Кăмăл-туйăма ал çырăвĕ палăртать

28 Кăрлач, 2017

Компьютер, электрон çыру, электрон блокнот, СМС-çыру тата ытти нумай-нумай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕр-пĕрне саламсем наччасрах вĕçтермелли социаллă тĕрлĕ сеть те çумăр хыççăнхи кăмпа пекех "шăтать". Мелĕсемпе майĕсем аталаннă май чылай ĕç çăмăлланать-ха. Паян акă, сăмахран, килтен тухмасăрах тăвансем патне çыру яма та, вĕсемпе экран урлă курса калаçма та пулать. Çавна май шӳт те асăма килет: скайппа калаçма вĕреннĕ кинемей чунран савăннă тет. Хăнисем пур — апат çитермелле мар. Интернет пур пулсан паллах. Мĕн каласси, ун урлă апат-çимĕç саккас пама та, япала туянма та май пур. Кирлĕ тăк банкран кивçен те килех килсе параççĕ — электрон майпа ыйт çеç.

Пĕр енчен аван-ха. Вăхăт хĕсĕк чухне газшăн е çутăшăн килнĕ квитанцие он-лайн мелĕпех тӳлеме пулать. Тепĕр енчен, пурнăçа çĕнни кĕнĕ май хăш-пĕр пулăм, япала манăçа тухса пырать. Хăйне евĕр антиквариата çаврăнать. Алă вĕççĕн çырнă çырăва юлашки хутчен хăçан тытнине ас тăватăр-и-ха? Юрать-ха вулакансем редакцие кунашкал салам вĕçтереççĕ, конверт сăн-сăпатне манмастпăр, алă вĕççĕн шăрçаланă çыру вулатпăр. Чылайăшĕ вара паянхи кунпа тан утса материалĕсене хайхи "электронка" текеннипе ярать.

Паянхи çамрăксем алла калем тытса çырма та мансах пымастпăр-ши? Ку йыша хама та кĕртетĕп-ха. Ал çырăвĕн пахалăхне çухатсах пыратпăр. Материалсене тахçанах компьютерта наборлатпăр. Çавăнпах тепĕр чухне калем тытмах тивсен саспаллисем унталла та кунталла тайăлаççĕ. Шкул саккинчен "туяннă" почерк пахалăхĕ япăхлансах пырать.

Вăл вара кашнин расна вĕт, хăйне майлă: пĕрин саспаллийĕсем çӳллĕрех, теприн хĕсĕкрех, виççĕмĕшĕн анлă Атăл пек сарăлаççĕ, тăваттăмĕшĕн пач тепĕр енне тайăлнă... Хитре çыракансем кашни класрах пулнă ĕнтĕ. Пĕрре кăна та мар. Мĕн тери илемлĕн ярăнатчĕç саспаллисем йĕркесем тăрăх. Çак хăйнеевĕрлĕхе сăнама пĕр енчен çав тери кăсăклă та.

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче вара пĕтĕм тĕнчере Почерк кунне паллă тăваççĕ. Урăхла ăна Ал çырăвĕн кунĕ тесе те калаççĕ-ха. Хамăра евĕр çырасси хăйне май тупра, пуянлăх, уйрăм тĕнче иккенне палăртса уява Çыракан хатĕрсем кăларакансен ассоциаци паллă тума йышăннă. Вĕсен пуçарăвне, паллах, кашни хăйне май пахалать: ырлать те, хурлать те.

Аслăрах ăру илемлĕ çырма хăнăхассишĕн, почерка чиперлетессишĕн, хитрелетессишĕн, аллине вырăна лартассишĕн мĕн чухлĕ тăрăшман пуль? Ахальтен-и шкулта таса çырма вĕрентекен уроксем ирттернĕ. Каярах вĕсене класс тулашĕнчи ĕç пек йĕркелетчĕç-ха.

"Тĕрĕс те илемлĕ çыртарма вĕренессишĕн мĕн чухлĕ тетрадь пĕтермен пуль! Халĕ текстсене пичетленĕ чухне ку е вăл сăмаха мĕнле çырмаллине иккĕленмелли тупăнсан калем тытатăп та хут çине çыратăп. Алă мĕнле çырмаллине питĕ аван ас тăвать. Правилăна та тӳрех аса илетĕп", — тет пĕр пĕлĕшĕм. Кунта та хăйне евĕр тĕрĕслĕх пурах. Ăна чылайăшĕ ăнланаççĕ-тĕр, унпа килĕшсе пуçĕсене суллаççĕ.

Кашнин аллин йĕрĕ хăйне май пулни çын хăйне уйрăм тĕнче иккенне тепре çирĕплетет çеç. Енчен те эсир чăх чĕрнипе чĕрмеленĕ пек çырсан та пĕлĕр: кун пек "чăх" тĕнчере текех çук, мĕншĕн тесен кашни çын алли — пĕрре.

Паянхи ăру телефон, компьютер клавиатури çинче ку е вăл текста самантрах пичетлесе хурать. Çырма тăрсан чылайăшĕ ку хăвăртлăха самай чакарать-тĕр. Паян илемлĕ почеркпа мухтанма пултаракан та сайрарах пек туйăнать. Анчах çук-ха, кăмăл-туйăмпа шухăшсене хут çине çырнинчен пахараххи нимĕн те çук тесе ĕненекенсем те пĕтмен. Шăпах вĕсем ал çырăвĕн кунне палăртмаллине шухăшласа тупнă вĕт.

Мĕншăн шăпах çак куна суйлани те кăсăклă. Никама пăхăнманлăх декларацине пĕрремĕш алă пуснă çын çак кун çуралнă-мĕн. Джон Хэнкок питĕ пысăккăн алă пуснă, вăл çырни ыттисенчен самай пысăк пулнă. Çакă ăна темле сум кӳнĕ.

Почерксене тишкерекен-тĕпчекен ятарлă специалистсем те пур. Графолог теççĕ вĕсене. Шăпах вĕсем алă епле çырнине хакласа çын пирки темĕн те каласа кăтартма пĕлеççĕ. Çавăнпах паян кашнин ал çырăвне хаклаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.