Маргарита ИЛЬИНА

28 Чÿк, 2015

Хамăра юратма пĕлетпĕр-и?

Паян калас текен сăмахăма, вулаканăм, тен, тÿрех ăнланмасть те, йышăнмасть те - çапах та эпир урăхларах мораль саккунĕсемпе ÿссе аталаннă. Хамăр çинчен шухăшласах кайман ун чухне: йăлтах - ыттисем валли, ыттисен лайăх пултăр... Пафослăрах каласан - йăлт юратнă Тăван çĕршыв валли... Çывăх çыннăмăрсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр-ха эпир. Тĕрĕссипе, чăваш хĕрарăмĕ хăй çинчен пуçĕпех мансах вĕсемшĕн кăна пурăнмасть-и вара? Ачисен кăна йăлтах лайăх пултăр - хырăмĕ тутă, çи-пуçĕ питĕ, чунĕнче савăнăç хуçалантăр, вара амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туять.

31 Юпа, 2015

Стройкăра - тухăç пасарĕнчи пек...

“Çынсем кризис теççĕ, эпир вара шăп йывăр вăхăтра хаклă кĕрĕк, хваттер туянтăмăр...” - шÿтлет тантăшăм. Çук, шăши макăрнă вăхăтра кушак кулнипе танлаштарма кирлĕ мар çакна. Çĕрме пуян çынсем мар пĕлĕшĕмсем. Темиçе çĕрте пилĕк авса, пус çумне пус хушса пухнă укçа-тенке çилпе вĕçтересшĕн пулман вĕсем - çавă çеç. Ара, финанс тĕлĕшĕнчен паян лару-тăру ытла та уçăмсăр. Банка хывнă укçа пĕтни, доллар тем самантра çĕпре хывнă пек ÿссе кайни тата тем те пĕр халăх асĕнчех вĕт. Çавăнпах кашниех кăшт кăна укçа-тенкĕ пухăнсан та ăна хăвăтрах ăçта та пулин хывма тăрăшать.

21 Авăн, 2015

Ятсăр статья

Статья ячĕ çырма ларса пĕрремĕш сăмахсене шурă хут çине куçариччен нумай чухне çăмăллăнах çуралать - мĕн çырмаллине, вулакана мĕн каламаллине пĕлсе тăнă чух. МĔН калассине халĕ те пĕлетĕп-ха, МĔНЛЕ каласси кăшт минретет пуçа. Ара, республикăра тухса тăракан, хăйне оппозици тесе палăртакан пĕр хаçат, Э.Мочалов алă пусаканскер, чăваш хĕрарăмĕн ятне сĕмсĕррĕн варалама тăнă та... Çав сĕмсĕрлĕх аптăратса янипе шухăшсем те арпашăнаççĕ пăртак. Çын тени çапла териех хăрушă пулни тĕлĕнтерет. Мĕн çитмест-ха этеме? Пĕр-пĕрне кăшлатпăр-çапăçатпăр, ним айăпсăр çынна варалама тăрăшатпăр... Мĕншĕн?

19 Авăн, 2015

12 Авăн, 2015

Арçынсем хĕрарăм умĕнче... ирĕлме шантарчĕç

Хĕрарăм хулпуççине черчен теççĕ те, анчах та çак черченлĕх мĕн чухлĕ хăватлă ĕç пурнăçлать. Яваплăхран та хăрамасть вăл. Йывăрлăха та парăнмасть. Авăнать - хуçăлмасть. Анчах пĕр йыша пуçтарăнсан тата ытларах усăллă ĕç тума пулать-çке.

Pages