Хĕл, яланхи пекех, кĕтмен çĕртен ларчĕ...

19 Чÿк, 2016

Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен пек, çапах та паянхи ăрушăн çакă динозаврсем пурăннă вăхăтри пекех туйăнать-тĕр — шкула кÿршĕ яла çуранах çÿреттĕмĕр, кĕçĕн классенче интернатра та пурăнаттăмăр. Çапах та атте-аннешĕн тунсăхласах çитсен хĕл варринче те уй-уй урлă киле çул тытаттăмăр. Тăм ан илтĕр тесе юратнă вĕрентекен мăн тутăра пит урлах çавăрса çыхса шкултан ăсатса кăларса яратчĕ. Паянхи пекех асра — шурă-шурă юр пĕрчисем сывлăшра явăна-явăна анаççĕ. Шурă пулнăран-ши е пĕрремĕш ÿкнĕрен-ши — юр пĕрчисем чунра уяв туйăмĕ вăратаççĕ. “Хĕл ларать! Хĕл ларать!” — пĕр-пĕринпе ăмăртса кăшкăрса малалла ыткăнатпăр ача-пăча. Çакă тахçан-тахçан, иртнĕ пурнăçра, пулса иртнĕ пек туйăнать. Пĕрремĕш юр çапах та халĕ те чунра темĕнле ăнланмалла мар савăнăç та, тунсăх та вăратать. Хĕл кăна юлашки вăхăтра кĕтмен çĕртен ларакан пулчĕ...

Хĕвел çÿлелле хăпарма пăрахса пынă май унăн хĕрÿлĕхĕ те чакать. Çанталăк майĕпенех çулталăкăн кĕркунне текен тапхăрне куçать. Нимех те улшăнман темелле. Анчах та ачалăхра эпир те курман пулăм хуçаланма пуçларĕ таврара. “Пăрлă çумăр” тенине, тен, илтнĕ пулĕ, анчах та унăн хăрушлăхне кун пекех курма тивмен... Малтанах çутçанталăкăн çак пулăмĕпе виçĕмçул паллашма тÿр килнĕччĕ. Авăна-авăна аннă йывăçсемпе асра юлчĕ вăл. Урама тухсассăнах хăрушă фильмсенчи ÿкерчĕк куç умне тухнăччĕ çав çул. Кăçал вара пăрлă çумăр тĕлĕнмелле яка пăрлă çулсемпе чуна пăлхатрĕ. Кĕçĕн класра ăс пухакансене шкула пымасан та юрать тесе пĕлтерчĕç-ха. Анчах та ыттисене урокран та, ĕçрен те никам та хăтарман. Анчах та мĕнле çитмелле унта? Троллейбуссен линийĕсем пăрланса ларнă. Машинăсен — алăкĕсем. Общество транспорчĕн чарăнăвне утакансем те асапланса пĕтрĕç. Ара, утма майĕ çук! Хăть коньки сыр! “Умра пыракан арçын ача куç умĕнче икĕ хутчен лаплатрĕ çĕре. Ăна ура çине тăма пулăшса пĕр-икĕ утăм ярса пусрăм кăна, хам мĕнле персе аннине сиссе те юлаймарăм”, — каласа кăтартать ĕçтешĕм. “Сасăсăр кинори пек, аманнă акăш пек утаççĕ çынсем, — тепĕр пĕлĕшĕмĕн танлаштарăвĕ ытла та сăнарлă. — Алли-урипе сулкалашаççĕ, çапкалашаççĕ. Ман умра кинемей пыратчĕ. Шăп çул варринче чарăнса тăчĕ. Унталла та ярса пусма хăрать, кунталла та. Юлашкинчен чĕркуçленчĕ те малалла упаленсе кайрĕ”. Иртнĕ эрне вĕçĕнче пулса иртнĕ çакăн пек тĕслĕхсене пĕр чарăнми илсе кăтартма пулать. Паллах, тÿрех ыйту çуралать — коммунальщиксем ăçта? Хăйăр-тăвар хутăшне çителĕклĕ хатĕрлесе хуни пирки кĕркунне пуçламăшĕнчех пурте илтмелле отчет турĕç-çке. Анчах та ĕçе каяс тесе подČездран тухрăм кăна — картлашка тепĕр катокран пахалăхлăрах пăрпа витĕнни тÿрех куç умне пулчĕ. “ТСЖ управляющийĕ хăйăр памасть”, — тÿрре тухмалли сăлтав тупрĕ дворник. Ытти çуртсен таврашĕнчи унăн ĕçтешĕсем те çак сăмахах çирĕплетрĕç. Хайхи отчетри хăйăр ăçта кайса кĕнĕ вара? Унпа ятарлă службăсем кăна мар, ахаль граждансем те усă курма пултарнине пĕлтернĕччĕ-çке халăха? Хам тĕллĕн чарăнăва утса çитеймесси куçкĕрет. “Атя, тягач пулам”, — кула-кулах сĕнчĕ мăшăрăм. “Вăт, арçын тени таçта та кирлĕ”, — çаклантăм унран. Шÿт-им? Ÿксе пуçа çурма та часах ку çул çинче. Пуçсăр арăм вара кама кирлĕ? Чарăнăва çитиччен темиçе çурт патĕнчен те иртрĕмĕр — хăйăр тенине курмарăмăр. Чарăну картлашкисене кăна шелсĕррĕн сапнăччĕ ăна. Çак кун, чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче, тĕлĕнмелле те, машинăпа çÿреме темĕн чухлĕ меллĕрех пулчĕ. Çуран утакансем вара тĕллĕн-тĕллĕн курăнакан хăйăр утравĕсене шыраса хăшкăлчĕç.

