Сăмах парăр-ха

13 Чÿк, 2017

Апата лариччен шыв ĕçмелле

«Упăшка Мускава ĕçе вырнаçнăччĕ. Сахăр диабечĕпе аптăраканскер инсулина килте манса хăварнă. Кунта та сывă пурнăç йĕркине пăхăнман та унта пушшех сывлăхĕ çине алă сулнă ĕнтĕ вăл. Çавна май ĕç вырăнĕнчех аптăраса ÿкнĕскерне «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна леçнĕ. Мăшăрăм тăван тăрăха сывă таврăнасси иккĕленÿллĕччĕ. Юрать шурă халатлисем ăна вилĕм аллинчен турса илме хал çитернĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем ашшĕ таврăннăшăн сиксех хĕпĕртерĕç», — каласа кăтартать пĕлĕшĕм.

3 Чÿк, 2017

Физика лирикăран кая мар илĕрттĕр

Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăрт улшăнса-аталанса пырать. Ун хыççăн ĕлкĕрсе пыма та хĕн. Хальхи самана — кибернетика аталанăвĕн тапхăрĕ — хушăран анратсах ярать: фантастика шайĕнчи çитĕнÿ сахал-и! Малта пыракан технологисем — кашни хутлăхра. Хальччен этем алă вĕççĕн тунă ĕçсене мучисемпе кинемисем те ăслă техника вăйĕпе пурнăçлама хăнăхса пыраççĕ.

23 Юпа, 2017

Ырăлăх налукĕ

Хам та хаçатра ĕçлетĕп пулин те — апла тăк, вулакана çĕнĕ хыпарсене пĕлтерсех тăратпăр — МИХ ытти хатĕрĕпе кăсăклансах паллашатăп. Кашни çĕнĕлĕхе тÿрех пĕлсе çитме май çук, пушшех те — федераци шайĕнчи саккунсене. Малтан вĕсене Мускаври МИХсем пĕлтереççĕ, эпир вара хамăрăн вулакан патне çитеретпĕр. Ирхине кофе е чей ĕçнĕ май центрти телеканалсене пăхасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Шăпах вĕсен хыпарĕсемпе паллашнă май пуçра шухăш тĕвĕленчĕ: ара, ырăлăх налукĕ пулмасть-и вара ку? Ман шухăш тележурналистка патне туххăмрах “çитрĕ” курăнать.

9 Юпа, 2017

Аслисен витĕмĕ

Ашшĕ-амăшĕ тата ачисем... Ĕмĕрсен улшăнăвне пăхăнман ыйту кирек хăш саманара та — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Капашлăскер вун-вун вакрах ыйтăва пĕрлештерет. Нумай-нумай ăсчах — психологсем, педагогсем, медицина хутлăхĕнчи экспертсем — вĕсен уççи-хуппине шыраççĕ, наука тĕпчевĕсем ирттереççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.

4 Авăн, 2017

Тĕпсĕр хутаç...

«Ыйтакан нумай, паракан сахал» тенĕ халăхра. Алă тăсса пулăшу кĕтекен, чăн та, йышлă. Хула урамĕсенче час-часах курма пулать вĕсене. Чиркÿ умĕнче те тĕмсĕлсех укçа ыйтакана тĕл пулатăн. Сусăр е ваттисем кăна мар, вăй питтисем те Турра кĕлĕ тума килекенсем ырă пулса алла кĕмĕл хурасса шанаççĕ.

Çул урлă çĕр айĕнчен каçмалли вырăн та — ыйтакансен юратнă лапамĕ. Кунашкал çĕре çывхарнă май вак укçа тÿрех хатĕрлеме юрать. /Енчĕке кайран «тустармалла» ан пултăр/.

Pages