Лайăх пурăнни япăх-им?
Çĕршывăмăр капитализм çулне суйласа пасар экономикине аталантарма пуçланăранпа шыв-шур самай юхса иртрĕ. Пурнăç тĕлĕнмелле улшăнчĕ унтанпа. 90-мĕш çулсене те чăтса ирттертĕмĕр. Чăн та, масарсем вăй питти арçынсен ÿчĕсемпе тулчĕç вăл вăхăтра. Телее, криминал хавшарĕ, саккунлăх вăй илчĕ. Унпа пĕрлех кооперативсем аталанчĕç - предпринимательлĕхе шăпах вĕсем çул уçса пачĕç-çке. Саккун картине çирĕпрех хупас, унпа пĕрлех пуçаруллă та çаврăнăçуллă çынсене пулăшас тĕллевпе патшалăх та тăрăшать. 1987 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче “Кооперативсем çинчен” саккун йышăнчĕç. Раççейре шăпах çавăнтанпа паллă тăватпăр та Предпринимательсен кунне.
Мал ĕмĕтлĕ çынсене ĕçлеме паян тем тесен те çăмăлрах. Ĕмĕчĕ-шухăшне пурнăçланă май енчĕкĕ те хулăнланса пырать тата. Эпир вара ют кĕсьери укçана шутлама ай-ай! юрататпăр! Çав хушăрах хăй ĕçне пуçарнă çыннăн ыйхăсăр каçĕсене, канма пĕлмесĕр тăрăшнине кам та пулин асăрхать-и?
...Пуçлăх пурччĕ пĕрескер. Темшĕн “çăлтăрсене” килĕштерсех каймастчĕ. Вĕсем супермашинăсемпе çÿреççĕ, чаплă коттеджсенче пурăнаççĕ имĕш. Коллектив мĕн çисе-ĕçсе пурăннине те пĕлмен, анчах хăй çав хушăрах уйăхсерен çĕршер пин шалу илекен пуçлăхпа танлаштарсан çав “çăлтăрсем” çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар юхтараççĕ вĕт. Калăпăр, хăйне хисеплекен юрăç куракан умне пасар халатне тăхăнса тухмасть. Концерт кĕпин хакĕ сахалтан та 10 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр юрă çырмашкăн 7 пин тенкĕ кирлех. Альбом кăларас тесен 60-70 пин тенкĕ кăларса хума тивет. /Ку укçапа вара, вĕренес тĕллевпе, çĕтĕк машина туянма пулать/. Çапла, сцена пурнăçĕ илемлĕ, йăлтăр-ялтăр, чечек айĕнче... Анчах та чаршав хыçĕнчи тăкаксене, шыв айĕнчи чулсене шута илсен ăмсанмаллиех çук-тăр. Çук, йăнăшатăп, пур ăмсанмалли - чап, суперçурт, ют çĕршывра кăларнă машина... Анчах та çакăн патне çитиччен мĕн чухлĕ тар тăкмаллине шухăшлатăн та... Шăпах çакă - пĕрремĕш утăм - хăратать те нумайăшне хăйĕн ĕçне йĕркелеме.
Кам ăçта ĕçлет - çавăнта тăранса пурăнать текен каларăш пурччĕ ĕлĕкрех. Халĕ вăл пуçлăхсемшĕн кăна тÿрре тухнă пек туйăнать. Ахаль çыннăн пĕр вырăнта ĕçленипе кăна алă-ура çавăрса яма ниепле те май çук паян. Темиçе вырăнта пилĕк авсан вара çемье валли вăхăт та, вăй та юлмасть. Аптриш... “Кам ăçта пурăнать” тесе кăштах улăштарас килет вара çак каларăша. Ара, ял çынни те малаллах туртăнать-çке. Патшалăх хавхалантарнипе - пулăшма çапах та шантараççĕ-çке - хайхи капитализм çулĕпе утма нумайăшĕ хăтланса пăхрĕ пĕр вăхăт. Шел, хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрин хыççăн тепри арканчĕç. Пулăшу кĕтсе илеймерĕç, пăвакан налуксене чăтаймарĕç... Паллах, çăмăл пуласса никам та шантарман, анчах та çĕр çинче ĕçлесе патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанма - пуйма - пулать-и вара? Тĕлĕнмелле те, “пуян” сăмах халĕ те пирĕн обществăра ырă мар пĕлтерĕшпе сарăлнă. Пуйни начар-им-ха? Халăх лайăх пурăнни япăх-им? Анчах та пуянни халăх мар çав, уйрăм çынсем кăна. Çавăнпах чаплă пурăнакансем çине чалăшшăн пăхма пăрахаймастпăр та.
