Çуралма та... сывлăх кирлĕ

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ — Вăхăтсăр çуралнă ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Календарьте çакнашкал кун та пурри хăшне-пĕрне тĕлĕнтерĕ-и тен? Чылай çĕршывра ыр кăмăллăх акцийĕсемпе асра юлаканскер пур çĕрте те пĕр тĕллевпе — ача тăхăр уйăхран маларах çурални хăрушлăх патне çитерме пултарнине асăрхаттарассишĕн — иртет.
Хальхи медицинăра амăшĕн варĕнчен хăçан уйрăлнă ачана çут тĕнчене вăхăтра килнĕ тесе йышăнаççĕ-ха? Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп неонатологĕ Татьяна Полякова çирĕплетнĕ тăрăх, çавнашкаллисен шутне 37 эрнере кун çути курнисем кĕреççĕ. Çут тĕнчене унччен маларах килнисен йышĕнче питĕ пĕчĕк тата экстремаллă пĕчĕк виçепе çуралнисене палăртаççĕ. Планета çинчен çуллен 15 миллион пепке амăшĕн варĕнчен вăхăтран маларах тухать. Вĕсенчен 1 миллиона яхăн ывăл-хĕр çуралсанах вилет. Чăваш Енре çуралакан пепкесенчен вăтамран 5 проценчĕ 37-40 эрнерен иртерех кун çути курать. Çуллен — 1 пине яхăн ача. Шупашкарти Президент перинаталь центрĕн тĕп тухтăрĕ Ольга Рябухина палăртнă тăрăх, кунашкаллисен сывлăхĕ сисчĕвлентерет. Чылайăшĕн нерв, сывлав тытăмĕсем, терморегуляци йĕркеленсе çитменни палăрать. Çавна пула вăхăтсăр çуралнисене питĕ тимлĕ сăнаса тăрасси — центрăн çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри. Чăн та, хальхи вăхăтри технологисем, тухтăрсемпе медицина мĕн пур персоналĕн квалификацийĕ тивĕçлĕ шайра пулнăран 500 грамран кая мар таякан ачасен пурнăçне сыхласа хăварма май килет. Ольга Владимировна шăпах çакнашкал сăлтавпа ырă çитĕнÿ патне çитме май килнине çирĕплетет: çĕршыв шайĕпе тишкерсен пĕчĕк ÿсĕмри ачасен вилеслĕхĕ тĕлĕшпе пирĕн республика кăтартăвĕсем пысăк мар, Раççейре — чи лайăххисен йышĕнче.
Çÿлерех паллă çак кун чылай çĕршывра тĕрлĕ акци йĕркеленине асăнтăм. Ырă йăла пирĕн республикăра 2014 çултанпа тăсăлать. Президент перинаталь центрĕнче Вăхăтсăр çуралнă пепкесен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн «Ачасем — ачасене» акци иртет. Акă кăçал та, чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче, ырă пуçару йĕркипе килĕшÿллĕн асăннă центра республикăри ача-пăча «Лесная сказка» санаторийĕнчен хăнасем килсе çитнĕ. Унта сывлăха çирĕплетекен арçын ачасемпе хĕрачасем вăхăтсăр çуралнă пепкесем валли хăйсен аллипе ăшă калпаксем, чăлха-нуски çыхса килнĕ. Курăмлă парне кÿрекенсем çут тĕнчене тин килнĕ пепкесен амăшĕсене тимлĕхсĕр епле хăварĕç-ха? Тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕшĕн пăшăрханакансене лăплантарма, вĕсене чăтăмлăх сунма ятарласа çыру хатĕрленĕ ачасем. Вĕсене тĕл пулура вуласа панă.
Паллах, çакнашкал пулăмăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Пĕрремĕшĕнчен, пуçарăвăн кăмăл-сипет витĕмĕ паха: çул çитменнисем ача амăшĕсене хавхалантарма тăрăшаççĕ, чун хăвачĕ тупма пулăшаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, медицина учрежденийĕн кăткăс ĕçне хăйсен тÿпине хываççĕ — ятарлă камерăсене вырнаçтарнă пепкесем валли ăшă япаласем янтăлаççĕ. Чăн та, вăхăтсăр çуралнисен ÿт температурине кирлĕ шайра тытса тăма сывлăх сыхлавĕн практикинче ятарлă çи-пуçпа хальлĕхе усă курмаççĕ-ха. Тен, çамрăк волонтерсен ырă тĕслĕхĕ патшалăх ведомствишĕн те кăтартуллă пулĕ? Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.