Сулăнкăра…

Нумаях пулмасть кăна-ха хĕрсем каччăшăн çÿçрен- пуçран тытса çапăçни ытла та тискеррĕн курăнатчĕ. Паян кунашкаллинчен тĕлĕнме пăрахрăмăр. Тавлашу, тепĕр тесен, «чаплă» каччăшăн кăна çуралмасть. Халĕ этемлĕхĕн черчен пайĕ эрех черккишĕн те «вăрçă» пуçарма именмест…
Чăн та, куç умĕнчех мĕн тери улшăнать пурнăç. Хĕр-хĕрарăм, черчен те ачаш теме хăнăхнăскер, ытла та хăвăрт хаярланса пырать. Çакна психологсем те палăртаççĕ. Чан çапаççĕ тесен те йăнăш мар: геометри прогрессийĕпе усалланать иккен этемлĕхĕн черчен пайĕ!
Хĕрарăм усалланнин сăлтавĕсем пурах ахăртнех. Вĕсене çакăншăн тÿрре кăларма кăна сăлтав çук…
Нумаях пулмасть акă РФ СК республикăри управленийĕ Шупашкарта пурăнакан 17 çулти хĕр тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернине пĕлтерчĕ. Ăна ачине вĕлернĕ тесе айăплаççĕ. Çакă паллă: кăçалхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Богдан Хмельницкий урамĕнчи нумай хваттерлĕ пĕр çуртăн çÿп-çап контейнерĕнче тин çуралнă хĕрача виллине тупнă. Çийĕнчех уголовлă ĕç пуçарнă. Следовательсемпе право хуралĕн ытти ĕçченĕсем айăплине те часах тупнă. Çак çуртрах пурăннă «анне» пулма килĕшменскер. Следстви версийĕ тă-рăх, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхине хĕр çуратнă вăл, ăна çÿп-çаппа пĕрле пĕр шелсĕр тухса тăкнă. Пĕчĕкскер сурансене пула çийĕнчех сывлама чарăннă.
Следовательсем кунашкал тата икĕ тĕслĕхе уçăмлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Кăçалхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти çÿп-çап суйламалли комплексра тата çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти культурăпа кану паркĕнче тин çуралнă ачасен виллисене тупнă. Асăннă тĕслĕхсемпе çыхăннă информацие пĕлекенсене следовательсем кун пирки пĕлтерме тимлесех ыйтаççĕ. Кăрлачăн 5-мĕшĕпе çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен хырăмпа пек туйăннă, халĕ пĕчĕк ачасăр хĕрарăмсем çинчен систерни те вырăнлă. Шăнкăравламалли телефонсем: /8352/ 62-01-73, 66-24-88, 66-24-31, 8-965-687-85-78 /РФ СК ЧР СУ/ е 02, 102 /ЧР ШĔМĕ/. Информацие Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 6-мĕш çурт /РФ СК ЧР СУ/ адреспа та пĕлтерме юрать. Ят-шыв вăрттăнлăхра юлĕ.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн сайтĕнчи хыпарсемпе паллашнă май çакна та асăрхарăм: юлашки тапхăрта полици ĕçченĕсене шар кăтартаканĕсем те — хĕрсем! Пĕри е тепри тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнине, айăплав çирĕплетнине пĕлтернĕ унта. «Ай, паттюшки, ой-ой-ой», — аса килеççĕ такмак йĕркисем. Этемлĕхĕн черчен пайĕ арçынна хирĕç кăна мар, право хуралĕн ĕçченне хирĕç тăма та вăй-хал тупать-çке!
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 44 çулти хĕрарăм акă полици ĕçченĕ ун тĕлĕшпе йĕркене пăсни çинчен протокол çырнипе кăмăлсăрланнă, хута лÿчĕркеме хăтланнă, пакунлине çурăмĕнчен çыртса илнĕ.
Шупашкарта пурăнакан икĕ хĕре те /26 тата 30 çулта/ право хуралĕн ĕçченĕсем тивĕçне пурнăçлани килĕшмен. Йĕрке пирки аса илтерсе асăрхаттарнине «шута илес» вырăнне пĕрне пуçĕнчен çапнă хайхисем. Служба машинине вырнаçтарсан хĕрсем çак полици ĕçченнех пит-куçне чăрмаласа пĕтернĕ, аслăраххи ăна уринчен те çыртнă. Вăлах вырăна илсе çитерсен полици тепĕр ĕçченне хĕнеме хăтланнă.
Шупашкарта пурăнакан 37 çулти хĕрарăм вара пакунлă виçĕ арçынна хирĕç тăма пултарнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.