Стройкăра - тухăç пасарĕнчи пек...
“Çынсем кризис теççĕ, эпир вара шăп йывăр вăхăтра хаклă кĕрĕк, хваттер туянтăмăр...” - шÿтлет тантăшăм. Çук, шăши макăрнă вăхăтра кушак кулнипе танлаштарма кирлĕ мар çакна. Çĕрме пуян çынсем мар пĕлĕшĕмсем. Темиçе çĕрте пилĕк авса, пус çумне пус хушса пухнă укçа-тенке çилпе вĕçтересшĕн пулман вĕсем - çавă çеç. Ара, финанс тĕлĕшĕнчен паян лару-тăру ытла та уçăмсăр. Банка хывнă укçа пĕтни, доллар тем самантра çĕпре хывнă пек ÿссе кайни тата тем те пĕр халăх асĕнчех вĕт. Çавăнпах кашниех кăшт кăна укçа-тенкĕ пухăнсан та ăна хăвăтрах ăçта та пулин хывма тăрăшать. Паллах, ылтăн туянакан та, доллар-еврона куçаракан та пур. Анчах ют çĕршыв валютин курсĕ те авă таканари шыв пек выляса хăратать. Е вăл пачах та çухаласси пирки те сас-хура сарăлса сехрене хăпартать. Ара, халăх сараппан радионе темрен ытла шанать вĕт, “вут хумасăр тĕтĕм тухмасть” принциппа пурăнать. Пирĕн çынсем вара укçа-тенке нимĕнрен ытла пурăнмалли çурт-йĕре хывма хăнăхнă. Ара, хакĕ ÿссех пырать, машина мар - çул çинче-мĕнре инкеке лекес хăрушлăх çук, пушшех те - тара парса та тупăш илме пулать, кирлех тĕк - сутса яма та. Чăн та, хваттерĕсене туянма çăмăлах мар паян.
Çĕршывăмăрта халăха туянма май пур çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа пурнăçланса пырать темелле. Анчах та хваттер черечĕн хÿри паян çав-çавах курăнмасть-ха... Тен, çак черете çĕршыв шайĕпе пурнăçлакан тепĕр программа - “Раççей çемйи валли - пурăнмалли çурт-йĕр” - кĕскетме пултарĕ? Унпа килĕшÿллĕн шăпах йÿнĕ хваттерсем тумашкăн палăртнă. 2017-мĕш çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Енре çак программăпа килĕшÿллĕн тата 210 пин тăваткал метр хута ямалла. Чăн та, ку “метрсем” эконом йышши пулĕç. Вĕсен хакĕ те самай йÿнĕ - 1 тăваткал метршăн 26-35 пин тенкĕ: çурт ăçта вырнаçнине кура. Сăмахран, кун йышши строительство Çĕрпÿ районĕнче палăртнă, унта чи йÿнни пулĕ, Шупашкарти “Çĕнĕ хула” микрорайонта - чи хакли. Çапах та ку пасар хакĕнчен темиçе хут та йÿнĕ пулни паллă. Ахальтен мар çак кунсенче республика Пуçлăхĕнчен строительсене вирлĕ сăмах лекнĕ: тупăш хыççăн хăваласа тăваткал метр хакне вышкайсăр ÿстернĕшĕн. Михаил Васильевич конкретлă цифра асăннă - хăшĕ-пĕри 70 пин ытла ыйтма та именмест! Пĕр тăваткал метр хакĕ ку. Чи сахал ĕç укçи илекенĕн, пирĕн хушăра 5 пин тенкĕ шалупа пурăнакан та пур - шутлăр: миçе уйăх тар юхтармалла 1 метршăн?! Çавăнпа та çÿлерех асăннă программа çапах та халăха çăмăллăх кÿрес пек туйăнать. Паллах, ку укçана та хăпăл-хапăл кăларса хураймĕ ĕç çынни. Ипотека кредичĕпе усă курсан кăна ĕнтĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра банксем кивçен парасшăнах марри пирки сас-хура та сарăлчĕ халăх хушшинче. Ку ыйтăва та ятарласа тĕпчĕпĕр, хаçатăн çитес номерĕсенче çырса кăтартăпăр. Унччен, унччен вара, вулаканăм, хваттер илмешкĕн вырăнти администрацинче черете тăма васка - ыйтусем йышăнма пуçланă ĕнтĕ. Ăнланмалла пултăр тесе вырăслах илсе кăтартар - программа “Жилье для российской семьи” ятлă. Шел те, эконом йышши хваттер пурне те тивĕçмест. Ăна илме ирĕк пуррисен категорийĕн переченĕпе вырăнти администрацинче паллашма пулать.
Халĕ вара çÿлерех пуçланă сăмаха малалла тăсар-ха. Каларăм ĕнтĕ, патшалăх гарантилекен йÿнĕ хваттер пурне те тивĕçмест. Пĕлĕшĕм нумаях пулмасть укçа-тенке хывас тĕллевне пĕлтерчĕ. Ăçта? Паллах, пурăнмалли çурт-йĕре. Хатĕр хваттерсен хакĕсем сисĕнмеллех “çыртнине” кура стройкăсене тишкертĕмĕр. Суйламалăх пур кунта. Калаçкаласа пăхнă хыççăн çакă та палăрчĕ - суйламалăх кăна мар, хаклашмалăх та май пур иккен. “Чĕрĕ укçа” тÿрех тÿлейменни, кредит илес шухăшлине пĕлсен стройка ертÿçисем тутисене пăрчĕç: “Апла урăх хак пулать - кашни метршăн 2 пин тенкĕ хаклăрах”. Мĕнле апла? Халĕ хваттерсем сутайманни никамшăн та вăрттăнлăх мар - кризис. “Вторичка” текенни пачах та тĕлĕрсе кайнине пула риелтор компанийĕсем панкрута тухас патнех çитнĕ. Çĕннисене те черет тăрсах туянаççĕ теме çук. Стройорганизацисем вара çак лару-тăрура тута пăрма пăхаççĕ. Анчах та конкурентсем пачах урăх хак сĕннине пĕлсен ÿстерме мар, чакарма та килĕшрĕ хитре майра. Кредит илессине пĕле-тăркачах. Чăн та, малтан “директопа калаçса илмелле-мĕн...” Кур-ха, халĕ хваттер туянма тăрсан тухăç пасарĕнчи пекех сутлашмалла иккен”, - вĕçрĕ пуçра шухăш. Ара, çапла майпа 200 пине яхăнах шутласа кăлартăмăр та перекете. Çÿлтен курăнарах парать пулĕ çав, республика Пуçлăхĕнчен, апла тăк, ахальтен сăмах лекмен-тĕр кирпĕч-раствор ăстисене...