Маргарита ИЛЬИНА

24 Раштав, 2016

Владимир ПУТИН: “Палăртнине пурнăçлатпăр”

Владимир Владимирович черетлĕ пресс-конференцие умсăмахсăрах пуçларĕ, çакăн пирки хăйĕн пулăшаканĕсемпе калаçса татăлнине пĕлтерчĕ. “Ыйту-хурав” формата, йăлана кĕнĕ тăрăх, Кремле çывăх журналистсем пуçларĕç. “Маяк” радиостанци пурне те хумхантаракан ыйтăва çĕклерĕ — Раççей экономики хăш шайра паян? Тĕпне хăçан çитетпĕр? Çав вăхăтрах иртнĕ пресс-конференцире Владимир Путин журналистсен кăмăлне кулăшпа çĕклеме тăрăшнине аса илтерчĕ. “2015 çул шурă йăрăмлă пулчĕ”. Халĕ мĕнле йăрăм çинче эпир — шурри-и е хури-и?

10 Раштав, 2016

Пĕрле кăна эпир - вăйлă

Çĕрпе кун вĕçĕмсĕр ылмашăвне хăнăхса çитетпĕр те хамăр та тепĕр чухне хăйне евĕр робота çаврăнса каятпăр темелле: тул çутăлсан тăратпăр, кил тĕрĕшре кĕштĕртетнĕ хыççăн ĕçе утатпăр, унтан каллех — киле... Тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивет кун каçипе: ĕçпе çыхăннисене те, çемьене канăç паманнисене те. Сехетрен — талăк, талăкран эрне, уйăх, çулталăк пуçтарăнса пыни пирки шухăшламасăрах шăвать вăхăт. Ара, вăл шуни-иртни сисĕнмест те: куçа курăнмасть, хăлхана кĕмест...

19 Чÿк, 2016

Хĕл, яланхи пекех, кĕтмен çĕртен ларчĕ...

Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен пек, çапах та паянхи ăрушăн çакă динозаврсем пурăннă вăхăтри пекех туйăнать-тĕр — шкула кÿршĕ яла çуранах çÿреттĕмĕр, кĕçĕн классенче интернатра та пурăнаттăмăр. Çапах та атте-аннешĕн тунсăхласах çитсен хĕл варринче те уй-уй урлă киле çул тытаттăмăр. Тăм ан илтĕр тесе юратнă вĕрентекен мăн тутăра пит урлах çавăрса çыхса шкултан ăсатса кăларса яратчĕ. Паянхи пекех асра — шурă-шурă юр пĕрчисем сывлăшра явăна-явăна анаççĕ. Шурă пулнăран-ши е пĕрремĕш ÿкнĕрен-ши — юр пĕрчисем чунра уяв туйăмĕ вăратаççĕ. “Хĕл ларать!

29 Юпа, 2016

Христофор Колумб йĕрĕпе

/Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Америкăна Колумб уçнă... Çак каларăша пĕлмен шкул ачи те çук-тăр... Интернетра çакăн пирки информаци — чăп тулли. Çавăнпа та тепĕр хут каласа кăтартас килмест. Çакна кăна асăнса хăварам. 1492 çулхи раштав уйăхĕнче Испани королевин карапĕсем... тĕнче хĕррине пырса тухнă. Нумай вăхăт типĕ çĕр курман моряксем çыран хĕррине тухса юр пек шурă хăйăр çине йăвана-йăвана кайнă. “Ыр пиллĕхлĕ çĕр...” — çырса хунă капитан çул блокнотĕнче. Хăй уçнă утрава вăл тăван çĕршывне халалласа Эспаньола ят панă. Капитан, вăл ĕнтĕ шăпах Колумб пулнă, çак çĕре ĕмĕрлĕхех юратса пăрахнă. Епле юфратмăн? Кунта — вăл халиччен курман чаплă пляжсем, тĕнчер и чи хитре, симĕс-кăвак тĕспе ялкăшакан Кариб тинĕсĕ... Çăтмах!

22 Юпа, 2016

Кушака шеллесе...

Нумай пулмасть кăна-ха телекуравăн çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсенче хальхисенчен пачах урăхла сюжетсем кураттăмăр — ĕçчен çынсем çинчен каласа кăтартатчĕç, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаратчĕç. Паллах, вĕсене курса ыттисен те çак шая çитес килетчĕ. Маттурпа камăн танлашас килмĕ-ха? Паян вара хăть те хăш каналпа та илемлĕ фильмсенче кăна мар, çĕнĕ хыпарсенче те çак ÿкерчĕк кăна — вĕлерÿ, çарату, вăрçă-харçă... Паллах, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлмешкĕн ирĕк пур халăхăн. Çапах та тĕп вырăна усал хыпар тухнине чун йышăнасшăн мар. Нивушлĕ пурнăçра ырри, çутти пачах юлмарĕ?

Pages