Ачасен йышĕ ÿсет, тăлăхсен шучĕ чакать
Çак çĕр çине килнĕ кашни çын телей пирки ĕмĕтленет. Паллах, кашнин телей кайăкĕ — расна. Анчах та амăшĕсенчен çак ăнлав пирки ыйтсан, пĕрре те иккĕленместĕп, пурте ăна ачисемпе çыхăнтарĕччĕç. Ачасен йăлтах лайăх пулсан кăна амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туйма пултарать. Ытти вара... Ытти пирки, тепĕр тесен, шухăшлама вăхăт пури-и вара амăшĕн?..
Чăваш Ене РФ Президенчĕ çумĕнчи Ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов хăйĕн рейтингĕнчи топ-10 йыша кĕртнĕ. Ачасемшĕн чи лайăх регионсене палăртнă асăннă рейтингра. Ханты-Манси автономи округĕ, Калуга, Тюмень облаçĕсемпе, Тутарстан, Чечня, Пушкăртстан республикисемпе пĕрлех пирĕн тăрăха та ачасемшĕн хăтлисен йышĕнче асăннă.
Ырă сăмах илтме яланах кăмăллă, çĕршыв шайĕнче — пушшех те. Ачасемпе çыхăннă ырă хыпар уйрăмах çывăх хĕрарăм чунне. Чăн та, ĕçлемесĕр пулман çакă. Чăваш республикинче ачасен прависене хÿтĕлес, вĕсене аталанма майсем туса парас тесе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Ĕçленин çимĕçĕ те пур. Тăваттăмĕшĕ çул ĕнтĕ Чăваш Енре ача çураласси ÿссе пырать. Унсăр пуçне вăрăм ĕмĕрлисен, нумай пепкеллисен йышĕ хутшăнать. Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшни пирки çырсах тăратпăр. Республика ертÿлĕхĕ вара вырăнти пулăшăва та аталантарать. Калăпăр, амăшĕн капиталĕ çумне хушса тÿлеççĕ. Çак пулăшупа Чăваш Енре 2204 çемье усă курнă, кăçал кăна 372 кил-йыш капитала 31,3 млн тенке куçарнă. Кун пирки çырсах тăратпăр та, çапах та аса илтернинчен ытлашши пулас çук. Нумай ачаллă çемьесене çурт тумашкăн çĕр уйăрса параççĕ, çула çитмен 5 пепкеллисене çуртпа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ, çамрăк тата студентсен çемйисен хваттер туянмашкăн çăмăллăхсем пур, професси енчен аталанмашкăн та патшалăх ятарлă программăсем йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕрлĕ проект, пулăшу сĕнет патшалăх çемьесене, вĕсемпе усă курас тесессĕн, паллах, хаçат-журналпа туслă пулмалла е вырăнти администрацинче çĕнĕлĕхсем пирки ыйтсах тăмалла.
Амăшĕн телейĕ ачинче тетпĕр те, пур шăпăрланăн та çук çав чи çывăх çыннисем. Теприсем вара ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ çĕртех вĕсен ăшшине туйса çитĕнеççĕ. Çак ыйтăва та патшалăхăн ирĕксĕрех хăйĕн çине илме тивет. Чăваш Енре тăлăхсен ыйтăвне те ăнăçлă татса пама тăрăшнине палăртмалла. Хÿтлĕхсĕр юлнă пепкесене хăйсен хÿттине илекенсене те хавхалантарма тăрăшать патшалăх. Аслисене çакăншăн шалу евĕр 3295-4680 тенкĕ тÿлеççĕ. Унсăр пуçне кашни ача пуçне, ÿсĕмне, сывлăхне кура, 6098-7662 тенкĕ тивĕçет. Çак ыйтăва та ăнăçлă татса параççĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Юлашки çулсенче тăлăхсен йышĕ чаксах пырать. Çапла майпа республикăра виçĕ ача çуртне пачах та хупма май килнĕ. Тăлăхсене çемьесене вырнаçтарас тĕлĕшпе те Чăваш Ен Раççейре — малтисен ретĕнче. Çакна цифрăсемпех çирĕплетме пулать. Иртнĕ çулхи кăтартусем çапларах: Раççейĕпе — 85,1%, Атăлçи тăрăхĕнче — 88,9%, пирĕн республикăра — 94,6%.
...Телей кайăкĕн хÿри кĕске теççĕ, тепĕр чухне вăл çуначĕпе вăшт! кăна сулса вĕçсе тарма пултарать. Хĕрарăм çумĕнче пепке пулсан, кашни шăпăрланăн тытăнса утмалли аркă — амăшĕн арки — пулсан тата вĕсене арçын — ашшĕ, упăшка — хÿтĕлесе-упраса тăрсан шанас килет, чăваш тăрăхĕнче килсе тĕпленнĕ телей кайăкĕ çуначĕпе сулса пирĕн тăрăхпа сывпуллашма васкамĕ...
Комментари хушас