Комментари хушас

10 Раштав, 2016

Пĕрле кăна эпир - вăйлă

Çĕрпе кун вĕçĕмсĕр ылмашăвне хăнăхса çитетпĕр те хамăр та тепĕр чухне хăйне евĕр робота çаврăнса каятпăр темелле: тул çутăлсан тăратпăр, кил тĕрĕшре кĕштĕртетнĕ хыççăн ĕçе утатпăр, унтан каллех — киле... Тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивет кун каçипе: ĕçпе çыхăннисене те, çемьене канăç паманнисене те. Сехетрен — талăк, талăкран эрне, уйăх, çулталăк пуçтарăнса пыни пирки шухăшламасăрах шăвать вăхăт. Ара, вăл шуни-иртни сисĕнмест те: куçа курăнмасть, хăлхана кĕмест... Çук-ха, апла мар, курăнать — сехет йĕппи чарăнми çаврăнса вăхăта васкатать, календарĕн пĕр листи хыççăн тепри татăлать. Вак-тĕвек ĕçсемпе пăтраннă, хаçатăн черетлĕ номерне алă пуснă май пуçра шухăш мĕлтлетрĕ: ара, çитес çул 2017 вĕт! “Чăваш хĕрарăмне” юратса вулакансемпе шăп 10 çул каялла хаçат тухма пуçланăрапа 10 çул çитнине шавлăн паллă тунăччĕ. Унтанпа, кур-ха, тепĕр 10 нимĕн сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Апла тăк, кăçал Çĕнĕ çула кăна мар, “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат 20 çул тултарнине кĕтсе илетпĕр — 1997 çулхи кăрлач уйăхĕнче унăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă.

20 çул... Нумай та, сахал та мар çакă. Хаçат страницисене уçса пăхатăп та — мĕн çинчен, кам çинчен кăна çырман! Тепĕр чухне тĕлĕнетĕп те: эпирех çапла маттур пулнă-и? Ара, самай çивĕч ыйтусенех хускатма пултарнă, пулăшу алли тăсма май килнĕ. Ĕçлесе çитерейменни те пулнă-тăр, унсăрăн епле? Çапах та хаçат коллективĕн, вăл вара çак тапхăрта пĕрре кăна мар тĕпрен улшăнчĕ, хастарлăхĕпе пултарулăхне палăртасах килет. “ЧХ” журналисчĕсен ушкăнне Раççей шайĕпе пĕрре мар чысланă. Акă çак кунсенче кăна Марина Тумаланова корреспондент РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçрĕ. Чăваш хĕрĕсен калемĕн çивĕчлĕхĕ çĕршыв шайĕнче палăрнипе мĕншĕн мăнаçланас мар?

Уяв умĕн çапла ĕнтĕ, ырри çинчен ытларах калаçас килет. Ара, хăнасем те кун пек чухне ăшă сăмахсем кăна калаççĕ те. Хăнисем вара пирĕн кĕрекере, паллах, вулакансем. Хаçат 10 çул тултарнине ас тăватăр-и, еплерех кĕрлесе кĕтсе илтĕмĕр? Мĕн тĕрлĕ акци пуçармарăмăр пулĕ сирĕнпе пĕрле, хаклă вулаканăм! “Хăв çырăн та — юлташна çырăнтар”, “Чăваш хĕрарăмне ушкăнĕпех çырăнатпăр” акцисене хутшăнса пирĕн кăларăмпа ун чухне коллективĕ-коллективĕпех çыхăну йĕркеленĕччĕ. Вулакан пирĕнпе пĕр шухăшлă пулнине кура хамăр та хăюллансах кайнăччĕ çав: “10 çула — 10 000” акцие пĕр шикленмесĕр пĕлтернĕччĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çаплаччĕ — çав тапхăрта 8500 экземпляр тиражпа тухакан хаçата çырăнакансен йышне тепĕр 1500 çынна кĕртмеллеччĕ. “Пĕр шикленмесĕр” тени тĕрĕсех мар-ха. Пĕлтернĕ чухне, тен, хăрама пĕлмен, анчах та каярахпа çапах та иккĕленÿ туйăмĕ çуралнăччĕ — тĕнче умĕнче намăс курмăпăр-и? Ара, тăрук 1500 экземпляр ÿстерме çăмăл-и? Хăш-пĕр хаçатăн пĕтĕм тиражĕ вĕт ку! Хальхинче вара вулаканăмăрсемпе мăнаçланас килет. Пулăшрăр, пирĕнпе пĕр шухăшлă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕр. 10 çула 10777 экземплярпа кĕтсе илтĕмĕр!

