Комментари хушас

9 Юпа, 2017

Аслисен витĕмĕ

Ашшĕ-амăшĕ тата ачисем... Ĕмĕрсен улшăнăвне пăхăнман ыйту кирек хăш саманара та — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Капашлăскер вун-вун вакрах ыйтăва пĕрлештерет. Нумай-нумай ăсчах — психологсем, педагогсем, медицина хутлăхĕнчи экспертсем — вĕсен уççи-хуппине шыраççĕ, наука тĕпчевĕсем ирттереççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.

Ăслăлăх шайĕнче калаçу пуçарас тени хĕтĕртмерĕ статья çырма лармашкăн. Ача амăшĕ пулнă май ку ыйту айккинче тăма пултарайманни, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕ çулталăкĕ пынăран журналистсем çак темăна хускатмасăр хăварайманни, куç умне пулакан пурнăç ÿкерчĕкĕсем шалта капланни шухăшăма хут çине кăларма хистеççĕ. Пирĕн, аслисен, çитĕнекен ăрăвăн хăтланăвĕсемшĕн явап тытма та, хамăрăн йăнăшсене йышăнма, тÿрлетме те пĕлмелле-çке. Ача кăмăл-талайĕ кирек хăçан та аслисене, хăйне хупăрласа тăракан çитĕннĕ çынсене евĕрленинчен йĕркеленме тытăнать — хушăран хамăр çине айккинчен пăхни кирлех.

«Улшăнчĕç ачасем. Эпир ÿснĕ чухнехинчен расна шухăш-ăнлав вĕсен. Каланине шута илесшĕн мар е виççĕ-вуннă каламасăр хăнк та тумаççĕ..." — çакнашкал ÿпкев кашни кĕтесрех хăлхана кĕрет. Шел, лару-тăрăва лайăх енне улăштарма май панă витĕмлĕ меслетсем çинчен калаçнине сайра хутра илтетĕн. Ытларахăшĕ самана ирĕклĕхе хăнăхтарни çине йăвантарма пăхать. Хамăрăн, аслисен, тимлĕх, шалти культура шайĕ чакнине шута илместпĕр.

Республикăри Пукане театрĕ çумĕнчи Çамрăк театрал шкулне çÿрекен ывăлăмпа сăвă вулакансен конкурсне кайрăмăр. Чăваш наци музейĕн çуртĕнче иртнĕ мероприятие тĕп хулари шкулсенче вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕ чылайăн пухăннăччĕ. Часах ертÿçĕсем ачасене ÿсĕмне кура ушкăнсене пайларĕç, конкурсантсем черетпе пултарулăхĕпе паллаштарма тытăнчĕç. Малтанах залра шăплăх хуçаланчĕ-ха, анчах сăвă калакансен списокĕ варринелле çитнĕ çĕре... Пĕр кĕтесре телефон янăраса каять, тепĕр кĕтесре ашшĕ-амăшĕ темĕн сÿтсе явать. Хăйсен тĕпренчĕкĕ каланă хыççăн хыттăн алă çупнă хăш-пĕр çыннăн ытти шăпăрлана итлеме тимлĕхĕ темшĕн çитеймерĕ. Чим-ха, кунта ачана пĕчĕкрен культурăна хăнăхтарас, театра юратма вĕрентес текенсем пухăнманччĕ-и вара?

Ăмăрту хыççăн киле кайма тухрăмăр. Троллейбуса кĕнĕ чухне хăш-пĕр ача часрах вырăн йышăнас тесе алăкран шалалла ниме пăхмасăр вирхĕнчĕ. Ывăл-хĕрĕ мĕнлерех правур пулнăшăн хĕпĕртенĕрен хăш-пĕр амăшĕ кăмăллăн йăл кулчĕ. Ачине хăйне уйрăм вырăнпа ларма ирĕк панăскерсем малаллахи чарăнусенче салона ватăсем кĕнине те асăрхамарĕç. Чăтаймарăм – хамăр умра ларакансене пĕр вырăна пушатма сĕнтĕм. Асли ман çине куçне чарса пăхрĕ те: «Пирĕн мĕнлерех инçе каймаллине пĕлетĕр-и эсир?» — терĕ.

Çакнашкал тÿнтерле ÿкерчĕксем, шел — кашни утăмра. Вăт кала ку тĕслĕхсем хыççăн ача воспитанийĕшĕн самана айăплă тесе... Çитменлĕхсене садикпе шкул, воспитатель-вĕрентекен тимсĕрлĕхĕпе çыхăнтаракан сахал-и пирĕн хушăмăрта?

Çемьери воспитани этем аталанăвĕнче пуçламăшсен пуçламăшĕ пулнине манас марччĕ. Ăш пиллĕ калаçу çителĕклĕ, кĕçĕннисен шухăш-кăмăлне шута хуракан кил-йышра çитĕнекен ача кирлĕ-кирлĕ мар ĕç-пуçпа минреме пултарассине ĕненес килмест. Ашшĕ-амăшĕнчен ырра вĕрентекен юмах-халап, тĕрлĕ юрă илтсе, çитĕннисем хăйсенчен аслăрах ăрури çынсене хисепе хунине курса ÿсни ачан шухăшлавĕ-аталанăвĕнче йĕр хăварасси иккĕлентермест. Пĕчĕкрен вĕсен умĕнче ытлашши тăпăртатни вара усса каймĕ. Япала çума машина пулсан та, мультиварка таврашĕ чиперех ĕçлесен те килти йывăр мар ĕçе хăйсем пурнăçлама хăнăхса ÿсчĕр вĕсем. Ан тив, хыççăн, тен, йăлтах çĕнĕрен якатма-майлама лекĕ. Чи пахи — аппаланса курни.

Калас тенине халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Волков этнопедагог çырса хăварнинчен илнĕ сыпăкпа вĕçлем: «Паллă çынсен амăшĕсенчен чылайăшĕ, ачăрсене мĕнле воспитани парса ÿстертĕр тесе ыйтсан, çапла хуравларĕç: «Эпир воспитани паман, эпир пурăннă кăна...» Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.