Комментари хушас

14 Çу, 2016

Ĕçлеместĕн-и? Налук тÿле!

Истори спираль евĕр аталанать тесе вĕрентетчĕç университетра иртекен философи лекцийĕсенче. Авалхи Греци ăсчахĕн, тĕрĕсрех, писателĕн, çар çыннин, историкĕн Ксенофонтăн каларăшне каярахпа паллă нумай философ унталла та кунталла турткаланă. Анчах та чи кирли — Ксенофонт пачах та йăнăшман. Çак кунсенче сарăлнă хыпар тепĕр хут çирĕплетрĕ кăна ăна. Ара, Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕç пирки калаçмасăр урăх мĕн пирки сăмах хускатмалла тата? Эпир ÿснĕ саманара кăна, пĕр 30-35 çул каялла тейĕпĕр, ниçта та вăй хуман тÿр пилĕксене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттаратчĕç. Унтан та ытла, колхозниксен алли-урине те ĕç нормипе çыхатчĕç. Çапла вара ял çыннин ниçта тухса çÿреме те майĕ çукчĕ, аяккарахри пуян çĕрсене çемье валли ытларах укçа ĕçлесе илме те каяймастчĕç аттесем — норма тултармалла. Тултармасан пахча çĕрне чашт! кăна касса илме пултаратчĕç. Çĕрсĕр вара хресчен выçсах вилет вĕт. Кÿршĕ облаçсене çапла çула çитнĕ-çитмен çамрăксем пилĕк авма туха-туха каятчĕç /вĕсен норма пулман/, уншăн тырă-пулă, улăм илсе таврăнатчĕç. Еплерех савăнатчĕ ашшĕ-амăшĕ! Ара, халь тин ытларах выльăх хĕл каçарма та юрать, апла, укçа-тенкĕ те пулать. Укçи-тенки пулсан вара çурт çурт-хуралтă çĕклеме те, ача-пăчана вĕрентме те май пур. Чи кирли, норма тултарман “тунеядеца” та никам та саккунпа айăплама пултараймасть — вăл пĕрлехи ĕçрен юлман-çке...

Вăхăт иртрĕ. Колхоз-совхоз саланчĕ, завод-фабрика хупăнчĕ. Çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ. “Тунеядец” статйи хăй тĕллĕнех пăрахăçа тухрĕ — ĕçĕ çук пулсан кама тата мĕншĕн айăплăн? Анчах та, ак тамаша! — ватăлма та ĕлкĕреймерĕмĕр, хайхи çÿлерех асăннă спираль çаврăнса та çитрĕ мар-и? Чăн та, пăртак улшăнса. Çак кунсенче РФ ĕç министрĕн заместителĕ Андрей Пудов халăхсен хушшинчи “Социаллă страховани” конференцийĕнче тухса калаçнă. Раççейĕн ниçта та вăй хуман гражданĕсене малашне ятарлă налук тÿлеттерес шухăш пуррине пĕлтернĕ. Ку енĕпе Беларуçран тĕслĕх илессине каланă. “Вĕсем ниçта та ĕçлемен вăй питти çынсен, страховани взносĕ тÿлеменнисен, тĕлĕшпе ятарлă налук хунă ĕнтĕ. Эпир вара кун пирки шухăшлатпăр кăна-ха”, — палăртнă чиновник.

Министр заместителĕн сăмахĕ çынсен чунĕсене самаях пăлхатнă курăнать. Ара, пĕрре — ĕçĕ çук, тепре — уншăнах патшалăха тата налук тÿлемелле. Çитменнине, хаксем капла та ĕрĕхсе кайнă саманара пулса иртет ку. Анчах та укçине ăçтан тупмалла? Чăн та, чиновниксем хирĕçлеме пăхĕç: халăха ĕçпе тивĕçтерес центрта ваканси — купипе! Анчах та ĕç паракан сĕнекен шалăва пăхсан уншăн пилĕк авас кăмăл тÿрех ирхи тĕтре пек сирĕлет. Тен, хайхи çав налука тÿлемешкĕн шăпах çитет вăл?

