Чăвашла... тĕлĕксем

26 Утă, 2014

“Сирĕн, наци хаçат-журналĕнче вăй хуракансен, тĕлĕк те чăвашла курмалла”, - лекет хăш-пĕр чухне чăваш журналисчĕсене тĕрлĕ шайри пуçлăхран. Эпир курăпăр-ха, анчах коллективра та ĕçтешсемпе кăна тăван чĕлхепе калаçатпăр, шĕкĕр хуламăр урамне тухсанах вырăсла шăкăлтаттарни кăна илтĕнет. Пире анне чĕлхипе хутшăнма хистекенсемех хăйсен хушшинче те, мăшăрĕпе те, ачи-пăчипе те вырăсла кăна перкелешеççĕ. Эпир, тепĕр тесен, вĕсем хушнине пăхăнса кăна чăвашла курмастпăр-ха тĕлĕкĕсене, хамăр чун туртнипех суйласа илнĕ вĕт çак профессие. Апла тăк кам хушни кирлĕ? Вăт тепĕр чух çак ретрен пач уйрăлса - мăкăрăлса - тăракан ĕç-пуç пулса иртет те чун-чĕре вара ай-яй! сар çу пек шăранма пçлать.

Çак кунсенче пĕр пике кĕрсе тухрĕ редакцие. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле. Чăвашла калаçма çăмăлах маррине палăртрĕ те малтан, эпĕ унпа вырăсла сăмах хушма хатĕрленнĕччĕ, анчах та хăй пур пĕр тăван чĕлхепех пуплерĕ. Калаçăвĕ кăна кăштах урăхларах, çук, вырăс мар,.. акăлчан акценчĕ сисĕнет. Мĕн мурĕ? Кун пеккине нихăçан та илтмен. Калаçуран уçăмланчĕ лару-тăру. Хĕр, Шупашкарта çуралса ÿснĕскер - асăрхăр, ялта мар! - ятарлă программăпа усă курса Америкăна вĕренме тухса кайнă-мĕн. Унтанпа, чăн та, вăхăт нумай иртнĕ. Пике шкултан та вĕренсе тухнă, аслă пĕлÿ те илнĕ. Халĕ вăл... вĕренÿ министерствин пай пуçлăхĕ. Унсăр пуçне, вырăнти хĕрарăмсен ассоциацийĕн ертÿçи. Çемье çавăрнă. Пепки, Америкăра пурăнать пулин те, вырăсла шăкăлтаттарать кăна. Чи кăсăкли - чăваш хĕрĕ американсене акăлчан чĕлхи вĕрентет. Вăйлă вĕт?! Çакăн пек тĕслĕхсем эпир çĕр çинче ахаль пурăнманнине çирĕплетеççĕ. Тапать-ха чăваш чĕри! Çичĕ тинĕс леш енче те çухалса каймасть авă. Çухалма мар, пачах тепĕр май, ытти халăх хушшинче палăрса-çуталса тăрать.

Юлашки вăхăтра те ăнать мана ку енчен - хамшăн кăмăллă самант çине-çинех тĕл пулать. Çак кунсенче ĕçпе Патăрьел тăрăхне çитсе килмелле пулчĕ. Тахçанах пулманччĕ кунта, хаçат кунĕсене ирттернĕренпе, тен, урăх çитмен те. Сала илемĕпе киленсе утрăм та утрăм. Журналист куçĕ çапла-тăр ĕнтĕ, хĕвел çинче те хура пăнчă шырать. Анчах темĕн пек чăкăлташсан та тиркешмелли нимĕн те асăрхамарăм Патăрьелте /чăн та, тĕп урамсемпе кăна çÿрерĕм/. Йĕри-тавра тап-таса, йăлт чечек айĕнче. Пĕр палăк хыççăн теприн умĕпе утса иртетĕп. Çум курăк ашкăрнине асăрхама май килмерĕ. Предприяти-учреждени умĕнче те, уйрăм çынсен пахчисем те тирпей-илемĕпе тыткăнлаççĕ. Унтан та ытларах вара çынсем чăвашла таса калаçни ах, тур, питĕ кăмăла кайрĕ. Хама кирлĕ учреждени тĕлне пĕлменнипе çынсене çине-çинех чăрмантартăм, кашниех тараватлăн çул кăтарта-кăтарта ячĕ. “Васкатăп, çÿретĕр чăрмантарса”, - текен пулмарĕ. Район центрĕсенче халăх вырăсланса пырать тенĕрен шукăльтерех тумланнă çынсенчен те юриех пыра-пыра ыйтрăм. Çук, кусем те чăвашлах ăнлантарчĕç. Çамрăксем кăна, центрта ÿсекен ача-пăча - пушшех те, чăн та, Патăрьелте те вырăсла калаçса утатчĕç. Анчах та ку - пĕр кунра татса памалли ыйту мар. Тĕслĕх, аслисен тĕслĕхĕ кирлĕ ачасене. Халĕ хура вăрман варринче вырнаçнă ялсенче те шăпăрлансене ашшĕ-амăшĕ чĕлхине хуçа-хуçа вырăсла калаçтарнă чух “çутта тухнисем” тăван чĕлхене манăçа кăларнине, шел, хăнăхса та пыратпăр ĕнтĕ...

Яла чăвашлăх утравĕпе танлаштараттăмăр. Халăхăмăрăн йăли-йĕрки, апла-и, капла-и, унта çапах та чиперех упранать-ха. Пысăк уявсенче Шупашкар та чăвашлах калаçать. Тĕрлĕ регионта тымар янă йăхташăмăрсем килсе çитеççĕ те хăватлăн кăна янраттараççĕ юррăмăрсене. Те çав уявсен витĕмĕ нумайлăха сыхланса- упранса юлать хула урамĕсенче, анчах та шурă Шупашкарăмăр пĕтĕм вăйне пухса тымарăмăрсем патне талпăннине ырламалла кăна. Çак кунсенче Мускав районĕ каллех ыттисемшĕн тĕслĕхе çаврăнчĕ темелле /палăртма кăмăллă - хулари нумай мероприяти вĕсен пуçарăвĕпе пулса иртет/. Ялта кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне каяйман, хула тулашĕнчи лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетеймен ачасем валли - ара, кун пек чухне вĕсем ытларах йытă хăваласа çÿреççĕ-çке - спорт уявĕ йĕркеленĕ. Тĕрлĕ хускану тунă хыççăн ачасем аслисемпе пĕрле вăйă картине тăнă, хăйсем мĕн вĕреннине асра тытса пурте пĕрле чăваш ташши ташланă. Уявăн ячĕ те кăмăллă - “Сывлăх ташши”. Сирĕн те ачăрпа пĕрле вăййа тăрас килет-и? Апла пулсан “Шупашкар: 500 çул” парка васкăр. Унта пепкĕрпе пĕрле кашни кĕçнерни кун сывлăхăра... чăвашла çирĕплетме пултаратăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.