Нарспи пек ĕçчен те тимĕр пек çирĕп

Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ К.Иванов 1907 çул вĕçĕнче хайланă «Нарспи» поэма пирки литературăна юратакансем ахальтен мар «вилĕмсĕр» теççĕ. Ара, кунсем мар, ĕмĕрсем шуса иртеççĕ, Нарспипе Сетнер таса юратăвĕ халĕ те чунсене те, ăс-пуçа та канăç памасть, калаçтарать, тавлаштарать… 16 чĕлхепе ахальтен куçарман çав ĕнтĕ ăна.
Çак кунсенче редакци пÿлĕмне тирпейлĕ тумланнă, хăйне стайлă тыткалакан, çÿллĕ арçын кĕрсе тăчĕ. Хăйĕнпе паллаштарма васкамарĕ-ха. Çапах та калаçу пĕр-пĕрне тахçанах палланă-пĕлнĕ пек сыпăнчĕ. Ара, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа кăсăкланать те, эпир вара хамăрăн кăларăм çинчен сехечĕ-сехечĕпех калаçма хатĕр…
Сисмесĕрех хаçат çинчен арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсем çине куçрĕ сăмах. Арçын кирек мĕнле лару-тăрура та амăшĕн тĕслĕхне илсе кăтартни питех те кăмăла кайрĕ. Малта-нах хайхискер амăшĕ-кукамăшĕпе кăна ÿснĕ- тĕр текен шухăш çуралчĕ. Çук иккен, ашшĕ те, пиччĕшĕсем те пулнă. Анчах та арçын ача кирек ăçта та амăшĕпе çÿренĕ: кăмпана та, вутта та… Паянхи арçынсем çинчен сăмах хускалсан çавăнпах хĕрарăмсене ÿпкелесе илме те пăхрĕ вăл: «Яваплăха хăвăр çине илсе арçынсене хăвăрах иртĕхтеретĕр. Вăт манăн анне аттене хисеплеме пĕлетчĕ…» Шухăшне «Нарспи» тĕслĕхĕпе малалла тăсрĕ вăл. «Акă Нарспие пурте е мухтаççĕ: юратăвĕшĕн кĕрешнĕшĕн, е хурлаççĕ: упăшкине вĕлернĕшĕн. Ун чухне поэмăна çынсем пĕрле пухăнса сÿтсе яватчĕç — пурте вулама та пĕлмен вĕт. Анне Тăхтамана шеллесе çапла каларĕ: «Мĕн тесе çап-çамрăк хĕре качча илнĕ-ши вăл? Вăт тепĕр темиçе çултанах упăшкине, пĕтĕм вăйран пурнăç тума тапаланаканскерне, хаклама вĕренсе çитетчĕ-ха та ĕнтĕ вăл…» Анне каланине урăх никамран та илтмен».
Шухăша ячĕç çак сăмахсем. Тĕрĕссипе, «Качча тухма шухăш тытсан малтан сарă кăткă тĕмми çине ларса пăхмалла», — тесе аннем те калатчĕ-ха. Чăтаятăн — çемье çавăрма пултаратăн, çук тăк — васкамалла мар. Куна ытарлă каланă-ха ĕнтĕ чăваш. Ют çынпа, хăть те мĕнле юратсан та, пĕрле пурăнма çăмăл мар. Ахальтен-и, «качча кайиччен — качча каяс, качча кайсан — анне каяс» тесе тăрăхлать чăваш мăшăрĕпе пĕр чĕлхе тупайман çамрăк арăмран. Каччăпа хĕр тĕрлĕ çемьере расна воспитани илсе ÿснĕ, пурнăç хаклăхĕсем те пĕр пек мар. Пĕр минтер çине пуç хунипех улшăнмасть лару-тăру. Çемье çавăрнинчен ытла ăна упрама вăй та, чăтăм та, ăс та сахал мар кирлĕ.
Нарспире илсе кăтартнă тĕслĕх кăтартуллă пулман чăвашшăн. Маларах, пачах тепĕр май, арçын ачасене иртерех авлантарма, хĕрсене килте тытма тăрăшнă — ĕç алли никамшăн та ытлашши пулман. /Тăхтаман çав таранччен мĕншĕн авланман-ши?/ Çавăнпа арăмсем урамра ытти ачапа вылякан упăшкисене киле тыта-тыта кĕнине те каласа кăтартатчĕç аслă çултисем. Халĕ çак кулăшла та пек. Анчах та хайхи арçыннăн амăшĕн сăмахĕнче тĕрĕсси çук мар. Епле пулсан та, çемьешĕн, ачисемшĕн хĕрарăм яваплăрах. Кил ăшшин управçи шухăшлама пĕлекенскер пулсан чăнласах çирĕп çемье çуралать. Темĕнле те чееленме тивет-çке хĕрарăмăн: курнине курмăш тумалла, чĕнес килнĕ чух çăвара çăка патак хыпмалла…
Шел те, пурнăç укçа çинче никĕсленме пуçланине кура амăшĕн ачисемпе хутшăнма та вăхăт юлмасть халĕ. Тĕрĕссипе, паян нумайăшĕ арçын вырăнне инçе çĕре те çÿреме пуçларĕ. Тĕп вырăнта — ачасене хăть тутă ÿстересси, вĕрентсе кăларасси. Сахал кирлĕ-и нухрат? Воспитани пама мар, пепкисене нумай чухне курмасть те паян хĕрарăм. Тепĕр инкек — анăç шухăшлавĕ. Телевизорпа пур канала шачлаттарса пусса ларакан ача, тĕрлĕ гаджет урлă интернет уçлăхĕнче çÿрекенскер, ют ÿкерчĕксене пĕр шухăшсăр çăтать. Çакă ăна тĕрĕс пек туйăнать. Çавăнпа ÿссе çитсен хăйне амăшĕ пек мар, пач урăхла тыткалакан хĕр пĕрчинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Унăн шухăшĕпе, çывăх çынни тахçанах пурнăç урапинчен ÿксе юлнă, çавăнпах нимĕн те ăнланмасть…
Пасар экономики ырă витĕм кÿмерĕ çемьене. Ним тума аптранă арçын черкке енне сулăннине ниепле те йышăнмасть хĕрарăм чунĕ. Ачисене туртмалла унăн, мăшăрне сĕтĕрмелле… Тен, пĕччен çăмăлрах? Çак шухăш хăçан та пулин пырса кĕретех унăн пуçне.
Çемье арканнин сăлтавĕсене психологсем тахçанах палăртнă. Нумай чухне йăла ыйтăвĕсене татса парайманни çакăн патне илсе çитерет. Хваттер туянма укçа çук. Тин çуралнă пепке те каçсерен йĕрмĕшсе тарăхтарать. Хĕр чухне илĕртÿллĕ курăнакан савни, халĕ халат тăхăнса янăскер, пĕрре те чипер пек туйăнмасть. Авланнă чух куç ăçта пулнă-ши? Статистика палăртнă тăрăх, нумай чухне малтанхи икĕ çул хушшинчех арканать çемье. Ытларах питĕ çамрăкла пĕрлешнисем чăтаймаççĕ малтанхи йывăрлăхсене. Уйрăлакансен 16% танлашать ку.
Çапах та юлашки çулсенче çамрăксем çемье çавăрма васкаманни сисĕнет. Малтан вĕренсе тухмалла, ура çине тăмалла, унтан туйăмсене тĕрĕслемелле… Тĕрĕссипе, ку та анăç тĕслĕхĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Маргарита ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.