Çул-йĕр ĕçченĕсен яваплăхне епле ÿстермелле-ши?
Ăçта камшăн мĕнле те, республика тĕп хулинче пурăнакансемшĕн çулла çитни çул çинче тата ун айккипе чава-чава тухнă траншейăсенчен лайăх курăнать. Айккинчи шăтăк-путăк вĕчĕрхентерет, паллах, çывăх вăхăтрах сирĕн хваттерте ăшă шыв çухалассипе çыхăннă-çке вăл. Телее, ăна чăтса ирттерме пулать. Коммуналлă хуçалăх ку енĕпе пирĕн чăтăмлăха çулсеренех тĕрĕслет те - цивилизаци çак ырлăхĕсĕр пĕр вăхăт пурăнмашкăн шăла çыртса чăтма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вăт çул çинчи шăтăк-путăк пирки вара - пачах урăх калаçу. Нумай чухне инкекпе вĕçленет вăл. Чи хăрушши - çын вилесси - таранах илсе çитерме пултарать. Çул-йĕр хăрушсăрлăх органĕсем, автомобилистсене хÿтĕлесе, ахальтен мар çак ыйтăва тăтăшрах та тăтăшрах çĕклеме пуçларĕç. Ыйтăвĕ пушă вырăнта çуралман. Çул сарас тĕлĕшпе хыснаран çулсерен самай пысăк укçа тăкакланать. Анчах та пĕлтĕр кăна çатма пек çуталса выртнăскере юр кайса пĕтнĕ-пĕтмен саплама пуçлаççĕ. Çакăн сăлтавне паян шкул ачине те ăнлантарма кирлĕ мар-тăр. Республикăра нумай пулмасть кăна кĕрлесе иртнĕ шăв-шав та эпир тĕшмĕртнине çирĕплетет кăна. Анчах та ку - урăх калаçу. Коррупцие, пирĕн тăрăхра кăна мар, çĕр-шывĕпех тарăн тымар янăскере, тĕппипех кăкласа пĕтерĕç-и хăçан та пулин - паллă мар. Çакă кăна уçăмлă - çул çинчи шăтăк-путăк, хысна укçи çилпе вĕçнине пула çуралаканскер, паян водительсен ĕнсине самаях хыçтарать. Машина хакĕ, ăна пăхса тăрасси, транспорт хатĕрĕ тĕлĕшпе хуракан налук ÿссех пырать. Çав вăхăтрах çул-йĕр организацийĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçламаççĕ пулса тухать. Апла тăк мĕншĕн тÿлемелле автомобилистсен? Вĕсен кăмăлсăрлăхне ăнланма пулать.
Тĕслĕх шыраса инçе те каймалла мар. Шупашкарта Иван Яковлев проспектĕнчи çула хăçан сарма пуçланине, эпир, Пичет çуртне кунсерен ĕçе утакансем, манса кайма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ара, хăйăр-чул купи урлă сиксе-утса каçма тивнипе йăлăхсах çитрĕмĕр те... Мĕн чухлĕ пушмак кĕлли шăйрăла-шăйрăла пĕтмерĕ пуль? Анчах та шăп Пичет çуртне кĕмелли çул икĕ айккипе пулса кайнă шăтăкпа танлаштарсан мĕн вăл - пушмак кĕлли! Пăрăхсем хумашкăн тесе чавса кайрĕç те кайран лăппи-лаппи хуплакаларĕç. Хайхи пăрăх улăштарнă вырăн урлă каçнă чух машина малтан пĕр еннеллле чалăшать, кайран - тепĕр еннелле... Чăн та, ахрат çырмиех мар та, анчах та машини “каçуннăй” мар-çке. Предприятисен водителĕсем çавăнпах шарламаççĕ курăнать. Манăн вара чун чăтмарĕ. Ара, пĕр-икĕ метрта вак чул купи выртать, çавна кăна кĕреçепе сапмалла та кăштах. Арçынна - пĕр-икĕ минутлăх ĕç, калаçмалăх та çук. Анчах эпĕ кăна çапла шухăшланă иккен. “Чăвашавтодор” йышăну пÿлĕмне шăнкăравласан кăмăллă сасăллă пике такампа çыхăнтарчĕ. Лини тепĕр вĕçĕнчи арçын хăйĕнпе паллаштармарĕ /пуçлăхсен ĕç этикетне пăхăнмасан та юрать терĕ-ши?