Сăмах парăр-ха

3 Авăн, 2018

Ăнман ачашăн кам айăплă?

Ачана сак урлă выртнă чух хĕнемелле… Çакăн йышши ваттисен сăмахĕ пур чăвашăн. Чăн та, ăна тÿрремĕн ăнланма кирлĕ мар. Ÿсекен ăрăва пĕчĕкренех воспитани памаллине пĕлтерет ку. Çитĕнсе çитнĕ, анчах та аслисене хисеплеме вĕренеймен услапран йĕркеллĕ çын пулмĕ…

20 Çурла, 2018

Туянакан сутакана шанать

Шупашкарта пурăнакан 54 çулти хĕрарăма потребительсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хурăшлăх кăларса тăратакан тавар сутнăшăн айăпланине пĕлтерет Раççей Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ. Усламçă тĕп хулари пасарсенчен пĕринче арендăна илнĕ лаптăкра çур литрлă 120 кĕленче сутнă. Унта тултарнă шĕвеке «коньяк» тенĕ вăл. Çак ĕçрен 37 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Экспертиза вара /14 тĕрлине ирттернĕ/ суррогат çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине палăртнă.

13 Çурла, 2018

Генералăн та хырăм выçать

Çын ĕçлессишĕн пурăнмасть, пурăнассишĕн ĕçлет… Çак каларăш паян уйрăмах çивĕчленсе çитрĕ. Аслă ăрушăн кун пек ыйту тухса та тăман темелле хăй вăхăтĕнче. Шкул хыççăн кам малалла вĕренме çул тытнă, пĕлĕвне татах та тарăнлатас тĕллев çуккисем тĕрлĕ организаци-предприятие ĕçе вырнаçнă. Анчах та икĕ ушкăнри çамрăксене пĕрлештерсе тăраканни пулнă — малашлăх пирки никамăн та пуç ыратман. Аслă шкултан вĕренсе тухнă спе-циалистсем ĕç вырăнĕ шыраса хăшкăлман, вĕсене направленипе ăсатнă. Икĕ ушкăнĕ те пĕлнĕ: вăхăчĕпе садикре вырăн та, хăтлă хваттер те пулать.

6 Çурла, 2018

Укçа панипе хăтăлаймăн

Чăваш Енре ачасене çул-йĕр çинчи инкекрен сыхлас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çавăнпах шкул çулне çитмен шăпăрлансем те урама тухсанах йĕркене пăхăн-маллине пĕлеççĕ. Республикăн тĕп хулинчи 12 садикре, тĕслĕхрен, автохула вырнаçтарнă. Çакă пĕчĕккисене çул-йĕр йĕркине вăйă урлă вĕренме пулăшать.

16 Утă, 2018

Тăван хулана юрататăр-и?

«Хăвăрпа пĕрле тĕкĕр чиксе тухма маннă-и? Апла тăк çул çине пăхăр!» — федераци шайĕнчи «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем» программăпа килĕшÿллĕн Шупашкар урамĕсенче сарнă асфальта çапла мухтаççĕ хула çыннисем. Юлашки çулсенче ятарлă техника вĕçĕмсĕр ĕçленине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Йăлтах хамăр валли-çке. Пушшех те, яка та пахалăхлă çул хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет. Çавăнпах çул хĕрринче вырнаçнă çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем те шăв-шава ăнланса йышăнаççĕ. Пĕлеççĕ: ку вăхăтлăх кăна. Çул вара — яланлăх.

Pages