Сусăрлăх - çитменлĕх мар

23 Ака, 2016

Ирхине ĕçе кайнă май Анютăна троллейбусра кашни кунах куратăп. Чылай чухне юнашар ларкăч çинех лекетпĕр. Малтан амăшĕ леçетчĕ ăна шкула, юлашки вăхăтра пĕчченех çÿрекен пулчĕ. Мĕн пĕчĕкрен япăх курать хĕрача. Çапах тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл: кулленех шкула çÿрет, ĕмĕтленет, çăмăл атлетикăпа туслă, рок-концертсене килĕштерет. Уçă кăмăллă хĕр пĕрчи кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Çитĕнсен куçаруçă пулма, çемье çавăрма ĕмĕтленет вăл. Куç вăйĕ пулмасан та çынна витĕр курма пĕлет. Пĕрмай йăл çиçекен ăшă чунлă хĕрача теприн шалти кăмăл-туйăмне чунпа туять. «Сирĕн паян лайăх кун пулать», — хĕр пĕрчи ирсерен çавнашкал калани кирек кама та вăй-хăват хушĕ.

Унăн пысăк ĕмĕт пур: вăл обществăн сывă пайне сусăр çынсемпе тĕрĕс хутшăнма вĕрентесшĕн. Тĕпрен илсен, кунта вĕрентме кирлех те мар пуль. Тараватлăх, ырă кăмăл, ăш пиллĕх, хисеп пирки çеç аса илмелле.

— Сусăра пирвайхи хут курнă çын, шел, нумай чухне ăна тĕрĕс хаклаймасть, темшĕн хăйĕнчен катăкрах тесе йышăнать. Вăл ун пекех туйма, шухăшлама пултарасса ĕненмест. Сусăр çынсене уйăрма, вĕсенчен хăрама тата мĕскĕнлетме кирлĕ мар, — хаш сывлать питĕ ăслă калаçакан 14-ри хĕрача. Анюта шухăшĕпе, çут çанталăк кÿрентернĕ ачасене сывă тантăшĕсенчен уйăрса ятарлă шкулта вĕрентни — çылăх, вĕсемпе кашни кун хутшăнсан кăна обществăри ăнланманлăха сирме май пур. Тата сусăррисем пирки ытларах калаçмалла. Сăмахран, Анюта вĕсен çитĕнĕвĕсемпе куллен телекуравра паллаштарма сĕнет. Тен, ун пек тусан çынсем хăйсен тавра çаврăнса пăхма вăй çитерĕç: кÿршĕ хуйхине асăрхĕç, унăн савăнăçне пĕрле пайлĕç.

Раççейри куç курманнисен пĕрлĕхĕн Чăваш Республикин организацийĕнче паянхи кун тĕлне 2588 сусăр çын шутра тăрать /анчах та кунта хăйсен ирĕкĕпе кĕнисем çеç/. Раççейре — 214 пине яхăн куç курман сусăр. Вĕсенчен çурри — пачах курманнисем. Хевтесĕррисен хуйхи-суйхине нумай чухне туймастпăр, ăша та хывмастпăр, тепĕр тесен – хамăр пуçа ыраттараканни те ытлашшипех. Сусăрсем вара — шăп çеç, вĕсем шарламаççĕ, никама та чăрмантармаççĕ... Ÿпкелешсе, кĕлмĕçленсе çÿреме, ахăртнех, вĕсен вăй-хăвачĕ те, кăмăлĕ те çук. Пурнăç çавнашкал паян, эсĕ сусăр-ха тесе никама та пуçран шăлмасть, ыттисем пекех тапаçланма, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме хистет. Эпир вара, сыввисем, юнашар утакан хевтесĕр чуна асăрхама, пулăшма вăй çитеретпĕр-и?

Сусăр çынсем пирки аса илтерес, вĕсен хуйхи-савăнăçне сывă этемлĕхе пĕлтерес тĕллевпе Чăваш Енре кашни çулах «Шурă туя» акци иртет-ха. Акци вăхăтĕнче тĕрлĕ конкурс, «калаçакан» кĕнеке презентацийĕсем йĕркелеççĕ. Анчах та пирĕн тĕллевĕмĕр, ырă кăмăлăмăр вăхăтлăх хăпартланăва çеç çаврăннăн туйăнать. Ку — пирĕн çитменлĕх. Шел те, мероприятисем хыççăнах вĕсен пин-пин ыйтăвĕ пирки манса каятпăр та çулталăкран аса илетпĕр.

Сусăрлăх — çитменлĕх мар. Вăл, паллах, ăна тÿсекеншĕн те, унăн çывăх çыннисемшĕн те — çирĕп тĕрĕслев. Инкек куçĕнчен хăюллăн пăхма пултарнă, пурăнас, юратас, ĕмĕтленес кăмăлпа çунатланнă чунсене хамăр тимсĕрлĕхпе, кăнттамлăхпа çапса хуçас марччĕ. Вĕсем пирĕн пекех йăл кулаççĕ, саваççĕ, уявсене кĕтеççĕ, хăпартланаççĕ. Хевтесĕррисем пĕчĕк япалашăн та чунран хĕпĕртеме пĕлеççĕ. Тен, вĕсем пирĕнтен темиçе хут туйăмлăрах, çивĕч чунлăрах тата вăйлăрах та…

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.