Министр заместителĕн сĕнĕвне халĕ Интернетра хĕрÿллĕн сÿтсе яваççĕ. Çакна кура министерство халăха лăпланма чĕнсе каланă, Пудов сăмахĕ ниме те пĕлтерменнине палăртма васканă. “Хальлĕхе нимĕнле саккун йышăнасси пирки те сăмах пымасть. Беларуç опытне эксперт шайĕнче пăхса тухса сÿтсе яваççĕ кăна”, — пĕтĕмлетнĕ ведомство ертÿçисем.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков та çакнах çирĕплетнĕ — асăннă налук пирки правительствăра конкретлă нимĕнле йышăну та çук.

Каларăш тенĕрен вара, чăвашăн та тĕрĕслĕхпе тÿр килекенни сахал мар. Калăпăр, вут хумасăр тĕтĕм тухмасть тет вăл. Ку тĕслĕхре вуттине хунă-и е хуман-и — тĕтĕмĕ тухнă ĕнтĕ, тĕнчене сарăлнă. Пурне те хумхантаракан çак сĕнĕве юристсем хак пама ĕлкĕрнĕ — Конституципе килĕшсе тăмасть ку налук. Анчах та, тĕлĕнмелле, Раççейре пурăнакансен çурри çак налука пурнăçа кĕртмешкĕн хирĕç мар. Социаллă лару-тăрăва мĕнле витĕм кÿрĕ вăл? Пудов логикине ăнланма пулать — экономика хавшасан чиновниксем шăтăксене халăх кĕсйинчен сапласси йăлана кĕчĕ. Пур-и вăл кĕсьере мĕн те пулин е çук-и — никама та хумхантармасть. “Харампыр налукĕ” те /”тунеядец” сăмаха чăвашла çапла куçарнă словарьте/ — çак ретренех. Хыснара укçа сахал-и? Мĕншĕн тата тепĕр налук пурнăçа кĕртес мар? Анчах пирĕн халăх та паянхи лару-тăрура хăйне шыври пулă пек туйма хăнăхса пырать ĕнтĕ. “Ĕç кĕнекине” ăçта та пулин “вырнаçтарасси” вăй илесси куçкĕрет кун пек чухне. Коррупци-и ку? Çапла. Анчах та “пурăнас килсен çаврăнкалама” патшалăх хăех хистет мар-и? Халĕ кăна чиновниксем “сăрă шалупа” тата килĕшÿ тумасăр вăй хуракансемпе самаях ăнăçуллă кĕрешме хăнăхса пыратчĕç, акă вĕсем валли тепĕр нуша тупăнать. Унсăр пуçне чăнласах ниçта та ĕçлеменнисем те пур вĕт. Чăн-чăн харампырсем. Вĕсем хайхи налука тÿлессишĕн криминал тĕнчипе çыхланасси пĕрре те иккĕлентермест.

Сăмаха вĕçличчен Иосиф Бродские суд туни аса килчĕ. Ăна 1964 çулта шăпах “харампыр” тесе айăплама тăнă. Иосиф Александрович хăйне “эпĕ поэт” тесе хÿтĕлеме тăни судьясен сăн-питĕнче кулă кăна çуратнă. “Ниçта та ĕçлеменшĕн” поэта Ленинград хулинчен 5 çуллăха кăларса янă. Темиçе издательствопа килĕшÿ туни те, СССР Писательсен союзĕ хута кĕни те çăлса хăварайман. Тĕрĕслĕхшĕн çакна та каласа хăвармаллах — тата 23 çултан Иосиф Бродский литература енĕпе Нобель премине тивĕçнĕ.

Сăмах май, пирĕн çĕршывра “писатель” тахçанах професси пулма пăрахнă...

Хушса çырни. Спираль каплах çаврăнса пырсан “хĕсĕрлĕх налукĕ” пирки те аса илеççĕ-тĕр...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.