- Чăвашла верси
- Русская версия
Ăнман ачашăн кам айăплă?
Ачана сак урлă выртнă чух хĕнемелле… Çакăн йышши ваттисен сăмахĕ пур чăвашăн. Чăн та, ăна тÿрремĕн ăнланма кирлĕ мар. Ÿсекен ăрăва пĕчĕкренех воспитани памаллине пĕлтерет ку. Çитĕнсе çитнĕ, анчах та аслисене хисеплеме вĕренеймен услапран йĕркеллĕ çын пулмĕ…
Тĕлĕнмелле хăвăрт улшăнса пыракан саманара пурăнатпăр. Кунсерен тенĕ пек çĕнелсе тăракан тĕрлĕ гаджет хăйĕн витĕмне кÿретех. Ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ йышши телефонсен тÿммисене пускалама вĕренсе çитиччен шăпăрлансем вĕсемпе усă курса тĕнче тетелĕн пур кĕтесне те çитсе килме ĕлкĕреççĕ. Унта варра ырри сахалрах. Тепĕр тесен, ырă тĕслĕхĕ паян сахалăшне кăсăклантарать. Çамрăк ăрăва илĕртекенни вара: савăшу, юн, тискерлĕх, пусмăр. Чăн та, çакă хăйне пырса тивиччен.
Куçăм тапхăрĕнчи хĕрне амăшĕ хваттерте тирпейлеме ыйтнă. Паян ача-пăча ĕçе хăнăхманнинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Хĕр пĕрчи пылесоса хута яма шухăшламан та, килтен тухса утнă. Таврăнсан çакна курсан хĕрарăм, паллах, тарăхнă. Каярахпа хĕр пĕрчине çакăншăн вирлĕ сăмах кăна мар, çупкă та лекнĕ. Паян саккуна пĕлменнипе нумай чухне шар куратпăр. Çак çитменлĕхе пĕтерме халĕ шкул сакки çинчех вĕрентеççĕ. Паллах, ырламалла кăна ăна. Анчах та упăшкипе арăмĕ хушшине кĕме каламан та, ачипе амăшĕн хутшăнăвне вара саккун шайĕнче виçме пуçламалла-ши халĕ? Арăмĕпе упăшки — тахçан ют пулнă, каярах çывăхланнă çынсем тейĕпĕр. Ачине хĕрарăм чĕре çумĕнче тăхăр уйăх çĕклесе çÿрет вĕт. Унăн юнĕ, унăн чунĕ — пепки. Ачин кашни утăмĕшĕн яваплă хĕрарăм. Пепки кашни ассăн сывламассерен амăшĕн чунĕ çунса тухать ахăр. Çавăнпа та, кирек епле амăшĕ те ачине усал сунас çуках. Ĕçпе пиçĕхтерни вара пурнăçра усса кăна кайĕ. Тепĕр тесен, пылесос аврине тытса утни пиçĕхтерни те мар-ха та ĕнтĕ… Çÿле-рех асăннă тĕслĕхре вара хĕрача урăхларах шухăшланă ахăр. Амăшĕ хăйне кÿрентернĕшĕн вăл… прокуратăрна кайса çăхав панă.
Никама хÿтĕлесе те çырмастăп çак йĕркесене. Хамăрăн ирĕке пĕлни лайăх паллах. Анчах та ку тĕнчере йăлтах кутăн-пуçăн çаврăнса кайнă пек туйăнать. Пĕр-икĕ ĕмĕр каялла кăна чăваш ватти сĕтел пуçне вырнаçса алла çăкăр тытмасăр кашăкпа ĕçлеме пуçламан. Пысăк ĕçе ватти пил памасăр пуçăнман. Çула тухиччен каллех аслисен канашне итленĕ, ăша хывнă. Мĕншĕн улшăнса кайрĕ чăваш тĕнчи? Виçĕ ăру çыхăнăвĕ татăлни те ура хучĕ, ахăр, пире. Ваттисем ялсенче пĕчченлĕхре сĕмленеççĕ, мăнукĕсем — хулара. Ашшĕ-амăшĕн вара вĕсем валли вăхăт çукрах. Каллех /каллех!/ укçа ыйтăвĕ патне таврăнма тивет. Епле пулин те йÿнеçтеркелес тĕллевпех темиçе вырăнта пилĕк авать паян чăваш. Анчах та пур усал ĕçе вĕсен ачисем тăваççĕ тесе шухăшлатăр пулсан, питех те йăнăшатăр. Ашшĕ-амăшĕ вĕсемшĕнех тăрăшнине ача-пăчаран нумайăшĕ ăнланать. Ăнланать те — вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Паллах, аслисем тивĕçлĕ воспитание вăхăтра пуçланă пулсан. Йĕркене пăсаканни, иртĕхекенни вара — шăпах çителĕклĕ пу-рăнакан çемьесен йышĕнчен. Кун пек тĕслĕхсене ШĔМ сводкинчен çине-çинех илсе кăтартма пулать. Мĕншĕн иртĕхеççĕ ачасем? Çителĕклĕ пурнăçран. «Эпĕ курнине ачам ан тÿстĕр…» Çак шухăша аслисем пепкине ырă сунсах палăртаççĕ-ха та, анчах та юратнă тĕпренчĕкне хăйсен аллипех шуçлак çул çине тĕкнине ăнланмаççĕ. Паллă ĕнтĕ, укçа çителĕклĕ чухне кам хăйĕн ачине выçă тата çĕтĕк çÿреттĕр? Ытлă-çитлĕ пурăнаканни те çынна ретлĕ ÿстерме тăрăшать те пепкине. Уйрăмлăхĕ те çакă кăна — укçа, çăкăр хакне пĕлсе ÿсмест ача. Çавăнпах пĕрремĕш тумхахранах такăнать те. Çавăнпах йăнăш тунине ăнланмасть. Шăпăрлан шуçлак çул çине тăнине вара ашшĕ-амăшĕ чи юлашкинчен пĕлет.
Вун виçĕ çулти хĕрача амăшĕ ниепле те тĕлĕнсе çитерейменнипе каласа кăтартрĕ ку тĕслĕхе. Пĕр класра вĕренекен арçын ачасем унăн пепкине кашкăр вырăнне хурсах тапăнма пуçланă. Малалла вулас...
Комментари хушас