Чăрăша мĕнле ăшăтмалла?

12 Раштав, 2015

Чи асамлă та хаваслă уяв çывхарать. Эпир Çĕнĕ çула кĕтсе илмешкĕн хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Каçхи Шупашкар тĕрлĕ çутăпа ялкăшать. Уяв тумĕллĕ чăрăш куçа илĕртет. Килте мандарин шăрши сарăлчĕ. Хĕл мучипе Юрпике халь-халь çитсе кĕрессĕн туйăнать.

Пасарта-лавккара халăх хĕвĕшет. Пĕри - тетте, тепри парне суйлать. Çав вăхăтрах уяв сĕтелĕ валли апат-çимĕç туянасшăн. Унсăр пуçне хитре кĕпе те, юмах сăнарĕн çи-пуçĕ те кирлĕ.

Япала курттăмăн сутакан лавккара кучченеç тултарма хут курупка илесшĕнччĕ. Ĕнер кăна сентре туллиехчĕ, паян пĕрре те юлман - йăлтах пĕтнĕ. Апла тăк чылай ашшĕ-амăшĕ ача садĕнчи, шкулти тĕпренчĕкĕсем валли парне пуçтарма ĕлкĕрнĕ. Вăхăтра илейменнисем пĕр çĕртен тепĕр çĕре васкаççĕ. Перекетлеме май пуррипе, паллах, усă курмалла. Уявра ахаль те нумай укçа кирлĕ.

Пасарта та уяв хатĕр-хĕтĕрне черет тăрсах туянаççĕ. Пĕри - йÿнĕрех илесшĕн, тепри - хаклăрах сутасшăн. Йăлтăр-ялтăр япала пурне те çитет. Пĕтсен татах илсе килĕç. Çитес çул паллиллĕ сувенир суйласа çÿрерĕм. Темли те - пĕчĕкреххи, пысăкраххи, йÿнĕреххи, хаклăраххи - пур. Чуна килĕшекеннине парнелĕх илмешкĕн укçа кăна çиттĕр. Упăте сăнĕллĕ алшăлли те, сивĕтмĕш çинчи магнит та киле ăнăçу, телей, ырлăх илсе кĕччĕрех. Тем тесен те Çĕнĕ çул таварĕ кăмăла уçать, ыррине кĕтме шанăç парнелет.

Уяв витĕмĕпе чылайăшĕ хăйĕн кĕсйине хулăнлатма тăрăшни куçкĕрет. Акă, тĕслĕхрен, вăйăпа кану центрĕсем ятарлă купон хатĕрлеççĕ, ăна канфет курупкине чикеççĕ. Ачасемшĕн çакă та - савăнăç. Тÿлевсĕр вылямалли купон 30-35 тенкĕ тăрать тейĕпĕр. Анчах 1-2 минутранах унтан камăн каялла тухас килтĕр? Кану центрĕнче 400-500 тенкĕ тăкакланни сисĕнмест те. Ачасемшĕн, паллах, нимĕн те шел мар. Мĕнех, пĕр автоматран теприн патне чупчăр, выляччăр, кулччăр!

Çĕнĕ çула хатĕрленнĕ май хăйнеевĕрлĕхпе палăрма май пур. Тĕслĕхрен, Чăваш наци музейĕ «Чăрăша ăшăт» акци пĕлтернĕ. Урамран илсе кĕнĕскерне куçа йăмăхтаракан теттепе, шăрçапа, хăюпа капăрлатма пулать паллах. Анчах музей ĕçченĕсем ятарласах ун валли çăм япала çыхма, йăвалама сĕнеççĕ. Ку ĕçе кирек кам та хутшăнма пултарать. Музей елкине ăшăтма пулăшакансене Раштав уявне чĕнĕç. Вĕсем валли ăсталăх класĕ йĕркелĕç.

Тем тесен те, хамăр ăсталанă тетте чуна çывăхрах. Ахальтен мар республикăри кашни районтах ку енĕпе конкурс йĕркелеççĕ. Çапла майпа ачасен ăсталăхне аталантарма пулать.

Пирĕншĕн кашни утăмрах юмах тĕнчи уçăлать. Шухăш хăватне ирĕке ямалла çеç. «Çĕнĕ çулхи Чăваш Ен тĕп хули» республика конкурсĕ те Шупашкара уяв сăнĕ кĕртме май парĕ. Çĕнтерÿçĕсене 3 номинаципе палăртĕç. Тĕп елкăна капăрлатакансене, Çĕнĕ çул мероприятийĕ йĕркелекенсене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнакансене уйрăммăн чыслĕç. Интернет-сасăлав урлă чи пултаруллисене пĕлĕпĕр. Çакă республика халăхне тата хăнасене канмашкăн хăтлă условисем туса пама, культура обћекчĕсемпе паллаштарма тата туризма аталантарма пулăшĕ. Апла тăк канмалли кунсем хаваслă иртесси халех паллă. Унсăр пуçне пушă вăхăтра йĕлтĕрпе, çунашкапа, конькипе ярăнмалла, хĕл илемĕпе киленмелле, юр кĕлетке ăсталамалла!

Театр артисчĕсем уяв тĕлне çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеççĕ. Çак ĕçсене те ачасемпе пĕрле курмалла, хакламалла. Сцена ăстисемпе алла-аллăн тытăнса чăрăш тавра çаврăнни те асра юлĕ.

Çитес вăхăтрах культура керменĕсенче, килте, ача садĕнче, шкулта, пултарулăх çурчĕсенче Çĕнĕ çула халалласа мĕн чухлĕ юрă-сăвă янăрĕ! Тĕрлĕ сăнара çаврăннă темиçе ăру çыннисем сехечĕ-сехечĕпе ташлĕç, шÿтлĕç, савăнĕç! Çĕнĕ çула тулли кăмăлпа кĕтсе илĕпĕр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.