Христофор Колумб йĕрĕпе

/Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Америкăна Колумб уçнă... Çак каларăша пĕлмен шкул ачи те çук-тăр... Интернетра çакăн пирки информаци — чăп тулли. Çавăнпа та тепĕр хут каласа кăтартас килмест. Çакна кăна асăнса хăварам. 1492 çулхи раштав уйăхĕнче Испани королевин карапĕсем... тĕнче хĕррине пырса тухнă. Нумай вăхăт типĕ çĕр курман моряксем çыран хĕррине тухса юр пек шурă хăйăр çине йăвана-йăвана кайнă. “Ыр пиллĕхлĕ çĕр...” — çырса хунă капитан çул блокнотĕнче. Хăй уçнă утрава вăл тăван çĕршывне халалласа Эспаньола ят панă. Капитан, вăл ĕнтĕ шăпах Колумб пулнă, çак çĕре ĕмĕрлĕхех юратса пăрахнă. Епле юфратмăн? Кунта — вăл халиччен курман чаплă пляжсем, тĕнчер и чи хитре, симĕс-кăвак тĕспе ялкăшакан Кариб тинĕсĕ... Çăтмах!

Утрав çинче форт йĕркелесе Христофор Колумб командăри вăтăра яхăн çынна унта хăварнă. Хăй тепĕр ушкăнпа малалла çул тытнă — капитан Индие каймалли çула тупрăм тесе шухăшланă. Анчах та вăл йăнăшнă — çĕрĕ ку Доминикана пулнă.

Малалли çул ăнăçманнине кура капитан хăйĕн çыннисемпе кĕçех каялла таврăннă. Анчах Колумбпа унăн çыннисене аркатнă форт кăна кĕтсе илнĕ, тата — вилĕ кĕлеткесем. Çапла Çĕнĕ тата Кивĕ çĕр хушшинче нумай çула тăсăлнă вăрçă пуçланнă.

Маяк

Доминикана тĕп хулинче Санто-Домингора Колумб маякĕ пур. Ăна утрава уçнă капитана тав туса халалланă, паллă çав пулăмранпа 500 çул çитнĕ ятпа уçнă. Шалта Доминикана республикине пулăшнă кашни çĕршывăн пÿлĕмĕ пур. Çав шутра — Совет Союзĕн те /маяка уçнă чухне пирĕн çĕршыва çак ятпа пĕлнĕ/. Маяк историйĕ те кăсăклă. Кунта малтан хулари чухăнсен кварталĕ пулнă. Вырăна палăртсан çынсене унтан хăваласа янă. Çакă, паллах, халăха килĕшмен. Пăлхав сиксе тухнă, темиçе çынна вĕлернĕ. Общественноç хушша-хуппа кĕрсен кăна ĕçсем малалла тăсăлнă. Анчах синкерлĕ пулăмпа çыхланнă маякăн ячĕ пăсăлнă ĕнтĕ. Рим Папи ăна сăваплама, тен, çавăнпах килĕшмен.

Вырăнти халăх ĕненнĕ тăрăх, маякра Колумбăн ÿчĕн пĕр пайĕ упранать. Эпир те çитсе курас терĕмĕр доминиканецсен тĕп хулине. Пире Роман гид кăтартса çÿрерĕ. Вырăсла мĕнле майпа питĕ лайăх калаçнипе кăсăкланатпăр. Амăшĕ Санкт-Петербургран иккен. Ашшĕ — доминиканец. Çывăх çыннисем уйрăлнă, арçын ашшĕпе пурăнма тĕв тунă. Христофор Колумб çинчен шăпах Роман тĕплĕ каласа кăтартрĕ те. Харсăр капитана шеллесе те илтĕмĕр. Ăна малтанах Испанири Севилья хулинче пытарнă. Унтан Доминиканăна куçарнă. Хыççăн Кубăна вăрласа кайнă. Каярахпа каялла Доминиканăна илсе килнĕ. Унтан — Севильйăна. Анчах та Доминиканăра çĕр чавнă чух Колумб юлашкийĕсем тесе çырнă шăмăсене тупнă. Халĕ Испанипе Доминикана Христофор Колумб шăпах вĕсен çĕрĕнче ĕмĕрлĕх канăç тупнă тесе тупăшаççĕ. Çак тупăшуран Куба та пăрăнмасть — Колумбăн кĕлеткин хăш-пĕр пайĕ шăпах вĕсен патĕнче упранать-мĕн. “Пулĕ, — кулать Роман. — Анчах та вырăнти халăх каланă тăрăх, кубинецсене Колумбăн ар хатĕрĕн пĕр пайĕ кăна лекнĕ...”