Юлашки çулсенче хаçат-журнал тиражĕсем палăрмаллах чакаççĕ. Çак инкекрен хăтăлас тесе хăшĕ-пĕри “сарă прессăна” çаврăнса каять, юн, вĕлерни, çаратни, пусмăрлани, савăшу пирки ытларах çырма тытăнать. Халăх çакна ытларах кăмăлласа вулать-мĕн. Эпир çак çула суйламарăмăр. Ыттисемшĕн тĕслĕх шайĕнчи çынсем çинчен çырма пăрахмарăмăр. Лайăххи пирĕн хаçат страницисенче çирĕп тымар ячĕ. Паллах, çитменлĕхсене асăрхамасăр та иртместпĕр. Вулакан çакна тĕрĕс хак пачĕ. Тĕрлĕ района-яла командировкăсене çÿренĕ май халăхпа тĕл пулса калаçни çак шухăша çирĕплетет. Вулаканпа пĕрле кăларса пыракан “Чăваш хĕрарăмĕ” çинчен ырă сăмах илтме питех те кăмăллă. Ку пирĕн ĕçе лайăх хак паниех-çке.

Калас сăмахăма ытла айккинчен çавăртăм пулĕ те, вулаканăм, пире паян каллех сирĕн пулăшăвăр кирлĕ. Эсир пирĕнтен пулăшу ыйтнă чухне журналистсем васкасах çула пуçтарăнаççĕ. Сирĕн вара пире тĕревлес тĕллевпе инçех васкамалла мар, почта уйрăмне кăна. “Çĕнни — манăçни кивви” теççĕ. Эпир те велосипед шутласа кăларассинчен сыхлантăмăр. Юлашки çулсенче усă курман акцисене тепĕр хут кĕртер-ха пурнăçа. Юлташ-тăвана Çĕнĕ çул парни вырăнне “Чăваш хĕрарăмĕ” çырăнса парсан мĕн тери аван пулмалла! Иртнине аса илсе “20 çула 20 пинпе” темешкĕн, чăн та, кăшт шикленетĕп. Анчах пирĕн вулакан хастарлăхне шута илсен... Эпир вара, сирĕнпе пĕрле, хаçат тиражне вышкайсăр ÿстерсе яма пĕрре те хирĕç мар. Çапах та юбилее пысăк йышпа кĕтсе илни ят-сума ÿстерĕ кăна.

Апла тăк юлнă вăхăтпа усă курса — çырăнтару тепĕр 2 эрне пырать — юратнă кăларăмăн тиражне ÿстерме пулăшсамăр. Сирĕнтен кашниех тепĕр 1 çынна та пулин çитес çурçуллăха “Чăваш хĕрарăмне” çырăнмашкăн ÿкĕте кĕртсен палăртни пурнăçланĕччĕ. Ниепле те ÿкĕте кĕменнисене унчченхи пек хăвăр çырăнса парсан та аван — çывăх çыннăра парне кÿни пархатарлă кăна. Эпир вара, яланхи пекех, сирĕн умра парăмра юлмăпăр, чĕннĕ çĕре туххăмрах вĕçтерсе çитĕпĕр. Ан манăр, пысăк тиражлă хаçата влаçпа калаçма та çăмăлрах — хисеплеççĕ ăна. Пĕрле кăна эпир — вăйлă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.