Çул-йĕр ĕçченĕсен яваплăхне епле ÿстермелле-ши?
Ăçта камшăн мĕнле те, республика тĕп хулинче пурăнакансемшĕн çулла çитни çул çинче тата ун айккипе чава-чава тухнă траншейăсенчен лайăх курăнать. Айккинчи шăтăк-путăк вĕчĕрхентерет, паллах, çывăх вăхăтрах сирĕн хваттерте ăшă шыв çухалассипе çыхăннă-çке вăл. Телее, ăна чăтса ирттерме пулать. Коммуналлă хуçалăх ку енĕпе пирĕн чăтăмлăха çулсеренех тĕрĕслет те - цивилизаци çак ырлăхĕсĕр пĕр вăхăт пурăнмашкăн шăла çыртса чăтма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вăт çул çинчи шăтăк-путăк пирки вара - пачах урăх калаçу. Нумай чухне инкекпе вĕçленет вăл. Чи хăрушши - çын вилесси - таранах илсе çитерме пултарать.