Комментари хушас

18 Пуш, 2017

Матяр мар, маттур пулар

“Эсир хăвăрăн канашлусенче мĕнле чĕлхепе калаçатăр — чăвашлах-и е вырăсла-и?” — кăсăкланчĕ пĕррехинче пĕлĕшĕм. Малтанах нимĕн хуравлама аптрарăм. Ара, наци хаçат-журналĕнче ĕçлекенĕн те пулин тăван чĕлхепе калаçмалли икĕ хут иккĕ тăваттă пулнипе пĕрех аксиома-тăр... Çакна пĕлтерсен те пĕлĕшĕм парăнмарĕ-ха: “Кам пĕлет сире...” — мăкăртатрĕ сăмси айĕнче. Пире тĕлĕксене те чăвашла курма хушни пирки вара шарламарăм та...

Чăвашлăх, тăван чĕлхе — çак сăмахсем пушă вырăн мар пирĕншĕн. Чăвашла та мар, вырăсла та мар хуçкаланакан чĕлхе чуна ыраттарать. Тепĕр чухне шÿтлеме те пăхатăп пĕлĕшĕмсемпе. “Встретиться тăвăпăр та чей пить тăвăпăр...” Кулаççĕ хăйсем. Анчах та тепрехинче ман пата татах “звонить тăваççĕ — встретиться тумашкăн”. Çав хушăрах хулара — вырăс хушшинче — ÿснĕ хĕрĕм, тепĕр чух амăшĕ тунсăха путнине курсан юлташсем патне ШĂНКĂРАВЛАМА сĕнет. Эпĕ унран çак сăмаха ăçтан пĕлнине пĕрремĕш ыйтсан хуравне илтме питех те кăмăллă пулчĕ: “Хăв çапла калаçатăн вĕт...”

Нумай çул каялла лицейра математика вĕрентекенĕ ыйтнăччĕ манран: “Эсир чăвашла йăлтах пĕлетĕр пулĕ?” Чĕлхе чĕрĕ инструмент пулнине, вăл куллен аталанса пынине, çавăнпа та йăлтах пĕлме майĕ çуккине ăнлантараймарăм та, ĕнентереймерĕм те. “Апла пулсассăн эсир хаçатра мĕнле ĕçлетĕр?” — чунтанах тĕлĕнчĕ хайхи.

Мĕншĕн тапратрăм-ха паян çак сăмаха — Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн хускатма хăнăхнăскерне? Халăхра ырă ята тивĕçнĕ, чăнласах пултаруллă сăвăçăн черетлĕ хайлавĕсене номере лартмашкăн тĕв тунăччĕ. Пултарулăхĕ, чăн та, иккĕлентермест — халăхра анлă сарăлнă нумай-нумай юрра композиторсем шăпах унăн сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ. Черетлĕ сăвва вулама пуçласан çапах та пĕр вырăнта такăнтăм. “Вăй илчĕ” пĕлтерĕше хисеплĕ сăвăç “тамалчĕ” ăнлавпа палăртать. Иккĕленсе кайрăм. Чим-ха, тамални пачах тепĕр май, чакса, хавшаса, пĕтсе пынине пĕлтермест-и вара? Е, пĕр паллă журналист калашле, пирĕн ялта кăна çапла калаçаççĕ-ши? Çук иккен, эпĕ тĕрĕсех иккĕленнĕ. Сăвăçпа çыхăнса йăнăша тÿрлетме ыйтрăм. Çавна май чăваш чĕлхи паян пуриншĕн те ăнланмалла пулнишĕн савăнтăм. Аслă Вĕрентекенĕмĕр чĕлхе нормисене янтăласа хăварман тăк паян, тен, Елчĕк чăвашĕпе Чутай харсăрĕ пĕр-пĕрне ăнланман та пулĕччĕç — марисем пек. Халĕ вара, шĕкĕр Турра, анатра е тура пурăннине пăхмасăрах чиперех хутшăнма пултаратпăр. Словарь кăларакансем те ырă сăмаха тивĕç. Ăна пĕрчĕн-пĕрчĕн пухассишĕн, чăваш сăмахĕн ахах-мерченне килес ăру валли упраса хăварассишĕн мĕн чухлĕ ĕçлеççĕ вĕсем! Çын ăс-тăнĕ çавнашкал — кирек мĕн те манăçать. Капла акă словарь пур та — паллă поэтсене кăна мар, хамăра тĕрĕслемешкĕн те меллĕ. Шăпах словарьте хама кирлĕ сăмаха шыранă май куç тĕлне пулнă ăнлавсене асăрхани алла калем тытма хистерĕ те. Мĕнле пуян чĕлхемĕр! Эпир унăн миçемĕш пайĕпе усă куратпăр-ши? Калăпăр, хаçатра “индивидуальный, частный /собственность/” пирки çырмалла тăк мĕнле сăмах суйланă пулăттăр? Йышăнатăп, эпĕ те пĕлмен: çак пĕлтерĕше тÿрремĕн палăртакан сăмах пур иккен пирĕн — супинкке. Диалект мар ку, кивелнисен йышĕнчен те мар — литература сăмахĕ. Супинккелĕх — индивидуализм, супинккеллĕ — личный, супинккеçĕ — собственник... Ун хыççăнах татах хам “палламан” сăмахсене куртăм — супка /период/, суптар /мучить, донимать, лишать рассудка.../ А-а-а, юлашки сăмахĕ пачах та палламанниех мар иккен, “ĕçсе супрĕ”, “супсах кайрĕ” — кусемпе литературăра кăна мар, калаçура та усă куратпăр. Манăçа тухнă тепĕр сăмах та — çак йышрах: супьях. Çак сăмах комплиментпа çыхăнманнине пĕлетĕп ĕнтĕ халĕ. Тирпейсĕр, тăрлавсăр, çапкаланчăк çынна палăртать ку ăнлав.

Вулакана çапах та чăвашла тухса тăракан хаçат-журналпа та, классика шайĕнчи литературăпа та çывăхрах туслашма сĕнес килет. Эпир кулленхи калаçуран кăларса пăрахнă сăмах литературăра — чăп-туллиех. Вĕсене мĕншĕн манăçа кăлармаллине, пĕр-пĕрин патне “звонить туса” е “Интернет урлă общаться тумаллин” сăлтавне кăна ăнланмастăп. Çакна вара лайăх пĕлетĕп: пирĕн, “Чăваш хĕрарăмĕн”, вулаканĕ — чăн чăваш чунĕллĕ, чĕвĕлти чĕкеç чĕлхиллĕ, пин-пин тĕрĕллĕ, пин-пин сăвă-юрăллă. Çакăнпа килĕшсе çырăнать те вăл çултан-çул пирĕн кăларăма. Тавах, вулаканăм! Малашне те çапла пĕр чĕлхе тупса тăван сăмахăмăра упрама тăрăшасчĕ. Ан тив, словарĕ те пултăр. Несĕлĕмĕрсем пире валли сыхласа хăварнă пуянлăх упрантăр унта. Пирĕн вара çав мулпа туллин усă курмашкăн май пултăр. Чăваш чĕлхи — чухăн чĕлхе мар. Сăмахшăн кÿрше çÿремен эпир. Несĕлĕмĕрсем çăлтăрсене те чăвашла ят пама мехел çитернĕ тĕк пирĕн унпа усă курма пĕлесчĕ хăть. Матяр /легкомысленный/ мар, маттур чăваш пулар!

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.