Комментари хушас

21 Çу, 2016

Пурнăçа хамăрăн йĕркелемелле

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пăтранса кайнă пурнăç майлашăнма пуçланине çамрăксем кăна мар, аслăрах çултисем те асăрхаççĕ пулĕ-ха. Вĕçĕ-хĕррисĕр черетсем хыçа юлчĕç, тĕттĕм ялти лавккари сентресем çинче те мĕн кирли йăлтах пур. Çапах та халăха пурнăçа хамăрăн йĕркелемелли питĕ калаçтарать. Укçа-тенкĕ çитмест, шалу пĕчĕк, кредит тени çывăрма выртсан та пуçран тухмасть… Çÿлтен никам та нимĕн те пăрахса памасть, малалла тапаçланма çăмăл мар. Укçа тени этеме нихăçан та çитсе пыман-ха. Анчах та халĕ малалла тăрăшмалли, талпăнмалли патшалăх шайĕнчи йышăнусем пур. Çакă вара — чи кирли. Акă, тĕслĕхрен, икĕ е ытларах пепке çуратнисене амăшĕн капиталĕ параççĕ. Ача амăшĕсене хавхалантарни — пархатарлă пулăм. Хĕрарăмсен ытларах пайĕ унпа пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн усă курать. Ялтисем ачисем çитĕннĕ çĕре хулара пÿлĕм е хваттер тавраш туянма тăрăшаççĕ, тара парса малтанлăха пăртак тупăш та тăваççĕ. Унсăр пуçне нумай ачаллисене çĕр те уйăраççĕ, 5 е ытларах пепкеллĕ çемьесене патшалăх çурт та лартса парать. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен, шалу пысăк маррине шута илсе — хăйсен çăмăллăхĕсем пур. Акă виç-тăват çул каялла «Земство тухтăрĕ» программа вăй илчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăк тухтăрсене 1 миллион тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркелес текенсене каллех пысăк пулăшу параççĕ. Ан ÿркен çеç. Çав вăхăтрах ытла ансат та мар — патшалăх пулăшăвне тивĕçес тесен самай чупма тивет. Пĕр купа хут пухмалла, хăв ĕçлеме пултарнине ĕнентермелле. Чăнласах вăй хурас текенсене пулăшма тăрăшни вара хавхалантарать.

Вулакансем çак йĕркесемпе килĕшмеççĕ те пуль-ха: халапри пек, питĕ çăмăллăн, халăх нушине пачах ăнланман евĕр туйăнать-и? «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра ĕçленĕ май ял хĕрарăмĕн пурнăçĕ ытларах пăшăрхантарать пире. Республикăри тĕрлĕ района час-часах тухса çÿренĕ май вĕсен пăшăрханăвне пĕрмаях илтетпĕр. Кредитсăр çемье çукпа пĕрех хальхи вăхăтра. Ялта вара ĕçсĕр çын нумай . «Тирпейлÿçе вырнаçсан та тем пекехчĕ», — текен те пур. Ниçта та ĕç тупайман хĕрарăмсен килти выльăха самăртса тупăш тумалли кăна юлать. Ĕне пуррисем сĕт укçипе пăртак йÿнеçтеркелесе пурăнаççĕ-ха. Ăна та пулин йÿнĕпе туянаççĕ. Газ хушнă пĕр литр шыв унран чылай хаклăрах.

Çÿлерех асăннă программăсемпе ĕçсĕррисем те усă курĕччĕç, анчах та нумайăшĕн тĕлĕшпе хут пухнă чух тупăша ĕнентермелле. Çăмăллăхсемпе усă курас тесен те — çавăн пекех. Хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илес — каллех тупăша çирĕплетекен справка кирлĕ.

Пурнăçа йĕркелесси вырăнти влаçран та нумай килет. Пĕр пуçлăх хăй пит çаврăнăçуллах мар, хушнине вăхăтра пурнăçламасть. Тепри тата çывăх тăванĕсене çеç пулăшасшăн. Çавна май пархатарлă нумай меслетпе усă кураймасăрах юлать халăх.

Çын тени те тĕрлĕрен çав. Пĕри темĕнле шанчăксăр ĕç-пуçран та тухмалли çул-йĕр шырать, тепри, чăваш калашле, чăмласа панине те çăтса яраймасть. Паян çакă тата уççăнрах палăрать. Халĕ хăв çаврăнăçуллăрах пулмасан ал-ура çавăрса яма питĕ хĕн. Ĕлĕкрех çÿлтен пулăшасса шаннă. Ĕçлекене хваттерпе тивĕçтернĕ: черет çитессе кăна кĕтмелле пулнă. Халĕ вара лару-тăру тĕпренех улшăнчĕ. Тахçанхи юмах тĕнчи хыçа юлнă, ăна аслă ăру каласа панă тăрăх çеç пĕлетпĕр.

Çапах та пурнăç таппинчен юлмалла мар. Çĕнĕлĕхсемпе те паллашсах тăмалла. Лайăх пурăнма, патшалăх сĕнекен прграммăсене хутшăнма кирек камăн та ирĕк пур. Харсăртарах, хăюллăрах пулмалла кăна.

Елена АТАМАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.