Кушака шеллесе...

22 Юпа, 2016

Нумай пулмасть кăна-ха телекуравăн çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсенче хальхисенчен пачах урăхла сюжетсем кураттăмăр — ĕçчен çынсем çинчен каласа кăтартатчĕç, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаратчĕç. Паллах, вĕсене курса ыттисен те çак шая çитес килетчĕ. Маттурпа камăн танлашас килмĕ-ха? Паян вара хăть те хăш каналпа та илемлĕ фильмсенче кăна мар, çĕнĕ хыпарсенче те çак ÿкерчĕк кăна — вĕлерÿ, çарату, вăрçă-харçă... Паллах, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлмешкĕн ирĕк пур халăхăн. Çапах та тĕп вырăна усал хыпар тухнине чун йышăнасшăн мар. Нивушлĕ пурнăçра ырри, çутти пачах юлмарĕ? Апла пулма пултараймасть-çке. Тĕнчере усал ырра çĕнтернĕ пулса тухать капла. Апла тăк, тĕнче тахçанах пĕтмелле. Эпир вара чип-чиперех утса çÿретпĕр вĕт, сывлатпăр, юрататпăр, çемье çавăрса ырра шанса ача çурататпăр. Епле пулсан та пурнăçра ырри ытларах, çакна хамăрăн курма кăна пĕлмелле.

Телее, пирĕн республикăра ку енĕпе “çÿлтен” тилхепене çирĕп тытса пыраççĕ. Çирĕп ыйтнине пулах массăллă информаци тĕрлĕ хатĕрĕнче промышленноçри ырă хыпарсемпе те, ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемпе те, тĕслĕх шайĕнчи çынсемпе те паллашма пулать. Хăй вăхăтĕнче халăха “сарă пресса” юнпа, савăшупа, криминалпа минретсех çитернĕччĕ. Тавлашмăп, çак тема нумайăшĕшĕн халĕ те кăсăклă. Çапах та халăхăн пысăк пайĕ пурнăçа урă-тăрă куçпа хаклама пăхни, лайăххишĕн тунсăхлама пуçлани сисĕнетех. Пурăна-киле, тен, центрти телеканалсем те чăвашсенчен тĕслĕх илме пуçлĕç, мала япăххине мар, лайăххине кăлармаллине ăнланĕç.

Юрĕ, юлашки кунсенче илтнĕ хыпар ытла та пуçа шăнăçманнипе минренĕ шухăшсенчен хăпас тенипе аякран пуçартăм-ха сăмаха. Телекурав та, Интернет та Сирири, Украинăри лару-тăрупа танах пĕлтерсе тăрать ун пирки. Тен, хăшĕ-пĕри ăна ăша та хывмарĕ-тĕр... Анчах ман чунран тухма пĕлмест çак хыпар. Хабаровск пикисем пирки пуçарасшăн паян сăмах. Вĕсем мĕн хăтланнине çырса кăтартмашкăн халăм çук. Кăмăл пуррисем хăйсемех Интернетра уçса вулама пултараççĕ. Кĕскен çакна кăна калас килет. Студент çулне çитнĕ икĕ пике хуçасăр чĕрчунсен приючĕсенчен те, “лайăх алла паратпăр” текен пĕлтерÿсем урлă та кушаксемпе йытăсем пуçтарса çÿренĕ. Мăр-мăрсем, Шариксемпе Бобиксем хăйсем мар, вĕсен хуçисем те тăватă ураллă тусĕсене мĕнле алла панине чухлама та пултарайман паллах. Хĕрсем чĕлхесĕр чунсене... асаплантарса вĕлернĕ. Чĕрчунсен кĕлетки пайĕсене чĕрĕллех каса-каса илнĕ... Усал ĕç ăнсăртран çиеле тухнă. Çакна пĕлсен хĕрсенчен пĕри, яваплăхран тарас тесе, Санкт-Петербурга каймашкăн самолета билет туяннă — вĕсен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă-çке. Анчах та ăна аэропортра тытса чарнă.