Сăн-питсĕр пукане

Çакна та палăртмалла. Америкăра патриотизм, ирĕклĕх туйăмĕ вăйлă аталаннине палăртаççĕ. Ку чăнласах çапла иккенне курса ĕнентĕмĕр. Доминикана сăн-пичĕсĕр пуканисен вăрттăнлăхне те Романах уçрĕ. Америка хăйне Христофор Колумб уçнă куна — юпа уйăхĕн 12-мĕшне — анлă паллă тăвать. Эпир вара шăп çав куна çаклантăмăр. Отельре çав тери шăв-шав тăчĕ темелли çук. Ресторан умĕнче урамра вут çинче сысна пĕçерчĕç. Ресторана кĕрсех концерт кăтартрĕç. Пулчĕ. Роман каланă тăрăх, çак кун савăнмашкăн доминиканецсен сăлтавĕ çук. Çапла, Христофор Колумб уçнă вĕсен утравне. Анчах та шăпах çавна пула испансем вырăнти халăха йăлтах тенĕ пек пĕр шелсĕррĕн вĕлерсе пĕтернĕ. Каярахпа Европа халăхĕ çакăнта нумайăн куçма пуçланă. Ĕçлемешкĕн Африкăран чурасем илсе килнĕ. Тĕрлĕ наци пуçтарăнса Доминикана халăхĕ йĕркеленнĕ. “Пирĕн вырăнти наци юлман. Халăх пур — наци çук. Çавăнпа доминикана пуканин те сăн-пичĕ çук”. Çавăнтах Роман питĕнче çирĕплĕх палăрать. “Эпир текех хамăра пĕтерме памăпăр, — тет вăл Санто-Домингори Кафедра соборĕнчи ĕмĕр сÿнми çулăм умĕнче. Çакăнта çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă кашни паттăр ячĕпе çулăм çутнă. — Вĕсен ячĕсем ĕмĕр халăх асĕнче пулмалла”.

Тĕлĕнмелли тупăнсах тăчĕ ку çĕршывра. Пирĕн, калăпăр, Совет Союзĕ арканнă хыççăн çав тапхăрти палăксене йăлт турта-турта антарчĕç. Доминикана хăйĕн чи усал тăшманĕнне те тивмен. Николас де Овандо командор Эспаньола кĕпĕрнаттăрĕ пулнă. Вырăнти халăха шелсĕррĕн пĕтерес тĕлĕшпе хаярлăх енĕпе унпа никам та танлашма пултарайман. Пĕр тĕслĕх кăна. Вырăнти индеецсем испансемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Хагаруа облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Анакаона чĕнмен хăнасем хăйсем патне çула тухнине пĕлсен вĕсене чыслăн кĕтсе илме, пысăк уяв йĕркелеме хушнă. Испансен каварлăхĕ пирки тĕшмĕртмен çав хĕрарăм ертÿçĕ. Вырăнти чи сумлă çынсем пухăннă çурта Николас хăйĕн отрячĕпе хупăрласа илнĕ, 80 çынна чĕрĕлле çунтарса янă, Анакаонăна каярахпа çакса вĕлернĕ. Колумб утрав çине пĕрремĕш хут ура ярса пуснă вăхăтра унта 500 000 çын пурăннă. Николас де Овандо хуçаланнă тапхăрта 60 000 юлнă. Çак çыннăн палăкĕ вара тĕп хулара халĕ те упранать.

Кĕпĕрнаттăрăн тĕлĕнмелле хаярлăхĕ Испани корольне Фердинанд Католика та тĕлĕнтернĕ. 1509 çулта Николаса Испание каялла чĕнсе илнĕ. Утрав пуçлăхĕ Диего Колумб, çапла, Христофор ывăлĕ, пулса тăнă. Шăпах вăл пурăннă çурта — Алькасар-де-Колон керменĕ — кĕрсе куртăмăр та эпир. Çурта Диего Колумб саккасĕпе çĕкленĕ, 1500 индеецпа архитекторсем тăрăшнă. Сас-хурана ĕненес тĕк, çурта çĕкленĕ чух 1 пăта та çапман! Алăксем халĕ те чиперех уçăлса хупăнаççĕ.

