Комментари хушас

«Ыйтакан нумай, паракан сахал» тенĕ халăхра. Алă тăсса пулăшу кĕтекен, чăн та, йышлă. Хула урамĕсенче час-часах курма пулать вĕсене. Чиркÿ умĕнче те тĕмсĕлсех укçа ыйтакана тĕл пулатăн. Сусăр е ваттисем кăна мар, вăй питтисем те Турра кĕлĕ тума килекенсем ырă пулса алла кĕмĕл хурасса шанаççĕ.

Çул урлă çĕр айĕнчен каçмалли вырăн та — ыйтакансен юратнă лапамĕ. Кунашкал çĕре çывхарнă май вак укçа тÿрех хатĕрлеме юрать. /Енчĕке кайран «тустармалла» ан пултăр/.

Çак пулăма хăнăхрăмăр темелли-ши? Юлашки вăхăтра вара чирлĕ ача сăнне вырнаçтарнă курупкасемлĕ çамрăксем йышланса пыраççĕ. Машăна е Дашăна, Петĕрпе Сантăра пулăшу кирлине систереççĕ. Хут укçа тупăнмасан ваккине те пулин ывăтма хистеççĕ. Именчĕклĕхпе сăпайлăх çинчен манса çула та пÿлеççĕ «ыр кăмăллăх» фончĕсен волонтерĕсем.

Асанне-кукамай «Ыйткалакана пулăшсан сăвап пулать» тесе вĕрентнине асра тытса, чăн та, чирлĕ ачана сиплеме кирлĕ нухрата пухма пулăшакан сахал мар. Чирлĕскерне сыватма кăштах та пулин хутшăннăшăн хĕпĕртеççĕ-тĕр тата. Анчах çак пулăшу кирлĕ вырăнах çитĕ-ши? Çынсен ырă кăмăлĕпе усă курса нухрат пухас ĕмĕтлисен кĕсйине каймĕ-и? Иккĕленÿллĕ...

Ахальтен мар çак ыйтăва ыр кăмăллăх акцийĕсене пĕтĕм йĕркене пăхăнса ирттерекенсем те час-часах хускатаççĕ. Тĕрлĕ организаци представителĕсем çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Общество палатинче ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ май черетлĕ хутчен çакăн пирки сăмах хускатнă. Вĕсем ыр кăмăллăх акцийĕсен «ещĕкĕсене» саккун шайĕнче чармалли пирки калаçнă. Ларăва та шăпах ултавлă волонтерсен ĕç-хĕлне сÿтсе явма пухăннă.

«Пурте пĕрле ултавçăсене хирĕç» проект координаторĕ Мила Гаранина палăртнă тăрăх, урам тăрăх курупкапа укçа пухни тĕллевсĕр те, витĕмсĕр те, йăнăш та.

Яваплăха туйса ĕçлекен ыр кăмăллăх организацийĕсем укçа-тенке ятарлă счетсем çине куçарма сĕнеççĕ. Кун пек пĕтĕмпех уçăмлă. Паллах, ятарлă ещĕксемпе те усă курма юрать. Анчах вĕсене пломба лартса хупмалла, ятарлă организацисен представителĕсемпе пĕрле кăна уçмалла. Пурлăхпа тĕллевлĕ — йывăрлăха лекнисене пулăшма — усă курмалла.

Ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче тĕлĕнмелле тĕслĕхсем илсе кăтартнă. Белгородри «Телейлĕ пурнăç» фонд, сăмахран, пухнă 86 миллионран 920 пин тенкĕпе çеç тĕллевлĕ усă курнă. Сăмах Чăваш Ене те пырса тивнĕ: «Телейлĕ ачасем» фонд уйăхсерен 11-шер миллион тенкĕ пухнă пулин те темиçе теçетке пинсемлĕ тăкаксем çинчен çеç калаçнă. «Вăйлă ачасем» фонд тавра та усал калаçу пырать. Чăваш Енре регистрациленнĕскерĕн тĕрлĕ регионта филиалсем пур.

«Ыйткалакан хутаçне тултараймăн» тесе çакнашкаллисем çинченех каланăн туйăнать. «Ыйтма çылăх мар, ыйтмасăр илме çылăх» тенине те ултавçăсем пиркиех сăмахланă-тăр... Малалла вулас...

 

Татьяна НАУМОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.