Наци пуянлăхне упрама укçа уйăраççĕ

Çак эрнере Оперăпа балет театрĕнче — чăваш кĕввин уявĕ. Çакнашкал фестиваль йĕркелеме пуçланине тăван халăх патне питпе çаврăннипе танлаштарнăччĕ эпир темиçе çул каялла. Унтанпа программăна нумай çĕнĕлĕх кĕртрĕç. Вăл куракансен кĕтнĕ уявне çаврăнчĕ.

Кăçалхи фестиваль Федор Васильевăн «Шывармань» оперипе уçăлчĕ. Çĕнĕрен хатĕрленĕ спектакльпе 2010 çулта театр репертуарне пуянлатрĕç. Ĕлĕкхи йăла-йĕрке, халап, юрату тĕнчи çаплипех куракана тыткăнлать. Нарăсăн 9-мĕшĕнче Григорий Хирпÿн «Нарспи» опери чăваш кĕввине сума сăвакансене пуçтарчĕ. Ăна театрăн 55-мĕш сезонĕнче сцена çине çĕнетсе кăларнăччĕ. Чаршав уçăличчен театрăн тĕп режиссерĕ Ольга Нестерова артистсем спектакле хавхаланса хатĕрленни çинчен каласа кăтартни куç умĕнчех. Нарспипе Сетнер юратăвне театрта, кинора сăнлани пирĕншĕн, чăваш халăхĕшĕн, çав тери пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен Константин Ивановăн поэмине тĕнчипех пĕлеççĕ.

Ĕнер театрта «Сарпике» балет кăтартрĕç. Вăл — «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра çĕнтернĕ спектакль. Пĕтĕмĕшле илсен, çак ĕçсене республика Пуçлăхĕн гранчĕпе хатĕрленĕ. Вĕсем пурте — наци пуянлăхĕ. Çак спектакльсене умлă-хыçлă курма май туса пани кураканшăн — сумлă парне.

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче фестиваль гала-концертпа хупăнĕ. Унта хальхи композиторсен Лолита Чекушкинăн, Андрей Галкинăн, Анита Лоцевăн... ĕçĕсемпе киленме май килĕ. «Композиторсем хăйсен тата ыттисен ĕçĕсене итлеме пултарĕç. Куракансемшĕн кашнин хăйнеевĕрлĕхне палăртма, кĕвĕ аталанăвне сăнама кăсăклă пулĕ», — тет Ольга Сетнеровна.

Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэми пирки малалла калаçнă май Николай Казаковăн «Нарспи» мюзиклĕ те хăйĕн кураканне тупнине палăртмалла. Çак ĕçе сцена çине кăларас шухăш 20 çул каяллах çуралнă унăн. Борис Чиндыков драматургпа иккĕшĕ поэмăри ĕç-пуçа хальхи пурнăçра автор куçĕпе тишкерме тĕллев тытнине асăнса хăварнăччĕ. Сăмахран, Сетнере, Тăхтамана, ытти сăнара джинс шăлавар тăхăнтартнине куракан тĕрлĕрен йышăнчĕ. Çапах мюзикла хутшăнакансен вăйлă та таса сасси, вĕсен артист ăсталăхĕ, драма сюжечĕ зала пуçтарăннисене пуçламăшĕнченех илĕртет, туртать. Ăна чăвашлăхпа çыхăннă нумай мероприятире кăтартнине каласа хăвармалла. Темиçе хут курсан та йăлăхтармасть тăван халăхăн пурнăçĕпе çыхăннă ĕç.

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх драма театрĕнче республика Пуçлăхĕн гранчĕпе «Пихампар чунĕ манра» тепĕр мюзикл çуралчĕ. Çак укçасăр ăна, çÿлерех асăннă ытти ĕç пекех, сцена çине кăларма йывăртарах пулĕччĕ. Ахальтен мар спектакле репертуара кĕртесси пирки темиçе çул каяллах калаçма пуçларĕç театрта. Ĕмĕтленни тинех пурнăçа кĕчĕ. Çакăнта автор Владислав Николаев çын тата чĕрчун тĕнчине сăнласа кăтартнă. Пĕчĕккĕлех тыткăна лекнĕ Саркашăн вăрмана тарма май килет. Çул çинче сунарçăсен ункине лекнĕ кашкăрсене пулăшма май тупать вăл. Çавна май хисеп çĕнсе илет. Чун суйласа илнĕ кашкăр амипе çĕнĕ пурнăç пуçланать уншăн.

Ирĕклĕх нимрен хаклине кăтартать çак мюзикл. Ахальтен мар сунарçăсен аллине лекиччен çурисене хысакран пăрахма хушать Саркаш. Сăнчăрти пурнăç никамăн кăмăлне те каяс çук. Ку спектакле те куракансем ырласа йышăннине пĕрре мар илтме тÿр килчĕ.

Республика Пуçлăхĕн гранчĕн конкурсне 2006 çултанпа йĕркелеççĕ. Çавна май юлашки вăхăтра драматургсем, композиторсем, режиссерсем наци тематикипе ытларах ĕçлеме пуçлани куç кĕрет. Малашне те куракан кăмăлне тивĕçтерекен çĕнĕ ĕçсем кĕтĕпĕр.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.