Хваттере хуçипе пĕрлех… сутаççĕ

— Хваттер туянас кăмăл пур… Пушшех те, йÿннине тупрăмăр… — пĕлĕшĕм, хĕрĕм Мускавра пурăннине кура, ахăртнех, канашласа пăхма шухăшланă. Финанс лару-тăрăвĕ лăпкă маррине шута илсе, пĕлсе пĕтер, ыран тем сиксе тухать, нумайăшĕ кĕсьере нухрат пухăнсан куçман пурлăха куçарма ăнтăлнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Пушшех те, доллар пирки тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Ара, АПШ тĕнчипех сарăлнă валютин çулне Раççейре хупасси пирки калаçкалаççĕ вĕт. Санкци ахрăмĕ те пулма пултарать çакă. Пĕлĕшĕмсем те çавăнпах тапраннă ахăр. Çакă кăна кăсăклă — Мускаври хваттерне кам валли туянаççĕ-ши тата? Капла та Шупашкарта та темиçе хваттер уççи алăра… Тĕллевĕ — укçа-тенкĕ хывасси кăна иккен. Тепĕр тесен, унта тара пама та кунтинчен темĕн чухлĕ хаклăрах. Калăпăр, çĕршывăн тĕп хулинче пĕр пÿлĕмлĕ хваттер тара илме 30-40 пин тенкĕ кăларса хума тивет. Ахаль йышшишĕн. Юсав ĕçĕсем те ахаль йышши кăна ирттернишĕн. Чăн та, Мускав варринче вырнаçнишĕн. /Мускав-сити пирки калаçмăпăр, унти хваттерсене çĕршер пинпе тара параççĕ/.
Пĕлĕшĕмĕн шухăшĕ килĕшсе кайрĕ. Аван вĕт, пĕр тесен. Май пулсан Мускавра хваттер туянса тара памалла та, Шупашкарта пурăннă май вара ĕçлемесессĕн те юрать: пур пĕр ун чухлĕ шалу илеймĕн… Вăл-ку юрĕ-ха, ун пирки марччĕ сăмахăм. Хайхи канашлама шухăш тытнă терĕм-çке. Мускав варринче йÿнĕ хваттер тупнă. Шăпах хакĕпе кăсăкланатăп. 6 милли-он. Вулакана хаклă пек туйăнать-тĕр. Анчах та унта пĕр пÿлĕмлисемшĕн çакăн чухлĕ ыйтаççĕ. Çавăнпа улттă — хаклă кăна мар, тĕлĕнмелле йÿнĕ! Ара, Шупашкар хакĕ вĕт ку. Хамăр патра, Атăл хĕрринче вырнаçнă çурçĕр-хĕвел анăçри районта, икĕ пÿлĕмлĕ хваттершĕн шăпах çакăн чухлĕ ыйтаççĕ. Çавăнпа сисчĕвлентерчĕ-ха ку хыпар. Ултавçăсем мар-и? Халĕ вĕсем çумăр хыççăнхи кăмпа пекех хунаса кайрĕç вĕт. Туххăмрах шăнман пăр çине лартса яраççĕ. Пĕлтерÿре кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравлатпăр. Шухăшланă пекех, харпăрçă хăй мар, агентство ĕçченĕ калаçать. Кĕçех хаваттере мĕншĕн çапла йÿнĕ хакпа сутни те уçăмланчĕ. Пĕтрĕмĕр! Унта хваттер хуçин ашшĕ пропискăра тăрать-мĕн. Пропискăра кăна мар, унтах пурăнать те. Хваттере арçын… ашшĕ- мĕнĕпех сутать. Çывăх çыннин шăпи-пурнăçĕ, малашлăхĕ, пурăнмалли кĕтесĕ, унпа пĕрле — ватă арçын та, кам аллине лекесси çамрăккине нимĕн чухлĕ те кăсăклантармасть… Çакна йăлтах риелтор каласа кăтартрĕ. Пĕлтерĕшлĕ самант. Ватă арçынни çамрăккине нимĕн чухлĕ те кăсăклантарманнине пусăм тусах палăртрĕ хĕрарăм сасси. «Апла пулсан, унпа хăть те мĕн тума юрать» тенине пĕлтерчĕ-ши ку? Чăн та, хăшне-пĕрне ку нимĕн чухлĕ те шиклентермест, хваттере старикки-мĕнĕпех туянма хирĕç маррисем те пур иккен... Чи кирли, саккун çапла тума ирĕк парать. Мораль, чыс, этемлĕх тенине вара чунран хут çине куçараймăн.
Хваттер ыйтăвĕ пĕр ăрăва кăна мар пăснă теççĕ. Пур пĕр ку таранччен кун пеккинех илтменччĕ. Мĕншĕн çапла çаврăнса тухнă çав старикĕн пурнăçĕ — пĕлĕшĕм ку ыйтупа кăсăкланман курăнать. Халĕ вăл малалла шырать. Йÿнĕпе туянас шанăçĕ пĕтнĕ унăн. Хайхи старикĕн шăпи вара шухăша ячĕ…
Пĕлĕшĕмĕн пăтăрмахлă лару-тăрăвĕ те ыттисемшĕн урок пулма пултарать. Халĕ вăл, калăпăр, куçман пурлăх туянас тесессĕн чи пĕлтерĕшлĕ самантсене питĕ лайăх пĕлет. Чи малтанах, çак тĕллевпе çуркунне е кĕркунне ĕçе пуçăнмалла. Çулталăкăн шăпах çак тапхăрĕсенче хваттер пасарĕ «чĕрĕлет». Çулла вара нумайăшĕ отпускра, хĕлле — уяв хыççăн уяв. Çавăнпа суту-илÿпе аппаланма та вăхăт çук.
Ултавçăсенчен сыхланас тесессĕн çак тĕллевпе риелторсем çыхăнсан аванрах. Хваттерпе вырăна тухса паллашнă май çурта та лайăх тишкермелле. Суйласа илнĕ кĕтес кăмăла çырлахтарсан Росреестртан, унтан Кил кĕнекинчен выписка илмелле. Хваттер техника паспорчĕ кирлĕ пулĕ. Çавăн пекех коммуналлă тăкаксене саплаштарнине тишкермелле. Унсăрăн, парăмсем пулсан, йăлтах хăвăрăн тÿлеме тивĕ.
Паллах, тĕрлĕ ыйту татах та нумай пухăнать кун пек чухне. Миçе çыннăн харпăрлăхĕ шутланать, вĕсем чирлĕ мар-и, амăшĕн капиталĕпе усă курса туянман-и, банка салука хывман-и… Укçа-тенке е суйласа илнĕ хваттере çухатас мар тесен юристпа канашлани пĕрре те пăсăк пулмĕ.

www.hypar.ru

Маргарита ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.