Суйлав хыççăн çуралнă шухăшсем, е Халăхăн хăйĕн шухăшне палăртма ирĕк пур
Çутçанталăкра темиçе пулăм пур - пĕр чарăнми тенĕ пек аталанса пыраканскер. Калăпăр, шыв юхăмĕ. Вĕçĕмсĕр таçта васкать, пĕр чарăнми юхать, юхать... Хаçат ĕçĕнче те пур ун пекки - çырăнтару. Халĕ кăна çуркуннехине вĕçлесе пĕтĕмлететĕн, кĕркуннехи пуçланчĕ те авă. /Сăмах май, вулаканăм, эсĕ почтальонпа тĕл пулса “Чăваш хĕрарăмне” çитес çурçуллăха çырăнса ĕлкĕртĕн-и-ха? Пирĕн йыш пысăк пулсан çанă тавăрса тата лайăхрах ĕçлес килсе тăрать вĕт/. Общество пурнăçĕнче те пур çакăн евĕр пулăм - суйлав. Халĕ кăна пĕрне ирттерсе лаш! сывласа яратăн, тепри çитсе те тăрать.