Пур службăна та пĕр сăмахпа хурласа тăкма васкамалла мар. Çула пăхса тăракан техника, сăмахран, талăкĕпех ĕçленĕ, пурĕ — 60 ытла машина тата 123 рабочи. Линие пăрланса ларма парас мар тесе 15 троллейбус çĕрĕпех машрутран пăрăнман. Çапах та республика çулĕсем çинчи транспортпа çыхăннă 78 инкеке шута илнĕ. Больницăсене алă-ури хуçăлнă, шăнăр туртăннă 500-е яхăн çын шурă халатлисенчен пулăшу ыйтма пынă. Кунта каллех каласа хăварни вырăнлă — тухтăрсем инкексен шучĕ хăвăрт ÿсме пултарасса шута илсе ĕçленĕ. 2014 çулхи лару-тăрăва шута илсе Иван Моторин премьер-министр электроэнерги енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма хистени вырăнлă пулнă курăнать — пирĕн республикăра ял е хула çутăсăр юлнă сас-хура илтĕнмерĕ. Çав вăхăтрах иртнĕ эрнере Чулхула облаçĕнчи 11 район электроэнергисĕр 3-4 кун пурăннă. Тверь облаçĕнче çак эрне вĕçнелле кăна электроэнергие çĕнĕрен хута ярса пĕтернĕ. Мускав облаçĕнче вара халĕ те 8000 çын электроэнергисĕр хăшкăлать. Сăмах май, унта çутçанталăк кÿнĕ инкекре 1 çын пурнăçĕ татăлнă. Хĕл кĕтменлĕхсемпе пирĕн чăтăмлăха малалла тĕрĕслет. Çак кунсенче “Шереметьево” аэропорчĕ вăхăтлăха хупăннă, самолетсене вĕçме чарнă.

Пирĕн тăрăхра вара ку инкекрен халăх асĕнче самолет юлчĕ-тĕр. Шупашкар аэропортĕнче Мускавран вĕçсе килнĕ самолет пăр тыткăнĕнче — çаплах каламалла-тăр — икĕ сехет ирттернĕ. Вăл чиперех анса ларнă хыççăн пăрлака пула полосаран айккинелле тухса кайнă. Салонри çынсене çак вăхăтра тухма ирĕк паман, мĕншĕн тесен трап та, ятарлă автобус та илсе пыман самолет патне. Салонра 187 пассажир хушшинче ЧР экономика министрĕ В.Аврелькин та пулнă. Тунтикунхи черетлĕ канашлура Владимир Александровича республика Пуçлăхĕнчен сăмах та лекнĕ — Правительство членĕн нимĕнле лару-тăрура та çухалса каймалла мар, сăмахран, пассажирсене эвакуацилес ыйтăва министр хăй çине илме те пултарнă...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.