Сăмах парăр-ха

24 Раштав, 2018

Пирĕн елка питĕ капăр...

Тавралăха уяв сĕмĕ çапрĕ. Йăлтăр-ялтăр çутăллă теттесемпе эрешсем Çĕнĕ çул çывхарнине аса илтереççĕ. Раççейре чăрăш капăрлатас йăлана I Петĕр пуçарнă. Çĕнĕ 1700 çула кăрлачăн 1-мĕшĕнче паллă тумашкăн хушнă вăл. Ун чухнех урама, хапхана лăсăллă йывăçсен турачĕсемпе илемлетме каланă. Çапах çак йăла-йĕркене халăх хапăл туман.

10 Раштав, 2018

Нарспи пек ĕçчен те тимĕр пек çирĕп

Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ К.Иванов 1907 çул вĕçĕнче хайланă «Нарспи» поэма пирки литературăна юратакансем ахальтен мар «вилĕмсĕр» теççĕ. Ара, кунсем мар, ĕмĕрсем шуса иртеççĕ, Нарспипе Сетнер таса юратăвĕ халĕ те чунсене те, ăс-пуçа та канăç памасть, калаçтарать, тавлаштарать… 16 чĕлхепе ахальтен куçарман çав ĕнтĕ ăна.

3 Раштав, 2018

Сулăнкăра…

Нумаях пулмасть кăна-ха хĕрсем каччăшăн çÿçрен- пуçран тытса çапăçни ытла та тискеррĕн курăнатчĕ. Паян кунашкаллинчен тĕлĕнме пăрахрăмăр. Тавлашу, тепĕр тесен, «чаплă» каччăшăн кăна çуралмасть. Халĕ этемлĕхĕн черчен пайĕ эрех черккишĕн те «вăрçă» пуçарма именмест…
Чăн та, куç умĕнчех мĕн тери улшăнать пурнăç. Хĕр-хĕрарăм, черчен те ачаш теме хăнăхнăскер, ытла та хăвăрт хаярланса пырать. Çакна психологсем те палăртаççĕ. Чан çапаççĕ тесен те йăнăш мар: геометри прогрессийĕпе усалланать иккен этемлĕхĕн черчен пайĕ!

19 Чÿк, 2018

Çуралма та... сывлăх кирлĕ

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ — Вăхăтсăр çуралнă ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Календарьте çакнашкал кун та пурри хăшне-пĕрне тĕлĕнтерĕ-и тен? Чылай çĕршывра ыр кăмăллăх акцийĕсемпе асра юлаканскер пур çĕрте те пĕр тĕллевпе — ача тăхăр уйăхран маларах çурални хăрушлăх патне çитерме пултарнине асăрхаттарассишĕн — иртет.

15 Юпа, 2018

Хваттере хуçипе пĕрлех… сутаççĕ

— Хваттер туянас кăмăл пур… Пушшех те, йÿннине тупрăмăр… — пĕлĕшĕм, хĕрĕм Мускавра пурăннине кура, ахăртнех, канашласа пăхма шухăшланă. Финанс лару-тăрăвĕ лăпкă маррине шута илсе, пĕлсе пĕтер, ыран тем сиксе тухать, нумайăшĕ кĕсьере нухрат пухăнсан куçман пурлăха куçарма ăнтăлнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Пушшех те, доллар пирки тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Ара, АПШ тĕнчипех сарăлнă валютин çулне Раççейре хупасси пирки калаçкалаççĕ вĕт. Санкци ахрăмĕ те пулма пултарать çакă. Пĕлĕшĕмсем те çавăнпах тапраннă ахăр.

Pages