Уяв чăваш сĕмĕллĕ пултăрччĕ
Хĕвелтен маларах тăрать чăваш… Çапла, çуркунне çитсен кашни кунпа мар, кашни самантпа усă курма тăрăшать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — каларăш сыхланса юлнă халăхра. Хĕвел ансан та ĕç вĕçленмест ялта. Мăнтарăн çĕр ĕçченĕн пуçне çĕклесе пăхмашкăн та вăхăчĕ çук.
Ака-суха пĕтсен тин лăштах сывласа янă чăваш. Мунча хутса кĕнĕ. Ака йĕркеллех вĕçленнĕрен чунĕ савăннипе юрланă, ваттисенчен пил ыйтса юпа çумне çăкăр-тăварпа пырса пуç тайнă. Асатте-асанне уява икĕ пайпа ирттернĕ. Пĕрремĕшне — акана тухиччен. Сăра вĕретсе, чăкăт туса, çимĕç пĕçерсе тăвансем кĕрекене пухăннă. Ваттисене асăнса «Алран кайми» юрланă. Сывлăх çирĕп, тухăç пысăк пултăр, выльăх-чĕрлĕх аталантăр тесе ыйтнă. Иккĕмĕш пайне вара ака вĕçленсен ирттернĕ. Ку савăнмалли вăхăт пулнă. Кĕрешнĕ, ăмăртнă, юрланă-ташланă. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, пурнăç та самай улшăнчĕ. Ака ĕçне халь хăватлă техника пурнăçлать. Çапах та çак уяв — Акатуй — чăваш чунĕнче, юнĕнче ĕмĕрлĕхех тымар янă. Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те, Мускавра та, уявлаççĕ ăна.
Халĕ Акатуй официаллă уяв пулса тăчĕ. Ăна ял, район, регион шайĕнче ирттереççĕ. Ĕлĕк ăна халăх хăй вăйĕпе йĕркеленĕ. Вăхăт иртнĕ май йăла-йĕрке хăйне евĕрлĕхне çухатнă. Тĕне кĕмен чăвашсен уявĕсем улшăнни халăх православи тĕнне йышăннипе те çыхăннă паллах. Чиркÿ çыннисем вĕсене хăйсем пек ирттерме тытăннă, урăх ятсем панă. Çапах халăх асĕнче малтанхи ятсем, унчченхи йăла-йĕрке упранаççĕ-ха. Ман шухăшпа, Акатуя йĕркелекенсен чи пысăк пĕлтерĕшлĕ саманта манăçа кăларма юрамасть — уяв чăваш сĕмĕллĕ, тăван халăх сăн-пичĕллĕ пулмалла. Çав кун пурте чăваш тумĕпе халăх умне тухсан аванччĕ. Çавăн чухне кăна вăл наци шайĕнче иртĕ. Сăмахран, халăх вăййа тухса карталанса хĕвеле май çаврăнни хăех мĕне тăрать. Акатуйра вăй виçни, спорт ăмăртăвĕсем ирттерни паха, çапах та йăла-йĕркене тĕппипе курас килет. «Чи тĕрĕс Акатуй — чÿк тунипе çыхăнни», — тет Геннадий Иванов-Орков искусствовед. Çав тапхăра чĕртсен тем пекехчĕ те. Çакă чăн чăвашла Акатуй ирттерни пулĕччĕ.
Уяв хăйĕн çивĕчлĕхне çухатман пек туйăнать те, анчах çурхи ĕçсене вĕçлесен те эпир ялсенче, район центрĕсенче акапа суха туйне ирттерместпĕр, çÿлти хăватсене тав тума пĕлместпĕр халĕ. Пирĕн вăхăтра та хăйне майлăрахчĕ çак уяв. Вырăнти колхоз вăйĕпе концерт йĕркелетчĕç. Лашапа ăмăртатчĕç, кĕрешетчĕç… Маттур механизаторсемпе ĕне сăвакансене халăх умĕнче чысласа савăнтаратчĕç хăть. Çакна илтме кăмăллăччĕ.
Çапах та Акатуя халăх «çÿлтен» хистенипе мар, чун туртăмĕпе çÿрет. Çынсем пĕр-пĕрне курса калаçассишĕнех каяççĕ унта. Уявра мĕн авалтан вăй виçесси йăлара пулнă – теприсем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнассишĕн пыраççĕ. Шăп çакăнта кăштах та пулин сывлăш çавăрса илет хресчен. Кĕçех тепĕр хĕрÿ тапхăр пуçланать-çке ялта: утă çи кĕтет ăна.
Апла-и, капла-и, Акатуй паянхи кунччен упранса юлни, пăрахăçа тухманни те паха. Асатте-асаннене тав тумалла куншăн. Пур уява та сыхласа хăварма май килмен чăваша. Çинçере, сăмахран, мĕн тунă-ши вăл? Калăмра тата? Кĕр сăринче? Сĕрен уявĕ те пулнă пирĕн. Шел, чăваш халăхĕн йăли-йĕрки фольклорта, историллĕ романсенче, документлă фильмсенче кăна сыхланса юлчĕ.
Шавлă Акатуйсем тĕрлĕ çĕрте кĕрлесе иртрĕç. Халăх ытти çулри пекех вăй виçрĕ, кĕрешрĕ, юрласа-ташласа савăнчĕ… Çитес эрнере республика шайĕнче Шупашкарта, унпа пĕрлех Элĕкре иртĕ вăл. Республика кунĕ — чăвашсене, ытти халăха пĕтĕм тĕнчерен пухакан уяв. Паллах, аякран килнисене хамăрăн культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштармаллах пирĕн.
Паян — тата пысăкрах кун. Ваттисене, пурнăçран уйрăлнисене асăнма халăх çăва çине утать. Масар çине ыран каякан та пур — ку уява анатрисем Çимĕк теççĕ. Троица тесе калакансем те пур. Хăш-пĕр çĕрте тата Труски тенĕ. Чăваш йăли-йĕркипе теприсем кĕçнерникунах масар çине асăнма кайса килчĕç. Астăватăп-ха, пирĕн ялта Çимĕкре ир-ирех кашнин мунчинчен тĕтĕм йăсăрланатчĕ. Каçхине вăрмантан хурăн милĕкĕ хуçса тата вун-вун тĕрлĕ чечек пуçтарса килетчĕç. Ача-пăча çырмара Çимĕк çеçки пухатчĕ. Кашниех кил-çурт ăш-чиккине хурăн тураттипе илемлетме тăрăшатчĕ.
Çăва — таса та сăваплă вырăн. Çавăнпа чылай чăваш ялĕнчи масар çинче çак кун эрех те ĕçмеççĕ, пĕр ÿсĕр çынна та кураймăн. Çакă савăнтарать. Ваттисене асăнса таврăннă хыççăн ялсенче уяв иртет паян. Çамрăксем вăй виçеççĕ, кĕрешеççĕ, юрласа-ташласа савăнаççĕ, шÿрпе çиеççĕ, пĕрле вĕреннисем тĕлпулу йĕркелеççĕ. Чылай çĕрте уява юрăçсене чĕнсе илеççĕ. Ан тив, авалхилле мар пулин те, йăла-йĕркене манса кайманни, праçнике çĕнĕлле ирттерни те паха.
Елена АТАМАНОВА