- Чăвашла верси
- Русская версия
Укçа панипе хăтăлаймăн
Чăваш Енре ачасене çул-йĕр çинчи инкекрен сыхлас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çавăнпах шкул çулне çитмен шăпăрлансем те урама тухсанах йĕркене пăхăн-маллине пĕлеççĕ. Республикăн тĕп хулинчи 12 садикре, тĕслĕхрен, автохула вырнаçтарнă. Çакă пĕчĕккисене çул-йĕр йĕркине вăйă урлă вĕренме пулăшать.
Халĕ шăпах Шупашкарта «Светофорик» проект пурнăçа кĕрет. Çавна май хулари 204-мĕш ача садне çÿрекенсем, сăмахран, 101-мĕш садикри тантăшĕсем патне хăнана пынă. Вĕсене светофор историне каласа кăтартнă. «Новоград» ача садĕнчи шăпăрлансем çухалнă паллăсене шыранă. Викторина ыйтăвĕсем, тупмалли юмахсем пĕлĕве çирĕплетме май панă вĕсене.
Шкул çулне çитнисем те çул-йĕр йĕркине ăша хывнине тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕслеççĕ. Манăн та çавнашкал конкурсра вăй виçме тÿр килнĕччĕ. Пирĕншĕн çав тери кăсăклă иртрĕ çав вăхăт.
Юлашки çулсенче транспорт шучĕ ÿссе пыни водительсене те, çуран утакансене те асăрха-нуллăрах пулма хистет. Анчах çул çинче, шел те, ача чухнех вĕрентни темшĕн манăçа тухать. Светофорăн хĕрлĕ тĕсĕпе, симĕс çутăласса кĕтсе илеймесĕр, çул урлă каçнă тĕслĕх сахал-и? Шăпах аслисем йĕркене пăхăнасшăн маррине асăрханă-и тата? Вĕсенчен ачасем тĕслĕх илеççĕ. Çакă инкек патне çитерме пултарасса, паллах, кашниех ăнланать. Кайран вара çывăх чавсана та çыртаймăн.
Йĕркене пăхăнманнисен явап тытма тивет. Хăшĕ-пĕри çул çÿрев инспекторĕсемпе калаçса татăлма хăтланать, вĕсене укçа сĕнет. Çакă та саккуна пăснине шута илесшĕн мар хайхискер.
РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăш ялĕнче пурăнакан çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпченĕ. 31-ри арçын хăйĕн ма-шинине урăххине шанса панă. Руль умĕнче лараканăн транспортпа çÿреме ирĕк паракан документ пулманни те шухăшлаттарман ăна. Апла пулин те пĕр ял çыннисем /çак йышра çăмăл машина хуçи те пулнă/ республика тăрăх ярăнма тухса кайнă. Вĕсене Çĕрпÿре ÇÇХПИ ĕçченĕсем тытса чарнă. Административлă явап тытасран пăрăнас тĕллевпе çăмăл машина хуçи йĕрке хуралçисене 36 пин тенкĕ пама тăнă. Анчах инспекторсем укçана илмен. Халĕ унăн шăпине Çĕмĕрле район сучĕ татса парĕ.
Çул çÿрев инспекторне курсан тин хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнакансене курнă-и? Йĕрке хуралçисене кăтартассишĕн çапла хăтланни, паллах, тĕлĕнтерет. Ку хутĕнче пассажир хурăшсăрлăх пиçиххийĕпе усă курма ĕлкĕреймен.
ЧР Прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, сĕт турттаракан машинăра ларса пыракан 60 çулти хĕрарăм айăпа кĕнĕ. Ăна, Канашра пурăнаканскерне, ÇÇХПИ ĕçченĕ хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн протокол çырма хăйĕн автомашинине чĕннĕ. Хăйне тата сĕт турттаракан машина водительне административлă явап тыттарасран вăл йĕрке хуралçине 1000 тенкĕ пама хăтланнă. Малалла вулас...
Комментари хушас