Пĕчĕк савăнăçран пысăкки çуралать

4 Нарăс, 2017

Йăлана кĕрсе кайрĕ пулĕ ĕнтĕ — кирек кампа калаçнă чухне те сăмах пурнăç йывăрлăхĕ патне çаврăнса çитетех. Пĕрне укçа-тенкĕ çитмест тулли телейлĕ пулмашкăн, теприне — сывлăх, виççĕмĕшне — ирĕклĕх... Кун пек çынпа калаçнă хыççăн хăвăн та, сисместĕн те, кăмăл пусăрăнать. Тавлашмăп, пурнăç ансат мар. Çапах — вăрçă вăхăтĕнчи те мар... Телее, урăхларах çынсем те пур. Çук, вĕсем те пĕр йывăрлăхсăр пурăнмаççĕ. Тен, паян çиме çăкăрĕ те çук-тăр, пÿртне хутмашкăн вутти те хатĕр мар-тăр /газ пăрăхĕпе сыпăнтарман çуртсем те пур-ха пирĕн ялсенче/, анчах та ун пеккин пурпĕр питĕнчен йăл кулă сÿнмест, кăткăс самантсем çинчен те калаçма кăмăл тумасть вăл. “Пурăнатпăр-ха, — куллине парнелет хăйĕнпе калаçакана. — Аванах...” Çакăн пек калаçу хыççăн вара, каллех хăв та сисместĕн, кăмăл уçăлса каять, йывăрлăхсем манăçа тухаççĕ, тепĕр тесен, вĕсене, кăткăслăхсене, татса памашкăн вăй та кĕрсе каять. Кампа хутшăнмаллине те пĕлмелле çав...

Кăмăл пусăрăннă самантра психологсем мĕнле те пулин çутă пайăрка тупма сĕнеççĕ, пурнăçра пулса иртнĕ ырă самантсене таврăнма вĕрентеççĕ. Шел, çак сĕнĕве манăçа кăларатпăр эпир.

Халăх мĕнле пурăннине, унăн шухăш-кăмăлне пĕлмешкĕн троллейбусра ярăнмалла е пасара тухмалла — ывăç çинчи пек курăнать çынсене мĕн канăçсăрлантарни. Ытларах влаçа лекет — халăха пулăшманшăн, çынсем çинчен маннăшăн. “Кухньăри политиксенчен” ирĕксĕрех ыйтас килет — юлашки хут хаçат хăçан вуланă-ши? Телевизорпа сериалсемпе футбол-хоккейсăр пуçне тата мĕн пăхаççĕ-ши? Çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн паян патшалăх шайĕнче темĕн тĕрлĕ программа йышăнаççĕ. Çак информацие пĕлес текенни — пĕлет, пĕлет те — усă курать. Çăмăллăхсемпе усă куракансен йышĕ, телее, сахал мар. Пирĕн вулакансен хушшинче те ун пеккисем нумаййи, паллах, кăмăлăмăра çĕклет. Çакăн пирки çырусенче те, районсене тухса çÿренĕ чухне те пĕлтереççĕ вĕсем. Апла тăк, эпир те пушăлла халтăртатса лармастпăр ĕç вырăнĕсенче — вулакана кирлĕ информаципе тивĕçтеретпĕр.

Усăллă информаци шыраса Чăваш Республикин официаллă сайтне тишкеретĕп. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть ЧР Патшалăх Канашне янă Çырупа тепĕр хут паллашатăп — унăн сыпăкне хамăр хаçатра та пичетленĕччĕ-ха. Нивушлĕ ахаль çыншăн кăсăкли нимĕн те çук унта? Куç умне тÿрех кивĕ çуртсем пирки калани пулчĕ. Михаил Васильевич кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă программăн тăваттăмĕш тапхăрне вĕçлемеллине палăртать. Тÿрех çак программăпа килĕшÿллĕн Элĕк салинче çĕкленнĕ юмахри пек капмар çуртсем аса килчĕç. Çав керменсенчи хваттерсене çынсене тÿлевсĕрех параççĕ-çке. Çакă япăх-ши вара? Патшалăх пулăшăвĕсĕр хăтлă çав кĕтессене кашниех туянма пултарĕччĕ-ши? Иккĕлентерет.

Акă Çырăвăн тепĕр сыпăкĕ. Шкул çулĕчченхи заведенисем пирки пырать унта сăмах. Кăçал пĕрремĕш çурçулта Шупашкарта тăватă ача сачĕ хута каймалла. 2020 çулччен вара пурĕ 11 ача садне çĕклеме тата юсаса çĕнетме палăртнă — унта 2 пин шăпăрлана йышăнĕç. Кам мĕнле те, пепкесен амăшĕсем çак хыпара хапăлласах йышăнассăн туйăнать.

Вĕрентекенсем пирки те манман. 2025 çул тĕлне ял-хулара 33 шкул çĕклемелле е юсаса çĕнетмелле. Пахалăх пирки уйрăм каламалла — Чăваш Ен ачисем çулленех çĕршыв шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтереççĕ, шкулĕсем те Раççейри чи лайăххисен шутне лекеççĕ. Ĕçлекене вара хавхалантармалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак рейтинга лекнĕ шкулсем 1 миллион тенке тивĕçесси пирки указа алă пуснă. Олимпиада çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ 48 педагог хăйсен хавхалантару премийĕпе усă курма ĕлкĕрнĕ те пулĕ — 250 пин тенкĕпе танлашнă вăл. Призерсене хатĕрлекенсене вара 150 пин тенкĕ уйăрнă.

Ырă пур саманта та тепĕр хут асăнма тĕллев лартман. Пурнăçăн кирек хăш тытăмĕнче те лайăх улшăну асăрхама пулатех: промышленноçра та /сăмах май, çак кунсенче республикăра пулса курнă Раççей министрĕ Чăваш Ене рекордсменпах танлаштарнăччĕ/, ял хуçалăхĕнче те, медицинăра та, спортра та, культурăра та. Ялсенче çĕнĕ клубсем çĕклес ĕçе малалла тăсма палăртниех мĕн тери аван-çке. Чи кирли, камăн мĕн курас килет — çавна курать. Ырри ырринех шырать, усалли пирки вара калаçас та килмест.

...Лайăххине асăрхама пĕлмелле тенĕрен. Çак кунсенче чирлĕ çынсемпе тăтăшах хутшăнмалла пулчĕ. Танлаштарура питĕ лайăх курăнать теççĕ. Чăнласах хăй темĕн те чăтса ирттернĕ çын кăна пурнăçа хаклама пĕлет-тĕр: хĕвел кашни кун тухнишĕн, алă-ура сывă, апла утса кăна мар, чупса çÿреме те, ăçта каяс килнĕ çавăнта çитме май пурришĕн савăнать вăл, тăван-пĕтене, тус-юлташа тав тăвать — вĕсем çак çĕр çинче пурришĕн. Вак-тĕвекшĕн те хĕпĕртеме вĕренсен кăна пысăк савăнăçа хаклама хăнăхăпăр эпир.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.