Комментари хушас

24 Утă, 2015

Килекен те пур çак тĕнчене, каякан та...

Çут тĕнчене килетпĕр те
каятпăр...
Асрах пĕр вăхăт тытĕç
тăвансем.
Шуса иртет те темиçе
çулталăк
Тĕксĕмленсе çухалĕç
сăнарсем...

Пĕччен килсе пĕччен каять çак тĕнчерен çын... Чун кĕлеткепе сывпуллашнă самантра, ах, чи çывăх çынсене мĕнешкел юнашар пултарас килет! Тăвăлса-тăвăлса, хĕсĕнсе-хĕсĕнсе килет те, ак тĕлĕнтермĕш! çывăх тăван е мăшăр куçран пăхсан, алăран сĕртĕнсен темĕнле çăмăлланса кайнă пек пулать. Çук, чун ирĕке тухса кайнипе мар, лăпланнипе, тен, хĕпĕртенипе те? Ара, эсĕ хальлĕхе пĕччен мар, тăванусен хушшинчех, чĕрĕ çынсен çумĕнчех. Явап тытмалли вăхăт та халех, çак самантрах, мар-ха... Пушшех те тутана чĕрĕлĕх кĕртекен шĕвек - шыв - перĕнет те чăнласах лайăх пулса каять... "Чун кĕрсех кайрĕ", - тет кун пек чухне чăваш. Çав юлашки сывлăш тухма тапраннă самантра чун тени кĕлеткен хăш пайне тарать-ши? Кăкăрта марах вăл ун чухне /темшĕн чун кăкăрта вырнаçнă пек туйăнать - йывăр самантра шăпах çавăнта тем хĕсĕнсе ларать-çке.../ Шыва ахальтен мар пурнăçпа танлаштараççĕ. Этем аптраса ÿксен те хăвăртрах шыв пама хушаççĕ. Аптранă хыççăн тăна кĕрсен те çын нимĕн те мар, чи малтан шыв ыйтать... Çапла тумламăн-тумламăн каялла - кĕлеткене - сăрхăнать пурнăç, чун хăйĕн вырăнне вырнаçать. Тинех лăш сывласа яма та юрать...

Пурнăçпа вилĕм чухлĕ калаçтаракан ыйту çук пуль текех. Ăнланмалла марри, эпир халĕ те пĕлсе çитерейменни ытла та нумай унта. Иккĕшĕн хушши ытла та кĕске-çке. Паян кăна пурччĕ этем. Ыранхи кун пирки ĕмĕтленетчĕ, çитес вăхăтри ĕçсене палăртатчĕ. Çаврăнса пăхнă çĕре - çук та... Тахăш самантра ку тĕнчерен яланлăхах уйрăлса ĕлкĕрнĕ. Шăппăн. Никама канăçсăрлантармасăр. Ĕнтĕ пуçланă ĕçĕсем те вĕçленеймен, çурчĕ те, картишĕ те, пахчийĕ те тăлăха юлнă... Тăлăха юлнă çывăх çыннисем темеллеччĕ те пулĕ, анчах юлнисен - малалла. Ыран та хĕвел тухать вĕсемшĕн. Ыран та тĕрлĕ çĕре çитсе вун-вун ыйту татса памалла чĕррисен, вĕсене татах та вун-вун тĕлпулу кĕтет. Çапла майĕпенех манăçать, пирчет чĕрери суран.

Масар çинче кăна шăп... Кунта ĕмĕрлĕх канăç тупнисен кăна ниçта та васкамалла мар. Çил кăна пăсать кунти шăплăха. Тем тулашать, тем çĕтĕлет, улать, нăйкăшать, макăрать. Макăрмасăр - хăшĕ-пĕри ытла та васкать-çке канлĕх шырама, ытла та ирех килсе выртать кунта. Вĕсене, ирех килнисене, ура çине тăратас пек йывăç тураттисемпе те пулин сĕртĕнет вĕр-çĕнĕ палăкĕсенчен çил. Кăлăхах. Унтан каялла çул çук...

Масар çине тăтăшрах та тăтăшрах утать ял халăхĕ. Сукмака курăк витсе те ĕлкĕреймест. Паян кăна пĕрне юлашки çула ăсатнăччĕ, ыран татах халăхра усал хыпар сарăлать. Пĕр кунра икĕ шăтăк та чавма тивет... Чи хăрушши - вăй питти çынсен ячĕсене тăтăшрах çырма тивет палăксем çине. Шăтăк чавакансен хушшинче те çурри - хусах... Авланса та курманскерсем, çемье çавăрас шанăçне те çухатнăскерсем. Тин вĕсен килĕсенче ача сасси илтĕнесси иккĕленÿллĕ. Такамран та сăмах лекет-ха вĕсене çакăншăн - амăшĕнчен, тăванĕ-пĕтенĕнчен, çемьеллĕ юлташĕсенчен. Вилме выртсан кам шыв парĕ? Юлашки аргумент ку... Унран хăрушăраххи нимĕн те çук. Анчах та лару-тăру улшăнмасть... Ватăлсах, катăлсах пырать ял.

Юрать-ха юлашки 1-2 çул хăть хулара урăхларах ÿкерчĕк сăнама пулать. Статистика кăтартăвĕсем те кăштах лăплантараççĕ темелле. Эпир "пăтравлă" тата ытти эпитет çыпăçтарса пĕтернĕ 1990 çулта, калăпăр, 21116 ача çуралнă. Хам та шăп çав çул аслă хĕрĕме кун çути кăтартнă та, халĕ, шуралма пуçланă пуçăмпа, тĕлĕнетĕп - мĕнле хăраман? Çамрăк, айван пулнă çав, нимрен те шикленмен, хамăра шаннă. Тепĕр çулах хĕрарăмсем ăсланнă курăнать - 12363 пепкене кăна кун çути кăтартнă. Ытла та йывăр килчĕç çав 90-мĕшсем... Шăп çав тапхăрта çемье çавăрса ачисене çĕкленĕ арçынсем халĕ пĕрин хыççăн тепри ăсанаççĕ ĕмĕрлĕх шăп çĕре. Хĕрарăм чăтать теççĕ. Ахăрсамана арçынсен чунне ытла та лăскарĕ курăнать. 1990 çулта 13545 çын вилнĕ, 2000-мĕшĕнче - 18640. Çавăнтанпах çĕнĕрен те çĕнĕ кĕлетке йышăнаççĕ чăваш масарĕсем - кашни çул 16-17 пиншер... Телее, çамрăксем хăюланчĕç. Патшалăх курăмлă пулăшу пама пуçлани те сисĕнет-тĕр - 2012 çултанпа Чăваш Енре ача сасси ытларах та ытларах илтĕнме пуçларĕ. Тинех çуралакансен йышĕ вилекеннисенчен ирттерчĕ. Тăваттă е ытларах пепкине кун çути кăтартакан та пур халĕ чăваш хĕрарăмĕсен хушшинче. Малашне те çаплах пытăрччĕ пурнăç йĕрки. Пĕр йывăç кассан çиччĕ лартма каланă чăваш. Хамăр хыççăн йĕр хăварас тесен, йăха тăсас тесен кил-çурта ылтăн-кĕмĕлпе кăна мар, ача-пăча хаваслă сассипе те тултарасчĕ... Пумилккене мар, туя, унтан ача ури тытма йыхравлатăр ял-йыш...

Маргарита ИЛЬИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.