- Чăвашла верси
- Русская версия
Пирĕн елка питĕ капăр...
Тавралăха уяв сĕмĕ çапрĕ. Йăлтăр-ялтăр çутăллă теттесемпе эрешсем Çĕнĕ çул çывхарнине аса илтереççĕ. Раççейре чăрăш капăрлатас йăлана I Петĕр пуçарнă. Çĕнĕ 1700 çула кăрлачăн 1-мĕшĕнче паллă тумашкăн хушнă вăл. Ун чухнех урама, хапхана лăсăллă йывăçсен турачĕсемпе илемлетме каланă. Çапах çак йăла-йĕркене халăх хапăл туман.
1818 çулта Александра Федоровна княгиня килти пÿлĕмсене канфетпа, улма-çырлапа илемлетнĕ чăрăшсем лартма хушнă. Мăшăрне I Николая патшана çирĕплетсен ыттисем те унран тĕслĕх илнĕ. 1840 çултанпа вара Мускавра тата Петербургра чăрăш пасарĕсем йĕр-келеме пуçланă.
Совет тапхăрĕнче тĕнпе тата Раштавпа çыхăннă елкăран хăтăлма хăтланнă. Анчах 1935 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче «Правда» хаçатра «Атьăр, Çĕнĕ çулта ачасене капăр чăрăш тавра пуçтарар» ятпа статья пичетленнĕ. Çак пуçарăва Сталин ырланине кура чăрăш Çĕнĕ çул паллине çаврăннă, лавккасенче елка теттисене сутма тытăннă.
Халĕ килти лăсăллă йывăç туратти уяв кăмăлĕпе, Хĕл Мучипе, парнесемпе çыхăннине никам та хирĕçлеймĕ. Çав вăхăтрах Раштав тĕлне тĕн çыннисем чиркĕве чăрăш тураттисемпе илемлетесси йăлара.
Патшалăх пушар сăнавĕн инспекторĕсем Çĕнĕ çул уявĕ вăхăтĕнче халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тĕрĕслеççĕ. Чиркÿри лару-тăрăва та куçран вĕçертмеççĕ вĕсем. Раштав кĕллине тĕне ĕненекенсем нумайăн пынине шута илсе Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управ-ленийĕн ĕçченĕсем, тĕслĕхрен, Шупашкар районĕнчи пачăшкăсемпе тĕл пулса калаçнă, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хускатнă. МЧС ĕçченĕсем кĕлĕ ирттермелли вырăнта пушар сÿнтермелли хатĕр пулмалли çине пусăм тунă. Çавнашкалах пачăшкăсене кĕлле килнĕ халăхпа, уйрăмах аслă ăру çыннисемпе, хăрушсăрлăх тавра калаçу йĕркелеме ыйтнă. Пушарнăйсем чиркÿри эвакуаци çулĕ пуррине, пушар сÿнтермелли хатĕр ĕçленине, çунакан шĕвеке, тĕслĕхрен, лампада çăвне, мĕнле условисенче упранине те тишкернĕ.
Мăн çынсене те, ачасене те хăрушсăрлăх йĕркипе паллаштарасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакă, паллах, инкек сиксе тухасран сыхлĕ.
Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче çынсем çурт картишĕнчех салют вĕçтереççĕ. Тÿпери тĕрлĕ тĕслĕ çутă, паллах, ытла та капăр курăнать. Анчах çакă хăрушă пулнине чылайăшĕ шута илмест. Ку хитрелĕх çулăмпа çыхăннă-çке. Батарейăри пиротехника зарячĕ чÿречене çĕмĕрсе пÿлĕме вĕçсе кĕме е чарăннă машина çине ÿкме пултарать. Апла тăк ăçта кирлĕ унта фейерверк пеме юрамасть. Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн Шупашкар хула влаçĕ çакăн валли ятарлă вырăнсем уйăрнă. Çавна май 55 лапамра — скверти тата паркри уçă вырăнсенче, стадионра, çын çÿремен тĕлте — пиротехникăпа усă курма ирĕк панă. Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕ фейерверк пеме уйăрнă ятарлă вырăнсемпе малтанах кăсăкланма сĕнет. Малалла вулас...
Комментари хушас