Комментари хушас

26 Раштав, 2015

Ĕçкĕ никама та ырă туман

Ĕçекеншĕн кашни кунах уяв çав. Эрехе пула сывлăх хавшанине, ĕмĕр пĕтнине, çемье арканнине пурте пĕлеççĕ, анчах ун аллине пĕрре лексен ниепле те вĕçерĕнеймеççĕ. Хаяр шĕвеке пулах çамрăксем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тĕслĕх кашни ял-хуларах çав тери нумай. Раççейре çулталăкра кашни çын пуçне вăтамран 15 е ытларах литр эрех лекет. Кунта пепкесем те кĕреççĕ вĕт-ха, апла ĕçекен пĕр çынна тата ытларах тивĕçет.

Ĕçе кайма тухнăччĕ, чарăнура тăраттăм. Киоск умне ирех пĕр имшеркке арçын пырса тăчĕ. Кун пуçламăшĕнчех минреме ĕлкĕрнĕ хăй. Кĕлетки хăрнă, пичĕ шыçнă, алли чĕтрет, тахçантанпа хырăнман, çавăнпа та миçе çулрине те палăртма çук. Çамрăк сутуçă хайхискерне самантра 4-5 «фонфурик» кăларса тыттарчĕ. Лешĕ хĕвне хăпăл-хапăл чикрĕ те киоск умĕнчен çухалчĕ. Эрех хакĕ хакланчĕ пулсан вăл вара çаплипех юлнă - 20 тенкĕ çеç. Усал шĕвеке ешчĕксемпе пушатнине те пĕрре мар асăрханă. Сутакансен пуçĕнче пĕр шухăш, чи кирли - тупăш илсе пултăр. Çын сывлăхĕ мур патне вĕсемшĕн. Йÿнĕскерпе мухмăр чĕртекен нумай. Ытти лавкка уçма ĕлкĕреймен пулсан, ку киоск ирхи 5 сехетрех ĕçе пуçăнса ĕçкĕçсене «сиплет».

Канаш тăрăхне командировкăна кайнăччĕ. Лавккана укçа ваклаттарма кĕтĕм. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çитменччĕ-ха. Виçĕ хĕрарăм пĕр-пĕрне çăвар уçма памасăр янрашаççĕ кăна. Урăлса та çитмен хăйсем. «Çур литр эрех тата 200 грамм кăлпасси пар, çырса хур, арçын ĕçлесе килсенех тÿлетĕп», - пĕр чарăнми хистет ÿсĕр хĕрарăм. Сутуçă лавккара эрех ĕçме юраманнине, кивçен тавар паманнине пĕлтерсен те чарăнма пĕлмерĕ-ха. «Ара, пĕр-пĕрне хăçантанпа курман, кумасем эпир, тĕлпултăмăр та паллă тăвас терĕмĕр, пурăннă чухне савăнса юлмалла, ĕмĕр иккĕ килмест», - пĕр чарăнми сÿпĕлтетрĕ хĕрĕнкĕреххи. «Ачисене вĕри яшка-пăтă пĕçерсе çитересси асра та çук. Упăшкисем «шапашра» чухне çапла иртĕхсе пурăнаççĕ. Намăсланма та, вăтанма та пĕлмеççĕ, ют арçынсене те тиркемеççĕ», - терĕ сутуçă вĕсем тухса кайсан.

Пĕлĕшĕм каласа кăтартни асран тухмасть: «Пĕр курсра вĕреннисем тĕлпултăмăр. Кафере калаçса, студент çулĕсене аса илсе лартăмăр. Каччăсем руль умĕнче тесе алла черкке тытмарĕç, пĕрле вĕреннĕ икĕ хĕр тахăш вăхăтра утайми пуличченех сыпса лартрĕç. Ниçта та ĕçлемеççĕ хăйсем. Ĕçке ярăннине пĕлсен кăмăл хуçăлчĕ».

Ялта та, хулара та чуна ыраттаракан ÿкерчĕк час-часах тĕлпулатпăр. Пĕрисем пурнăçа ăнтарма хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра теприсем ĕмĕрне мухмăр-сухмăрпа ирттереççĕ. Çемье пирки шухăшлама пăрахнă вĕсем, кунĕн-çĕрĕн тар тăкса пурлăх пухнă çынсене кураймаççĕ. Ĕçлекенĕн вара кĕвĕçсе ларма та, ĕçкĕ-çикĕре саркаланма та вăхăт çук. Хăй вăйĕпе пурнăçне лайăхлатакан, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе ура çине тăратакан çын ыттисене те ырă сунать. Ара, ăслă-тăнлă, ĕçчен, пултаруллă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ытларах пулсан ялăн аталанăвĕ, пуласлăхĕ те шанчăклă. Пысăк çурт çĕклеме, ăна «тумлантарма», кайăк вĕçсе каçайми хуçалăх хуралтисем тума çăмăл мар паллах - укçа-тенкĕ самаях кирлĕ. Çапах та ĕçчен çынсем пурăнмалли условисене лайăхлатма май тупаççĕ. Пĕрисем патшалăхăн çăмăллăх кредичĕпе усă кураççĕ, теприсем килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетеççĕ, самăртса сутаççĕ. Виççĕмĕшсем фермер хуçалăхĕ йĕркелеççĕ, теприсем Мускава, ытти хулана, çурçĕре ĕçлеме кая-кая килеççĕ... «Пурнăç тăвас тесен çурăм тарличчен ĕçлес пулать», - тенĕ ăслă чăвашсем. «Ĕçчен çын çукран та пур тăвать», - ваттисен сăмахĕ те витĕмлĕ. Ĕçекене вара нимĕн те кирлĕ мар, вăл ырă тĕслĕхе ăша хывма та пĕлмест. Хуçалăхĕ те юхăнать унăн, ывăнса çитнипе ачи-пăчипе мăшăрĕ те сивĕнет.

Мĕн чухлĕ калаçатпăр, çыратпăр эрех сиенĕ, куллен ĕçекенсен 80 проценчĕ алкоголизмăн пуçламăш формипе чирлĕ пирки, анчах усал йăлана çĕнтерме питĕ йывăр çав. Ĕçкĕ халиччен никама та ырă туман.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.