...Амăшĕ пулма килет çĕр çине хĕрача. Унăн чунĕнче-юнĕнче ачашлăх, çепĕçлĕх акать çутçанталăк. Çавăн чухлĕ хаярлăх мĕнле майпа çуралма пултарать чунра? Ăçта, хăш самантра пăсăлса кайрĕ пурнăç? Кун пек чухне ашшĕ-амăшне айăплама пăхатпăр. Тĕрĕс те пуль — ачисемшĕн аслисем мар тăк тата кам яваплă-ха? Анчах та хĕрсенчен пĕри йĕркеллĕ çемьерех ÿснине пĕлтереççĕ МИХсем: ашшĕ — авиаци полковникĕ, амăшĕ — прокуратура ĕçченĕ. Теприн, чăн та, лару-тăру урăхларах. Хĕр кукамăшĕпе ÿснĕ. Кун çути кăтартнă çыннине, эрех ĕçнĕрен, амăшĕн прависенчен хăтарнă. Ашшĕ пирки нимĕнле информаци те çук. Йĕркеллĕ çемьере ÿснине кичем пулса кайнă-ши, тунсăха çапла майпа сирме хăтланнă-ши? Хĕрсене явап тыттарасси паллă.

Ку ĕç пирĕнтен аякра пулса иртнĕ теме ан васкăр. Йĕри-тавра пăхăр-ха, усал ĕç хамăр ачасен хушшинче те пулса иртмест-и? Тавралăха илем кÿрсе ларакан чечеке татма е таптама тăнă ачине амăшĕ чарать-и? Чечек кăна вĕт, ăна татнăшăн мĕн пулать? Е шăпăрлан кушак енне патак вăркăнтарни паян айван алхасу пек кăна туйăнать. Ыран çакă мĕнле утăма çаврăнасса шухăшлама пултаратпăр-и? Пысăкки йăлтах пĕчĕккинчен пуçланать вĕт. Нумай çул каялла кушак аçине çухатрăмăр. Килтен тухса кайрĕ те таврăнмарĕ. Темиçе кун “уçăлса” çÿренĕ хыççăн кил тĕлне яланах тупаканччĕ. Хальхинче апла пулмарĕ. Хамăр та шырарăмăр. Тупаймарăмăр. Темиçе эрнерен ачасен юлташĕсем алăк шăнкăравне пырса пусрĕç: “Тухса пăхăр-ха, сирĕн мар-и?” Урама вирхĕнсе тухма тăнă пепкемсене, ырă мара сиссе, аран чарса ĕлкĕртĕм: “Малтан аçу пăхтăр-ха...” Чун тĕрĕсех туйнă. Мăшăрăм каярахпа ачасенчен вăрттăн каласа кăтартнинчен çакă паллă пулчĕ. Кушак аçине асаплантарса вĕлернĕ. Пăвнă, урисене авнă-хуçнă... Çакна юнашарах, кÿршĕ çуртра пурăнакан арçын ачасем тунă. Шансах тăратăп, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те пепкисене усал çак ĕçе тума хĕтĕртмен. Çапла, тен, чечеке таптама вăхăтĕнче чарман-тăр, чĕрчуна кÿрентерессинчен сыхланма вĕрентмен-тĕр. Паян хăйсене хÿтĕлеймен тусăмăрсем çине алă çĕклет ача, ыран хăйне кун çути кăтартнă çыннисене хĕненинчен тĕлĕнме кирлех-ши кун пек чухне? Криминал хыпарĕсен колонкинче çакăн пекки туп-туллиех вĕт: эрех туянма пенси укçи паманнишĕн амăшне шар кăтартакан сахал-и? Тепĕр чухне çывăх çыннисен кун-çулне те татаççĕ вĕт. Эпĕ вара кунта кушака шеллесе ларатăп...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.