Маргарита ИЛЬИНА

9 Çурла, 2014

Ыранхи куна шанăçпа кĕтер

Паянхи тĕнче - пĕрлехи чĕрĕ организм: пĕр кĕтесре сиксе тухнă вут-кăвар ыттисене пырса тивмĕ тесе никам та шантараймĕ. Раççейĕн Украина тĕлĕшпе тытса пыракан политикине сивлесе Анăç пирĕн çĕр-шыва тĕрлĕ санкципе хупăрлама тăчĕ. Мĕнех, патшалăха пур енĕпе те хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле.

26 Утă, 2014

Чăвашла... тĕлĕксем

“Сирĕн, наци хаçат-журналĕнче вăй хуракансен, тĕлĕк те чăвашла курмалла”, - лекет хăш-пĕр чухне чăваш журналисчĕсене тĕрлĕ шайри пуçлăхран. Эпир курăпăр-ха, анчах коллективра та ĕçтешсемпе кăна тăван чĕлхепе калаçатпăр, шĕкĕр хуламăр урамне тухсанах вырăсла шăкăлтаттарни кăна илтĕнет. Пире анне чĕлхипе хутшăнма хистекенсемех хăйсен хушшинче те, мăшăрĕпе те, ачи-пăчипе те вырăсла кăна перкелешеççĕ. Эпир, тепĕр тесен, вĕсем хушнине пăхăнса кăна чăвашла курмастпăр-ха тĕлĕкĕсене, хамăр чун туртнипех суйласа илнĕ вĕт çак профессие. Апла тăк кам хушни кирлĕ?

7 Çĕртме, 2014

Çул-йĕр ĕçченĕсен яваплăхне епле ÿстермелле-ши?

Ăçта камшăн мĕнле те, республика тĕп хулинче пурăнакансемшĕн çулла çитни çул çинче тата ун айккипе чава-чава тухнă траншейăсенчен лайăх курăнать. Айккинчи шăтăк-путăк вĕчĕрхентерет, паллах, çывăх вăхăтрах сирĕн хваттерте ăшă шыв çухалассипе çыхăннă-çке вăл. Телее, ăна чăтса ирттерме пулать. Коммуналлă хуçалăх ку енĕпе пирĕн чăтăмлăха çулсеренех тĕрĕслет те - цивилизаци çак ырлăхĕсĕр пĕр вăхăт пурăнмашкăн шăла çыртса чăтма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вăт çул çинчи шăтăк-путăк пирки вара - пачах урăх калаçу. Нумай чухне инкекпе вĕçленет вăл. Чи хăрушши - çын вилесси - таранах илсе çитерме пултарать.

8 Çу, 2014

69-мĕш çуркунне...

Пĕр-пĕрне саламланă май ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунасси йăлана кĕрсе кайрĕ ĕнтĕ. Чылай чухне сăвва пăхмасăр вĕреннĕ пекех шăранаççĕ çак сăмахсем. Анчах кунсăр пуçне нумайăшĕ, пирĕнтен кашниех хăçан та пулин каланах çакна, хушса хурать: “Вăрçă кăна ан пултăр санăн пурнăçунта...”

12 Ака, 2014

Эпир пĕр йывăçран-çке, пирĕн пĕр тымар...

Ирех килекен çуркуннерен ним усси те çук. Пачах тепĕр май, ăшă кунсемпе чуна вăратса ĕлкĕрет кăна, тахăш самантра тепре вăраннă çĕре тавралăх каллех шурă юрпа хупланать. Вăхăт çитмесĕр те пахчана ĕçлеме кăлармасть пур пĕр. Пылчăк çăрăлса тарăхтарать кăна. Анчах çанталăк пирĕнтен ыйтса тăмасть: ăшăтать те, сивĕтет те. Симĕс курăк вара ăна-кăна пăхса тăмасть, вăйĕ пухăнса çитсен асфальт шăтарать те, пур пĕр хĕвел патнех туртăнать...

Pages