Диего керменĕ

Туристсене Санто-Доминго хулин Испани колонийĕ пулнă пайне кăтартаççĕ. Çав вăхăтри архитектура йăлт сыхланса юлнă. Сăмах май, Доминиканăра Голливуд кино нумай ÿкерет. Кунта акă “Крестный отец” фильмри хĕсĕк те чăнкă урамсене палласа илме пулать. Илемĕпе тыткăнлакан каньонра “Парк юрского периода” сăнланнă. Кĕпĕрнаттăрăн резиденцине кĕретпĕр. Çуртсем тÿрем тавра вырнаçнă. Тÿремĕнче вара пилĕк ĕмĕр каялла чурасене сутнă — Африкăран илсе килнĕ тата вырăнти халăха. Чурасем хуçасен сахăр тростникĕсен уйĕсенче ĕçленĕ, кил тĕрĕшĕнче пулăшнă. Çав вăхăтри савăт-сапа, тумтир, вырăн таврашĕ... Иккĕмĕш хута чăнкă та ансăр картлашкапа хăпаратпăр. Роман ăнлантарнă тăрăх, кунтан чурасем çÿренĕ. Тепĕр енчи сарлака картлашка вара хуçасем валли пулнă. Ун тăрăх каялла анатпăр — пĕр кунтах чура та, хуçа та эпир... Çывăрмалли пÿлĕмсенче пĕрер кравать кăна. Диего Доминиканăна арăмĕпех килни паллă... Роман савăшу ыйтăвĕпе кунĕпех калаçма хатĕр. “Кĕпĕрнаттăрпа арăмĕ уйрăм пÿлĕмсенче çывăрнă”, — ăнлантарать вăл. Мĕнле-ха капла? Мăшăр парăмĕ вара? Ятарлă график пулнă иккен вĕсен — çав-çав кун, çав-çав сехетре... “Кур-ха, упăшкапа иксĕмĕр корольсенчен пĕрре те кая мар вара, — пăшăлтатать çурăм хыçĕнче вырăс туристки. — Тахçанах уйрăм пÿлĕмсенче çывăратпăр”. “Мĕн, эсир те графикпа тĕл пулатăр-и?” — ку тема Романшăн кăна мар, ыттисемшĕн те çывăх пулни сисĕнет, хăшĕ-пĕри шăл йĕрме яланах хатĕр. “Çук, анекдотри пек. Упăшкана кирлĕ чух — шăхăрать. Хама кирлĕ чух: “Чунăм, эсĕ шăхăрмарăн-и таçта çавăнта е илтĕнчĕ кăна-и?” — тетĕп...” Кулкаласа малалла утатпăр. Кравать ыйтăвĕ çаплах татăлмасть-ха. Ытла та кĕске курăнаççĕ-çке вĕсем! “Вăл вăхăтра çынсем лутра пулнă — 1,5 метр кăна, — Роман пĕлменни нимĕн те çук-тăр. Кирек мĕнле ыйтăва та туххăмрах хуравлать вăл. — 1,7 метр çÿллĕш çын вара Гулливер шутланнă”. Кравать çумĕнчех каçхи куршак пек япала ларать. Корольсем унта çÿремен пулĕ ĕнтĕ... “Вĕсен тата çĕрле урама тухмалла пулнă-им? — калатăп вĕт Роман пирки информаци хутаçĕ тесе. — Вăл вăхăтра канализаци пулман вĕт, çавăнпа шăпах куршаксене кайнă та”. Анчах та савăчĕ размерсăр мар вĕт. Шăрши тата... Куршака урама çĕклесе те тухман, унти хутăша... чÿречерен кăна ывăтнă. Ах, анчах! Енчен те шăп çав самантра чÿрече айĕнче король утса пырать тĕк?! Пуçа кастарать вĕт! “Берегись!” — пуçа кастарасран виçĕ хутчен шăпах çапла кăшкăрса çăлăннă. Кăшкăрнă, асăрхаттарнă, аялти пăрăнса ĕлкĕрейменшĕн çÿлти айăплă мар...

Колумб вăхăтĕнчи Кафедра соборне кĕретпĕр. /Тулли ячĕ — Собор Санта-Мария де ла Энкарнасьон Примада де Америка/. Христиансен çак çĕршыври пĕрремĕш чиркĕвĕ пулнă вăл. Рим Папи хăй çакăнта виçĕ хутчен служба ирттернĕ. Пире ăнчĕ темелле. Малтанах экскурсие вырсарникун каясшăнччĕ. Пĕлнĕ пекех, ытларикуна куçартăмăр. Вырсарникун кунта халĕ те служба пырать иккен — 500 çул ытла! Туристсене шала кĕртмеççĕ вăл кун. Пире çара чĕркуççипе хулпуççие, пуçа хуплама ыйтрĕç — çакна çирĕп тĕрĕслеççĕ. Чăрсăр Роман пире иртме юраман вырăнсене те — ыттисем куриччен — кĕрсе кăтартрĕ.

