Капкăнран сыхланмалла
«Тĕлĕрсе кайнăччĕ. Смс-çыру килнĕ сасă вăратрĕ. Ыйхăллăскер ăна куçа аран уçса вуларăм. Унта банк карттине блокировка тăвасса систернĕ. Пулăшма шантарнă. Ыйтусемпе асăннă телефонпа шăнкăравламаллине каланă. Икĕ кунтан шалу килмелле-çке, укçасăр епле пурăнăп-ха? Çийĕнчех шăнкăравларăм. Çамрăк пулăшма шантарчĕ. Банк карттин номерĕсĕр пуçне умри-хыçри цифрăсене, паспорт номерĕсене тĕпчерĕ. Мĕн ыйтнине пĕтĕмпех пĕлтертĕм. Калаçу вĕçленсенех шартах вăранса кайрăм. Хам мĕн туса хунине ăнлантăм та хăвăртрах тумланса банкăн çывăхри уйрăмне чупрăм.