Салтаксен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ...

Çĕнтерÿ кунĕ — çуркуннехи çеç мар, çулталăкри чи пысăк уявсенчен пĕри. Çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра килекенскерне кăçал 71-мĕш хутчен кĕтсе илĕпĕр. Историри пысăк вăрçăн юлашки снарячĕсем çурăлнă çу кунĕсенчен пире вун-вун çул уйăрать. Апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ чакмасть. Ветерансен йышĕ çеç çулран-çул чаксах пырать...

Чăваш Енре паян 1250 вăрçă ветеранĕ, блокадăна лекнĕ Ленинградра пурăннă 49 çын, фашизм тыткăнне ачаллах лекнĕ 79 арçынпа хĕрарăм, вăрçăра паттăрла пуç хунисен 62 тăлăх арăмĕ, салтаксен 5 пин тăлăх арăмĕ тата 18,9 пин тыл ĕçченĕ пурăнать.

Тĕлĕнмелле те, паян эпир çуралмасса та пултарнă-çке... Анчах та совет салтакĕ тăван çĕршыва хăйне шеллемесĕр хÿтĕленĕ. Ачисене, юратнă мăшăрне, ашшĕ-амăшне мирлĕ пурнăç парнелессишĕн тăшмана хирĕç харсăррăн тăнă. Шăпах тăванĕсене таса пĕлĕт айĕнче пурăнма пиллени фронтовиксен чунне ăшăтнă, паттăрла ĕçсем тума хавхалантарнă.

Савăнăç та, хурлăх та кÿрет çак уяв. Ахальтен мар вăл куççульлĕ... Вăрçă инкекĕ пур çемьене те пырса тивнĕ. 1418 кунпа çĕр тăсăлнăскер кашни киле хуйхă-суйхă илсе килнĕ. Республикăра вăрçă ахрăмĕ пырса тивмен пĕр ял кăна мар, пĕр çемье те çук. Фронта чăваш халăхăн 1/5 пайне ăсатнă. Тăватă çулта 208 пин ывăлĕпе хĕрне тăшманпа çапăçма кăларса янă. Вĕсенчен çурри ытла çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Пĕр çемьерен фронта пиллĕкĕн-улттăн тухса кайнисем те сахал мар. Каялла чĕрĕ-сывă пĕри те таврăнайман тĕслĕхсем те пур. Çухату ытла та пысăк пулнă çав...

Анчах чунĕпе çирĕп, паттăр, хастар совет салтакĕ çĕршыв пуласлăхĕ унăн аллинче иккенне туйнă. Капашсăр тивĕçе кашниех ас тунă, çавăнпах тăшмана май пур таран хăвăртрах парăнтарма ăнтăлнă. Ахальтен мар 54 пин яхăн ентешĕмĕр тĕрлĕ медальпе ордена тивĕçнĕ. 80 ытла фронтовик /19-шĕ вилнĕ хыççăн/ «Совет Союзĕн Геройĕ» ята илтме тивĕçнĕ. Вĕсенчен 51-шĕ 28 çула та çитеймен. Чăваш Енĕн 16 паттăр салтакĕ — Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.

Чĕрĕ-сывă таврăнайманнисен йышĕнче хыпарсăр çухалнисем те нумай. Вăрçă кĕрленĕ вырăнсенче тăванла масарсем ÿсе-ÿсе ларнă. Вĕсенче 300-400 пин салтак выртать. Обелисксем çинче вара 50-100 пинĕшĕн ячĕ çеç çырăннă. Пурнăçне тăван çĕршывшăн, тăван халăхшăн шеллемен кашни салтак ячĕ «Астăвăм кĕнекинче» те пур. Вĕсене пирĕн те асрах тытасчĕ.

Пурăнаканнисене те май пур таран ытларах хисеплесчĕ, пулăшасчĕ. Тата темиçе çултан вĕсем, тен, юлмĕç те...

Чăваш Енрен вут-çулăм ăшне 6 пин ытла хĕрарăм тухса кайнине те палăртмалла. 1942-1943 çулсенче çеç çамрăксемпе комсомол уйрăмĕсенчи хĕрарăмсен пайĕсенчен фронта валли 11,5 пин ытла телефонисткăпа радистка тата ытти специалиста хатĕрленĕ. Районсемпе хула комитечĕсем пин ытла медсестрапа икĕ пин ытла санитарка кăларнă. Хăшĕ-пĕри хĕç-пăшал тытса арçынпа юнашар тăшмана хирĕç çапăçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пирĕн республикăра 75,5 пин ытла салтак хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче 13658 снайпер, минометчик, пулеметчик, танкист пулнă. Шел те, чылайшĕ паттăрла вилнĕ.

Тылра та çăмăл килменнине пĕрре мар илтнĕ эпир. Ватти-вĕтти те тăшмана хăвăртрах тĕп тăвассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Уй-хирте ĕçленĕ, чăлха-нуски çыхнă... Нимĕç-фашист оккупацийĕнчен хăтарнă çĕрсенче хуçалăха чĕртес ĕçре те республика сумĕ пысăк. Çĕрулми, тĕштырă вăрлăхне пин-пин тонна ăсатнă чăваш. 17 пин ытла выльăх пуçĕ панă. Пин-пин хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ытти региона ишĕлнĕ заводсемпе шахтăсене çĕнĕрен чĕртсе тăратма туха-туха кайнă.

Паттăрсен ячĕсем вилĕмсĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр тăшмана парăнтарнăскерсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнине, мирлĕ пурнăçшăн пуçне хунине ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр эпир. Салтаксен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ...

 

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.