĕрре те эсир каласа кăтартакан хĕрарăм пек мар, чăваш пулин те. Унăн пахчинче те, кил-çуртĕнче те упăшки ĕçлет. Хăй вара чĕрнисене сăрласа-якалса кăна ларать... Халĕ Интернетра темĕн те пур — йăлтах çавăнтан вĕренсе пырать”.

Кăларăм ертÿçипе аптрарăмăр малтанах. Кайран... савăнтăмăр çак хĕрарăмшăн /радиожурналист та хĕрччĕ те, вăл та манпа пĕр шухăшлă пулчĕ/. Ытти халăх хĕрарăмĕсенчен вĕренсе пыма кам чарать-ха пире? Эпир вĕт чăнласах хăнăхнă лава хамăр туртма. Çавна май хĕрарăмăн хăйне тирпей-илем кĕртме вăхăчĕ те, вăйĕ те юлмасть. Илемлĕ сăн-питлĕ, çыпăçуллă тăхăннă, тирпейлĕ чиперука мĕнле арçын килĕштермĕ? Ĕç айне путнă, хăйĕн çинчен маннă арăмăн упăшкине кĕвĕçсе лармалли кăна юлать. Ялта ĕç вĕресе тăкăнса тăрать тейĕпĕр. Хуларин те хăйне пăхма вăхăт çукрах вĕт. Ăна та ăнланма пулать. Хĕрарăм тени сайра-хăшĕ пуçлăх пуканне йышăнать. Ыттисен вара шалăвĕ... Ай, пуçлас та килмест-ха ку сăмаха. Ачи-пăчине ÿстерес-вĕрентес тесе паян хула хĕрарăмĕ те çĕрĕн-кунĕн тар тăкать. Анчах та “ĕçпе юраймăн” текен каларăша эпĕ шухăшласа кăларман... Авă çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕх те çакнах çирĕплетет. Чĕрнисене сăрласа кăна ларакан арăмшăнах темĕн тума та хатĕр арçын, лаша пек ĕçлекенни вара тивĕçтермест ăна. Тем темелле ĕнтĕ кун пек чухне? Те арçынсем иртĕхеççĕ лайăх, ĕçчен арăм çумĕнче, те чăнахах çичĕ хут тар юхтарни упăшкана пачах та кирлĕ мар? Апла-и, капла-и, йĕри-тавралла сăнакаланинчен пăсăкки çук-тăр. Пурнăç малаллах, пирĕн те юлмалла мар унран. Çавăн пекех — ытти халăх хĕрарăмĕсенчен.

Юлашки вăхăтра тилхепе хĕрарăм аллине куçса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Министр пуканне чăваш хĕрарăмĕ йышăнни тахçанах тĕлĕнтерме пăрахнă ĕнтĕ. Спортра та чăваш хĕрĕсем арçынсенчен ытларах савăнтараççĕ çитĕнÿсемпе. Малтанхи вăхăтра çемье управçисем аякри хуласене мăн сумккăсемпе çÿретчĕç пулсан халĕ предпринимательсен йышĕнче хĕрарăмсем ытларах та ытларах курăнма пуçларĕç.

Чăн та, майрасем те пĕрре те юлмаççĕ чăваш хĕрарăмĕнчен. Новгородра акă “Раççейри ял хĕрарăмĕсен юхăмĕн” регионти уйрăмне йĕркеленĕ. Хайхискерсем хастарлăхпа палăрса тăраççĕ: Новгородри Ертÿçĕ кадрсене хатĕрлекен тата вĕсен квалификацине ÿстерекен институт çумĕнче вĕсем ятарлă курс уçнă. Тĕллевĕ — ял хĕрарăмĕсене социаллă пурнăçа тата экономикăна анлăрах явăçтарасси, хĕрарăм предпринимательсене пулăшасси, халăха ĕçкĕ авăрĕнчен туртса кăларасси, ял тăрăхĕнче çынсен йышĕ хăвăрт чакса пынине чарса лартасси. Курсра тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ параççĕ. Пĕлтерĕшлĕ самант — тÿлевсĕр. Малтанах Валдай районĕнчи 17 хĕрарăм вĕренме кăмăлĕ пуррине пĕлтернĕ. Вĕсен хушшинче — ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, ветеринари врачĕ, социаллă хÿтлĕх ĕçченĕ, профсоюз, хĕрарăмсен юхăмĕн представителĕсем, фермер, педагог.

Пирĕн республикăра та Хĕрарăмсен союзĕ питĕ тăрăшса ĕçлет. Ырă çак тĕслĕхе вĕсем те ярса илесси куçкĕрет. Ун чухне вара пахчари сулхăнра кам хĕрарăмĕ выртнине тÿрех калама та аптрамалла пулĕ: те чăваш, те майра...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.