Физика лирикăран кая мар илĕрттĕр
Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăрт улшăнса-аталанса пырать. Ун хыççăн ĕлкĕрсе пыма та хĕн. Хальхи самана — кибернетика аталанăвĕн тапхăрĕ — хушăран анратсах ярать: фантастика шайĕнчи çитĕнÿ сахал-и! Малта пыракан технологисем — кашни хутлăхра. Хальччен этем алă вĕççĕн тунă ĕçсене мучисемпе кинемисем те ăслă техника вăйĕпе пурнăçлама хăнăхса пыраççĕ.
Çавнашкал технологисене ĕçе кĕртме ăста кадрсем кирлĕ. Ăçтан тупмалла профессионалсене? Ыйту хуравĕ татăклă: хамăрăн çитĕнтермелле. Çамрăк ăрăвăн инженери, техника пĕлĕвне вăйлатма май паракан тĕрлĕ ĕç-пуçа хута ямалла. <...>
Çĕршыври хăш-пĕр ăсчах çирĕплетнĕ тăрăх, паян эпир çитес 50 çултан мĕн пулса иртессин 5 процентне çеç пĕлетпĕр. 2060 çулта халăх пĕлĕвĕн 95 проценчĕ çитес 40-50 çулта уçас çитĕнÿсен «çимĕçĕпе» танлашĕ. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ юлашки çулсенче чăнлăха çаврăнса пырать. 2015 çулта уçăлнă «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче çул çитменнисем мĕнлерех ăслă робототехника, ăслăлăх тĕрлĕ тĕлĕнтермĕшĕ шухăшласа кăлараççĕ. <...>
Чăваш Ен шкулĕсем инженери тĕлĕшĕпе тарăн пĕлÿ панин кăтартăвĕсем куç умĕнчех. Тăватă çул каяллахипе танлаштарсан республикăра техникăпа çыхăннă классемпе кружоксен йышĕ те виçĕ хут ÿснĕ. Инженерипе кăсăкланас туртăм ачаранах пуçлантăр тесе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан заведенисем кăна мар, садиксем те республикăри аслă шкулсемпе çыхăну йĕркеленĕ. <...> Акă кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçнĕ пултаруллă шкул ачисен йышĕнче физика енĕпе çитĕнÿ тунă ача йышлă.
Апла пулин те татса паман çивĕч ыйту та пур: шкулсенче физика, математика предметне вĕрентекенсем çителĕксĕр. Уйрăмах — ял хутлăхĕнче. Журналист тивĕçĕпе пулма тивнĕ чылай шкулта директор, калаçăва пуласлăх енне сулăнтарсан, паянхи ăста специалистсем тивĕçлĕ канăва каяс тăк кадр ыйтăвне мĕнле татса парасси пирки ĕнсине хыçать. «Тĕрĕс» наукăна тивĕçлĕ шайра вĕрентме ку предметпа ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист кăна пултарни тĕлĕшпе, ахăртнех, никам та иккĕленмест.
<...> Нумаях пулмасть вара кадрсен çитменлĕхне «саплаштарма» пултаракан çĕнĕ пуçару хута каяссине пĕлтерчĕç: физикăпа ял шкулĕсенче инçет вĕрентÿ /дистанционное обучение/ мелĕпе пĕлÿ парас енĕпе хута каякан пилотлă проекта Чăваш Енри 10 район хутшăнĕ. «Апробаци иртекен кашни муниципалитетра никĕс шкула çирĕплетĕç. Ытти пĕлÿ çуртĕнче вĕренекен 9-11 класс ачисем палăртнă кунсенче унта пухăнĕç. Аслă шкул преподавателĕсем вĕсемпе видеоконференци мелĕпе заняти ирттерĕç», — уçăмлатрĕç республикăри Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинче. Инçет вĕрентĕве 2017-2018 вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче хута ямашкăн палăртаççĕ. Шкул ачисене физикăпа математика предмечĕсене илентерес тĕллевпе пуçаракан ĕç-хĕле йĕркелесе пырас тĕлĕшпе Чăваш Ен вĕрентÿ ведомстви И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе килĕшÿ тунă. Проект çитĕнекен ăрăва физикăна та, лирика пекех, чун киленĕçĕ шайне çитерме пулăшасса шанас килет.
Калас сăмахăма вĕçличчен çĕршывăмăрти экспертсен кăсăклă тĕпчевĕпе паллаштарас кăмăл пур. «Тĕрĕс» наукăна ачасем тĕрлĕ ÿсĕмре тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Сăмахран, математикăна 1-2 классенче вĕренекенсен 70 проценчĕ чи килĕшекен предмет пек хаклать-мĕн. Тăваттăмĕш класри ачасен йышĕнче асăннă предмет 55 процентшăн кăна «чи-чи»сен ретĕнче иккен. Çиччĕмĕшсен ушкăнĕнче çак кăтарту 30 процентпа танлашать. <...> Тулли верси...