Çĕр айĕнче — Виçĕ куç

Малалла — Виçĕ куç ятлă çĕр хăвăлне, Мирадор-дель-Эсте, паркне çул тытатпăр. Çĕр айĕнче вырнаçнă виçĕ кÿлле çапла ят панă. Çĕр чĕтреннипе пулса кайнă вĕсем. Чĕтренме чарăннă хыççăн вырăнти халăх çĕр çурăлнине, унта шыв пухăннине асăрхать. Пушă вăхăта çакăнта килсе канма пуçлать. Анчах муниципалитет ертÿçисем тÿрех чухласа илеççĕ — туристсене астарса укçа ĕçлесе илмелли меллĕ вырăн вĕт ку. Вырăнтисене хăваласа яраççĕ. Тавралăха йĕркене кĕртеççĕ, анма-хăпарма пусмасем майлаççĕ. Кайса курнăшăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнмерĕмĕр — çĕр айĕнчи кÿлĕсене тата ăçта курăпăр-ха? Çапах та хула халăхĕ çакăнта — çĕр айне — канма пухăннă тенине ĕненес килмест. Сывлăш нÿрĕ, сывлама питĕ йывăр.

Пĕчĕк ушкăнпа курса çÿрекенсем иккĕмĕш кÿлĕрен виççĕмĕшĕ патне паромпа куçаççĕ. Эпир ăна тĕрĕслемесĕр тăма пултаратпăр-и вара? Пăч тĕттĕмре шăвать паром. Нимĕн те курăнмасть. Çак самантра çĕр йăтăнса ансан никам та шыраса тупаймĕ тупата. Сывлама тата йывăрланать. Акă тинех малта кăшт çутă курăнса каять. Унтан пысăкланать те çĕр хăвăлĕнчи виççĕмĕш кÿлĕ курăнса каять. Шăпах унăн шывĕпе çăвăнни ача тăвайман хĕрарăмсене пулăшать-мĕн. Роман хĕр-хĕрарăма унта “демографи лару-тăрăвне” лайăхлатма ăсатрĕ. Туристсенчен пĕри гидпа юнашар тăрса юлчĕ. “Арăм мана сăн ÿкерме ыйтать, — ăнлантарчĕ вăл хăй мĕншĕн аялалла анманнине. — Интернетра темĕн тĕрлĕ сăнÿкерчĕк те пур вĕт — уç та пăхса кăна лар! Информаци пĕлтерĕшлĕрех!” Ах, çав вăрăм чĕлхем! “Информаци çук-им тата Интернет уçлăхĕнче? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Гид каласа кăтартнинчен темĕн чухлĕ ытларах. Апла тăк килтен ниçта тухмалла та мар — Интернетра вуласа-пăхса кăна лармалла”. Арçын шăпланчĕ. Хĕрĕмсем вара кулса ячĕç: “Кун пекки пулнă вĕт”. Вĕсен пĕлĕшĕ тăванĕсене “тĕнче курма тухса каятăп” тесе каласа хăварнă та... хăна çуртĕнчи номере вырнаçнă. Телефона сÿнтернĕ. Интернетран тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи сăнÿкерчĕксене уçласа илнĕ. Фотошоппа усă курса унта хăйĕн сăнне вырнаçтарнă та каялла Интернета кăларса хунă — курăр, мĕнле маттур эпĕ, тĕнче курса çÿретĕп! Чăн та, хăть кул, хăть макăр...

Кÿлĕсенче, вĕсен кашнин ячĕ пур, шыва кĕме юрамасть. Эпĕ юлашкинне кăна астуса юлтăм — Хĕрарăмсен /Дамское озеро/. Роман ĕнентернĕ тăрăх, хайхи Кафедра соборĕн пачăшки те шăпах çак кÿлĕрен шыв илет, кĕлĕ тунă майăн ача çуратайман хĕрарăмсене унпа сирпĕтет. Пулăшать-и е çук-и, калаймастăп. Çакă кăна паллă, Доминикана хĕрарăмĕсем питĕ нумай ача çуратаççĕ. Мĕншĕн? Кун çинчен тата вырăнти халăхăн пурнăçĕ çинчен çитес номерте çырса кăтартăп.

Вулаканпа сывпуллашиччен — Роман çинчен пĕр-икĕ сăмах. Тĕлĕнмелле патриотлăх, Тăван çĕршывне юратни, унпа чунтан мăнаçланни тапса тăрать унра. Çĕршывĕ те ĕнтĕ — пĕр пĕчĕкскер кăна. Утрава та кÿршĕ Гаитипе пайлаççĕ-çке. Ыйтмасăр чăтаймарăм — гидсене ятарласа çакăн пек патриот пулма вĕрентеççĕ-и е ку туйăм унăн шалтан тапса тăрать-и? “Шалтан ахăртнех”, — пулчĕ хурав.

/Малалли пулать/.

 

Маргарита ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.