Ĕмĕр тăрăх утса...

Паян сăмахăма, вулаканăм, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем çинчен пуçарасшăн. Çулсен шутне, пĕрин хыççăн теприне, хыçа хăваракансем ытларах сăртлă-туллă вырăнсенче пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар-ха. Телее, чăваш хушшинче те сахал мар вĕсем. Çакна авторсен çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Хамăр та ку е вăл района командировкăна тухсан çакнашкал тĕслĕхпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Тĕрлĕ район сайтĕнче те çакăн йышши кăмăллă информацие тăтăшах асăрхама пулать.

Акă Элĕк район администрацийĕн сайчĕ Пиçенерте çуралса ÿснĕ Зоя Егорова çинчен каласа кăтартать. Зоя Григорьевна 1925 çулта çуралнă. Хĕрачан 8 класс таран вĕренме май килнĕ. Вăл вăхăтшăн сахал мар ку. Çамрăклăхĕ вăрçă вăхăчĕпе тÿр килнĕрен ыттисемпе пĕрле пĕтĕм йывăрлăха чăтма тивнĕ. Çирĕккассинчи сÿс-кантăр заводĕнче ĕçленĕ вăл. Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ хыççăн клуб заведующийĕнче тăрăшнă. Шăпа хĕре Мускава та илсе çитернĕ. Анчах та аманнине пула киле таврăнма тивнĕ. Кÿршĕ ялти Кăраклаври Петр Егоровпа мăшăрланса ултă ачана кун çути кăтартнă. Халĕ, сумлă юбилее кĕтсе, Зоя Григорьевна ачисемпе, 14 мăнукĕпе, вĕсен 10 пепкипе савăнса пурăнать.

Редакци почтинче çакăн пек çыру нумаййи чуна ăшăтать. Кĕçех Красноармейски районĕнчи хастар авторăмăрăн Николай Ершовăн геройĕпе — Алманч ялĕнчи 100 çулти маттур хĕрарăмпа Ольга Спиридоновăпа — паллашăпăр. Штатри корреспондент Татьяна Нумова та, Çĕрпÿ тăрăхĕнче командировкăра пулнăскер, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем çинченех каласа кăтартĕ.

90 урлă каçнисем кăна мар, пĕр ĕмĕр чиккинчен теприне ура ярса пуснисем те чылайăн çак йышра. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулталăк пуçламăшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă чух çакăн пек цифрăсене асăннă — Чăваш Енре 100 çул тултарнă 64 çын пурăнать. Юлашки пилĕк çулта вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ — ку рете 4 пин те 910 çын хушăннă. 2010 çулхинчен 37 процент ытларах ку кăтарту. Иккĕмĕш ĕмĕре ярса пуснисен проценчĕ 18-па танлашать.

Маларах вара çакнах Герман Ксенофонтов таврапĕлÿçĕ çирĕплетнĕ. Вăл “Долгожители Чувашии” кĕнеке кăларнă, унта 98 çултан аслăрах çынсем çинчен çырса кăтартнă. Ахаль мар — сăмахне архив докуменчĕсемпе çирĕплетнĕ автор. Кашни районтан пуçтарнă информацие алласа вăхăт самай иртнĕ, Герман Николаевич асăннă кĕнекепе пилĕк çул ĕçленĕ. 700 страницăран тăраканскерне 1000 ытла хушамат кĕнĕ. Автор хăйĕн героинисемпе нумайăшĕнпе куçа куçăн тĕл пулса калаçнă. Хăй палăртнă тăрăх, çак кĕнекене лекнĕ çынсем пурте тенĕ пек çĕр ĕçĕпе аппаланнă, чĕлĕм туртман, эрех ĕçмен, телевизор пăхман, хаçат вуламан...

КĂСĂКЛĂ. Герман Ксенофонтов “Грани” хаçата панă интервьюран çакă паллă. Кĕнеке валли информаци пуçтарнă май, хăй вăхăтĕнче Совет Союзне кĕнĕ автономи республикисемпе те çыхăннă вăл — лару-тăрăва танлаштармашкăн. Унăн ыйтăвне тивĕçтерсе пур республика ертÿçи те хурав ярса панă. Халĕ çакă паллă — чи вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем, эпир каланă пекех, кăнтăр енче пурăнаççĕ. Ингушетире, калăпăр, 100 пин çын пуçне — 77,6 вăрăм ĕмĕрли, Кабарта Балкарта — 53,8. Чăваш Енре вара çак кăтарту 3,8-па танлашать.

Апла-и, капла-и, нумай-нумай çул пурăнса тăван-пĕтенне, тус-юлташне савăнтаракан çынсем çинчен çырмашкăн питĕ кăмăллă. Çывăх çын юнашар пурăннинчен, унпа куçран куçа пăхса калаçма май пурринчен ырри мĕн пултăр?

 

Маргарита ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.