Пуçлăхсен... Пуçлăхран тĕслĕх илмелле
Вулакан каçартăр та, паян сăмахăма пуçлăхсем пирки хускатас килет. /Пирĕн, ахаль çынсен, çав кăна юлать ĕнтĕ.../ Чи малтанах, çынна, паллах шалу калаçтарать — ытла та уйрăлса тăрать вăл пĕрремĕшпе иккĕмĕшсен. Пурнăçĕ вара хаклансах пырать... Калаçмасăр епле чăтăн?
Чăн та, ăшă пукан йышăнакансен хушшинче те тĕрлĕ çын пур. Пĕри çанă тавăрсах вăй хурать, хăй ертсе пыракан предприятие малтан-мала аталану çулĕпе ертсе пырать. Телее, кун пеккисем Чăваш Енре те сахал мар. Хăйсем лайăх ĕçлесе илнипе пĕрлех рабочисен шалăвĕ пирки те пăшăрханаççĕ вĕсем. Вăтамран 30-40-50 пин тенкĕ кăна мар, унран та ытларах кăтартупа танлашакан предприятисем те пур республикăра. Анчах пурте ун пек ĕçре пултараймĕç, пушшех те, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем пăрахса тухса кайсан чирлисене кам сиплĕ, ачасене кам вĕрентĕ? Медиксен, педагогсен шалăвĕ никама та пăшăрхантармасть тени те чăнлăхпа пĕр килмест-ха. Вĕсен ĕç укçине промышленноçри вăтам шая çитерме тĕллев лартни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республикипе вăтам шалу виçĕм çулхинчен 6,9% ытларах ÿссе 22,7 пин тенкĕпе танлашнă. Кăçал ăна 24,3 пинрен ирттерме палăртнă. Çак цифрăсене республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашĕ умĕнче тунă докладĕнче палăртнă — Михаил Игнатьев Министрен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
Вулакана “вăтам шалу” тени те вĕчĕрхентерет-ха. Анчах та мĕн тăвăн? Кашни предприятиех çÿлти пуçлăхсем пырса йĕрке туса параймĕç. Йĕрки вара чăнласах тĕрлĕрен. Калăпăр, пĕр тытăмри расна ушкăнрах шалу — тĕрлĕрен: пĕрисен пысăкрах вăл, теприсен пĕчĕкрех. Сăлтавне çапах та ертÿçĕпе çыхăнтарас килет. Ку енĕпе ĕлĕкхи меслетсем пулăшма пăрахрĕç — малтан укçа-тенкĕ маччаран тенĕ пек çунă тăк халĕ ăна ĕçлесе илме тивет. Паллах, кун пек чухне ертÿçĕн пушшех çаврăнăçуллă пулмалла, паян ун валли сăмахĕ те пур — менеджмент. Ертÿçĕ ăста менеджер пулмасан предприяти аталану çулĕпе пырасси питех те иккĕлентерет.
Тĕслĕх шыраса инçе те каймалла мар. Ял хуçалăхĕ çине тăрса арканнă /е ăна çине тăрса аркатнă/ вăхăтра председательсем хăйсен кĕсйи пирки ытларах хыпкаланчĕç. Çаврăнăçуллăраххисем техника туянса юлса фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕç. Çийĕнчех çĕр уйăрса пама пуçланипе алă-ура чиперех çавăрса ячĕç хайхисем. Çав вăхăтрах колхоз тилхепине пушатмасăр ушкăна та, выльăх-чĕрлĕхе те, техникăна та упраса хăварнă ертÿçĕсем те пулчĕç. Çапла, вĕсене шутласа тухма алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Чи кирли, вĕсем паян та ăнăçтарса пыраççĕ. Чи йывăр, чи кăткăс тытăмра — ял хуçалăхĕнче — аталану çулĕпе утаççĕ. Вĕсенчен пĕринче, Элĕк районĕнче вырнаçнине, ĕçпе пулкалама лекет те, ертÿçĕ кашнинчех шалт тĕлĕнтерсе ăсатать. Малтанах ĕç алли çитменнине каланăччĕ вăл, кунне 1 пин тенкĕ тÿлет пулсан та... Юлашкинчен вара вара ун патĕнчен аптрасах тухрăм. “Мĕн тăвас манăн укçапа? — терĕ вăл. — Мĕн кирли йăлтах пур. Ачасем ура çине тăнă, хăйсем ĕçлеççĕ, пулăшаççĕ те. Эпĕ хамăн рабочисенчен ытлашши нумай та илместĕп”. Пуçлăхпа пуçлăх та пĕр мар иккен...
Ĕçпе такампа та тĕл пулма, такампа та хутшăнма тивет те — тепĕр пуçлăх яланах вăтанса калаçнине илтме тÿр килетчĕ. Шалăвĕ ытла пысăк-мĕн, коллектив умĕнче аван мар... Чăтаймарăм, аван мар пусан шалăвне мĕншĕн чакарманнине ыйтрăм. Ирĕк памаççĕ иккен. Вăт, вăтана-вăтанах пысăк шалу илме тивет. Анчах вăхăт нумай та иртмерĕ, чи “çÿлтен” — Мускавран — хушу çитрĕ: çĕршывра финанс енчен лару-тăру кăткăсланнипе пуçлăхсен хăйсен шалăвне 10% чакармалла. Çав пуçлăх савăнчĕ тетĕр пулсан — питех те йăнăшатăр...
Мĕншĕн çакăн пирки сăмах пуçартăм-ха паян? Ара, пĕри тăрăшать, тепри ăна ура хума хăтланать. Пĕри ĕçлеме çанă тавăрать, тепри — çапăçма. Ĕçлекен тавра вара яланах тĕрлĕ сăмах-юмах пăтранать. Пĕри суя-элек сарать, тепри кĕвĕçет, виççĕмĕшĕ ырă сунса мухтать. Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртекен пăтăрмахсене хак памашкăн тĕллев тытман паян. Ĕçлемен çын кăна йăнăшмасть теççĕ те... Пăтăрмахсенчен пĕри хула администрацийĕ 2015 çулта унти чиркĕве спонсор пулăшăвĕ парса пулăшнине каялла ыйтнипе çыхăннă. ЧР Патшалăх Канашĕн çÿлерех асăннă сессийĕнче вара депутатсен хушшинче çак ыйтупа пайăррăн кăсăкланакан тупăннă. Михаил Васильевич ыркăмăлăх акцийĕпе çыхăннă пăтăрмаха пушă вырăнта çуратнă тесе палăрнă. Çав укçан пĕр пайне, кирлĕ пулсан, хăйĕн шалăвĕнчен саплаштарма та хирĕç маррине пĕлтернĕ. Çакна Михаил Игнатьев министрсене те каланă. Тĕрлĕ шайри пуçлăхран çавăнпах ыйтас килет — эсир хăвăр тытăмри йывăрлăхсене çапла майпа татса пама пултаратăр-и?