Ырăлăх налукĕ

23 Юпа, 2017

Хам та хаçатра ĕçлетĕп пулин те — апла тăк, вулакана çĕнĕ хыпарсене пĕлтерсех тăратпăр — МИХ ытти хатĕрĕпе кăсăклансах паллашатăп. Кашни çĕнĕлĕхе тÿрех пĕлсе çитме май çук, пушшех те — федераци шайĕнчи саккунсене. Малтан вĕсене Мускаври МИХсем пĕлтереççĕ, эпир вара хамăрăн вулакан патне çитеретпĕр. Ирхине кофе е чей ĕçнĕ май центрти телеканалсене пăхасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Шăпах вĕсен хыпарĕсемпе паллашнă май пуçра шухăш тĕвĕленчĕ: ара, ырăлăх налукĕ пулмасть-и вара ку? Ман шухăш тележурналистка патне туххăмрах “çитрĕ” курăнать. “Эсир ырăлăх тĕлĕшпе хуракан налуках вĕт-ку”, — терĕ вăл та эксперта. Сăмахăм — паян обществăра хĕрсех сÿтсе явакан çĕнĕ налук пирки. Малашне çынсен килти чĕр чунсен тĕлĕшпе те налук тÿлеме тивĕ. Мĕн чухлĕ? Хальлĕхе паллă мар-ха.

Çĕнĕ саккунăн, ăна вара хăçан та пулин пур пĕр йышăнасси пĕрре те иккĕлентермест, ырă енĕсем те пур темелле. Унпа килĕшÿллĕн кашни чĕр чунах ятарлă базăра шута илмелле пулать. Ку, тĕрĕссипе, халĕ те пурнăçлансах пырать-ха. Калăпăр, саккунпа килĕшÿллĕн, йытта çулталăкра пĕр хутчен уртаракан чиртен прививка тутармаллах. Çак тĕллевпе ветеринари клиникине каймаллах. Унта вара чĕр чунăн паспортне хатĕрлеççĕ. Çапла майпа йытта шута илеççĕ. Анчах та малашне ку çителĕксĕр пулĕ, чĕр чун хăлхине чип вырнаçтарма сĕнеççĕ. Çакна, чăн та, чĕр чун хуçин хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçламалла, апла — “хăйĕн шутĕнчен” тесе вула. Хакĕ пĕчĕкех мар — 4 пин тенке яхăн. Енчен те хуçине унăн тăватă ураллă тусĕн хăлхинчен бирка çакăнса тăни килĕшмесен чипа ÿт айне вырнаçтарма та пултараççĕ. Анчах та ку — тата хаклăрах. Пĕр енчен меллĕ. Йытă урамра кама-тăр çыртсан полици ĕçченĕсем хайхи чип тăрăх унăн хуçине туххăмрах палăртма пултараççĕ. Чĕлхесĕр янавар çухалсан та, ырă çын тĕлне лексен, чип тăрăхах хуçине шыраса тупма май пур. Анчах та ку меле хăрушсăр теме те çук. Халĕ информаци технологийĕсем тĕлĕнмелле хăвăрт аталанса пыраççĕ. Чипра вара чĕр чунăн кăна мар, унăн хуçин паллисем те пур: адресĕ, паспорт сери-номерĕ таранах. Хакерсем, банк базисене те çăмăллăнах çĕмĕрекенсем, йытă чипне уçса вулама пултарасси пирки кам иккĕленĕ? Çак информаципе вара усал шухăшлă çын мĕнле тĕллевпе усă курассине пĕр Турă кăна пĕлет. <...>

Килте чĕр чун тытакансем ахаль те тусĕсемшĕн укçи-тенкине шеллемеççĕ. Апат-çимĕçне, ветклиникăна çÿренине шута илсен уйăхне 4-5 пин тенкĕ пуçтарăнать. Анчах чĕр чун та чирлет, тепĕр чухне ăна çăмăлланнă чухне те пулăшу кирлĕ. Йытта çăвăрлама пулăшнăшăн Шупашкар ветклиникисенче 4 пин тенке яхăн кăларса хума тивет. Çурана касса илмешкĕн те çавăн чухлех ыйтаççĕ. Çура таврашĕпе аппаланас темесен стерилизаци тума тивет — ку каллех 2 пин тенкĕ ытла. Пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ — пухăнсах пырать. Унсăр пуçне кашни пуçшăн — хăшĕ-пĕри килте темиçе чĕр чун та тытать — налук тÿлеме тивсен ваттисен кăна мар, вăй питтисен те ĕнсе хыçмалли кăна юлать. Кун пек лару-тăрура хуçасăр чĕр чун-сене шеллесе хÿтлĕхпе тивĕçтерекенсен йышĕ те чакĕ.

Çак списокра темĕнле пулăшу та пур — кăткăслăхне, тен, ветеринар “аппетитне” кура 50 тенкĕрен пуçласа 4 пине капашаççĕ вĕсем. Ытларах 1500 тата 3850 тенкĕпе танлашаççĕ пулăшу ĕçĕсем. Списока эвтанази вĕçлет — кушака ĕмĕрлĕхех çывăратса янăшăн 500 тенкĕ ыйтаççĕ, йытта — 1200. Уйрăмлăхĕ мĕнпе çыхăннă, калаймастăп, анчах чĕр чунсен тусĕсем, аптраса çитнипе, юлашки çак утăма тума ан васкаччăр кăна ĕнтĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.