/, тÿрех манпа вăрçăнма тытăнчĕ. “Нумай унта - сирĕн пеккисем: ют пурлăх енне алă тăсакансем”, - тустарать кăна хайхи. Çул сарнипе çыхăннă шăтăк-путăка та вĕсенех сапламаллине ниепле те йышăнасшăн мар. Тĕлĕнмелле! Кашни çитменлĕхе республика Пуçлăхĕн е министрăн пÿрнепе тĕллесе кăтармалла-ши? Çавăн чухне кăна хускалаççĕ-ши? Журналист вара пушă вырăн кăна ахăр - çул-йĕр маçтăрне асăрхаттарма çапах та шантарчĕ хайхи, анчах та шăтăкĕ кăна хупланма мар, тарăнлансах пычĕ. Кăсăклă пулса кайрĕ - çул-йĕр организацийĕн ертÿçисен тирĕ мĕн таран хулăн-ши? Темиçе кунран алă каллех телефон енне туртăнчĕ. Хальхинче секретарша генеральнăй директорăн çак енĕпе яваплă çумĕпе çыхăнтарчĕ. “Çырупа тухăр!” - пулчĕ хурав. “Çав лакăмшăн-и? - алăри телефон кĕпçи чутах тухса ÿкетчĕ манăн. - Тен, Филипповăн сире пăхса тăрса ĕçлеттермелле - хăвăр йĕркелеме пултараймастăр тăк? - ведомство ертÿçин пуканне нумаях пулмасть йышăннă Владимир Иванович министр тивĕçĕсене пурнăçлама пуçласан тÿрех çак вырăнти ĕç-пуçпа вырăна тухса кăсăкланнине аса илтĕм эпĕ. - Е ăна кĕтсе лармăпăр-и? Икĕ кĕреçе илсе килĕр - сирĕн кантур Пичет çуртĕнчен инçе мар: пĕр кĕреçи ман валли, тепри хăвăра пултăр. Хăвăртах хупласа хурăпăр пĕрле”. Юрать пирĕн пуçлăхсем çÿлерехрисенчен шиклененçи тăваççĕ. Кĕреçе килсе памарĕç мана. Шăнкăрав хыççăн çур сехетрен хайхи икĕ енлĕ шăтăк-путăк патĕнче аранах рабочисем мĕкĕлтетнине асăрхарăм. “Кашни лакăм тĕлĕшпе журналистăн шăв-шав çĕклемелле-ши вара?“ - мĕлтлетрĕ пуçра шухăш...
СĂМАХ МАЙ. Юлашки вăхăтра Раççейре те çул-йĕре пăхса тăракан организацисене ĕçе тивĕçлĕ пурнăçламаншăн явап тыттарасси йĕркене кĕрсе пырать. Омск хулинче Ниссан машинăна хирĕç килекен КамАЗран сирпĕнсе юлнă пысăк чул пырса çапăннă. Юрать-ха урапаран лекмен, унсăрăн машина çул айккине чăмасси те часах /унта вара - 3 метр тарăнăш кювет/. Анчах сиен капла та пĕчĕк мар - радиатор, двигатель, передача курупки сиенленнĕ, хăрушсăрлăх пиçиххийĕ те хута кайнă - ăна та улăштармалла. Водитель машинăна тÿрех чарса ÇÇХПИ инспекторĕсене чĕнсе илнĕ, кÿнтеленсене пухнă. Инкекшĕн çул-йĕре пăхса тăракан /пăхса тăман тесен тĕрĕсрех-тĕр/ организацие айăпланă. Лешсем, паллах, хирĕçленĕ. Тавлашу 10 уйăха яхăн тăсăлнă. Юлашкинчен облаç сучĕ ĕç вĕçне пăнчă лартнă, водитель валли 200 пин тенке яхăн шыраса илме йышăннă.
Пушкăртсем ку енĕпе тата маларах кайнă. 2013 çулхи пуш уйăхĕнче ГАЗ ВАЗпа çапăннă. Иккĕмĕш машинăри икĕ пассажир, водитель хăй те хытах аманнă. ÇÇХПИ инпекторĕсем инкеке çул-йĕр пахалăхсăр пулнипе çыхăнтарнă. Суд “Пушкăртавтодор” компанирен пурĕ 500 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă.
Специалистсем палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче автомобилистсем суда çакăн йышши ыйту тăтăшах çырма пуçланă. “Раççей автомобиль çул-йĕрĕ тата ăна пăхса тăрасси” саккунпа килĕшÿллĕн машина мĕн таран сиенленнине кура унăн хакне туллин шыраса илес шанăç та пур.
Раççей сучĕн практики чăваш çул-йĕр ĕçченĕсен яваплăхне ÿстерет-ши?