Ял çыннишĕн çывăхрах ыйтăва хускатса сĕт пухакансем пирки сăмах хускатас килет. Юлашки вăхăтра вĕсене ытларах сăмах тивни сисĕнме пуçларĕ. Сăмахĕ каллех çав ретренех - кĕске вăхăтрах чаплă машинăсемпе çÿреме пуçлаççĕ... Ăнăçтарас çук, çĕтĕк урхамахран чапли çине куçса ларас çук, каçарăр та, мĕншĕн кÿлĕнмелле апла тăк йывăр çак лава? Кирек мĕне пикенесси - теветкеллĕ утăм. Çак ĕçе пуçăнмашкăн вара машина та кирлĕ, тĕрĕслекен те нумай, конкуренци те пысăк /сĕтрен криминал шăрши çапма пуçланине республика Пуçлăхĕ хăй те каланăччĕ-ха/. Йывăрлăхĕ мĕн чухлĕ! Ял халăхне вара, сĕте килех тенĕ пек пырса илсе кайнине кура, аван вĕт-ха: чĕрĕ укçа алла кĕрет. Калаçтараканни, паллах, сĕт хакĕ - ăна çынсенчен йÿнĕпе туянаççĕ, уйрăмах - çулла. Предпринимательсене, эх, лекет вара хака чакарнăшăн. Вăт çакă тĕлĕнтерет те, тавлаштарать те. Йÿнĕпе туянса хаклăрах сутма патшалăх хăех вĕрентмерĕ-и-ха? Ĕлĕк çакна, чăн та, спекуляци тетчĕç. Халĕ ура çине тăнисенчен чылайăшĕ шăпах çапла майпа сывлăш çавăрса ячĕ. Патшалăх чĕнмесĕр тăнă чух завод-фабрика хупăна-хупăна пĕтрĕ, бюджетниксене уйăхĕ-уйăхĕпе шалу тÿлеместчĕç. Халăхăн пĕр пайĕ ирĕксĕрех предпринимателе çаврăнчĕ ун чухне, чăн та, çапла майпа çемйине выçă ларасран çăлса хăварчĕ. Майĕпен ура çине те тăчĕ. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ хĕрарăмăн сывлăхĕ пĕтрĕ - пасар экономики, кирек мĕн калăр та, вĕсен черчен хулпуççийĕ çинче пуçланчĕ. Ачисене киле хупа-хупа хăварса Мускава е тата аяккарах кайма тивнине пула вĕсемшĕн куляннипе мĕн чухлĕ куççуль юхрĕ. Çакна хăйсем тÿссе курнисем кăна пĕлеççĕ. Çапла çĕкленчĕç хайхи хăтлă керменсем...
Ял патшалăх пулăшмасăр аталанаймасси паллă. Апла тăк пĕтĕм хăюлăхне пухса çавăрăнкалама тăрăшакансене вăрçиччен патшалăхăн ытларах тĕревлемелле мар-ши яла? Ялхуçалăх пĕтĕм тĕнчипех дотациллĕ отрасль шутланать. Америка фермерĕсем те çапла кăна ăнăçтараççĕ. Польша пахчаçисем те ирнĕ кĕркунне Раççей енне хăяккăн пăха-пăхах хăйсен ертÿçисенчен пулăшу тилмĕрсе ыйтрĕç. Пирĕн те çĕр ĕçченĕпе, выльăх усраканпа тимлĕрех пуласчĕ. Сĕт пуçтаракансем-и? Вĕсене ятлама епле хăйăн? Епле пулсан та хĕвелтен маларах тăрса ĕçе пикенеççĕ вĕт-ха. Вĕсен гайкисене те пăрсах лартсан халăх сĕтпе каллех сыснана кăна тăрантарас хăрушлăх пур /ĕнине те, сыснине те усракан та сахаллансах пырать-ха.../. Паллах, ку енĕпе те йĕрке пулмаллах. Анчах сĕт пуçтаракансен ĕçне кăна мар, тирпейлекен промышленноçрине те, суту-илÿрине те тишкерсен аван пулмалла - хăш сыпăкра çĕпре çинчи пек хăпарать хак? Мĕншĕн халăхран 13-15 тенкĕпе пуçтарса сентре çине тепĕр чух 45 тенке çитсе тухса выртать? Манăн шухăшпа, кунта пĕрне ырласа теприне хурлама çук. Выльăх усракана предприниматель кĕсйинчен кăна пулăшма тăрăшни çапах та тĕрĕсех пек туйăнмасть.