Ыррине шанса...

24 Раштав, 2016

Эрех-сăра, ĕçкĕ-çикĕ ырă туманни пирки мĕн чухлĕ калаçмастпăр-çырмастпăр пуль!? Черккепе туслашни пурнăçăн тÿнтер енĕ иккенне, çутти этемлĕхре çынлăх туйăмне кăкланине кашниех пĕлетпĕр-ха. Апла пулин те кун пирки хушăран аса илтермех тивет. Тĕрĕссипе, Çĕнĕ çул умĕн лайăххи пирки çеç сăмах пуçарас килет те... Çав вăхăтрах шăпах пысăк уяв умĕн эрех-сăра сиенĕ çинчен тепре асăрхаттарни те вырăнлă-тăр. Шăпах киввине ăсатса çĕннине кĕтсе илнĕ тапхăрта Раççейре эрех-сăра ытти чухнехинчен нумайрах юхать вĕт! Черкке питех тытманни те сехет вуниккĕ шакканă май çĕнĕ ĕмĕтпе çунатланнă самантра Шампань эрехĕ те пулин тутанать. Пирĕн халăхшăн Çĕнĕ çула хаваслă кĕтсе илесси йăлара-çке.

Уявра ăнсăртран кĕмсĕрт çаврăнса тухасси те часах. Уявра кăна мар, ахаль кун та виçерен ытла хăналаннипе мĕн чухлĕ çын шар курмасть! Пĕлтĕр кăна Чăваш Енре алкоголь суррогачĕпе 1330 çын наркăмăшланнă. Ку шута илни кăна-ха! Вĕсен йышне кĕменни тата мĕн чухлĕ-ши? Черккене пула больницăна лекнисенчен 22-шĕ — 14 çула çитмен çамрăк! Хаяррине пула 364 çын пурнăçран уйрăлнă.

Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем те савăнăç кÿмеççĕ: спиртлă шĕвекрен сиен тÿснĕ 793 тĕслĕхе палăртнă. 30-шĕнче каллех 14 çул тултарманнисем шар курнă. Наркăмăшланнисенчен 182 çын куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Лару-тăру, чăн та, кăмăла уçмасть. ЧР сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх, республикăра алкоголизмпа чирлисен йышĕ — 31,6 пин ытла çын. Арçынсенчен нихăш енĕпе те юлма хăнăхман хĕрарăмсем те маххă памаççĕ — спиртлă шĕвекпе юрла-юрлах хăналанаççĕ. Çавна пулах чирлисен шутне лекнисен 14,6 проценчĕ шăпах «анне» ята илтнисем е тивĕçме пÿрнисем.

Эрех-сăра пирки сăмах пуçарнă май çак кунсенче çĕршыва Иркутскри лару-тăру кисретнине асăнни те вырăнлă-тăр. Катăркасăн спиртлă шĕвекĕпе хăналаннăран вилнисен шучĕ раштавăн 22-шĕ тĕлне 72 çынна çитрĕ /кун пирки Иркутскри сывлăх сыхлав министерстви хыпарларĕ/. Пĕтĕмпе 118 çын наркăмăшланнине пĕлтереççĕ. Çав вăхăтрах ку тĕслĕх çĕршывшăн çеç мар, тĕнчешĕн асра юлĕ. Спиртлă шĕвеке пула пĕр вăхăтра вилнисен шучĕпе вăл — пĕрремĕш. Маларах Эстонири Пярну хулинче 2001 çулта пулнă инкек ку тĕлĕшпе малта пынă. Унта 68 çын вилнĕ, 40-шĕ сусăрланнă.

Наркăмăшлă шĕвеке пула Иркутскра 6 ача тăлăха юлнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ опекăна илнĕ çемьере пурăннă. Икĕ хĕрачана тăванĕсем çемйисене йышăнасса пĕлтернĕ.

Саккуна пăсакансем те чылай чухне çак утăма ÿсĕр пулнипе сăлтавлаççĕ. Республикăри преступленисен 1/3 пайне /пĕтĕмпе — 3,6 пин ытла çын/ шăпах эрех-сăрапа минресен туни паллă. Урăлсан чылайăшĕ ÿкĕнет-ха, анчах... Общество вырăнĕнче те час-часах ÿсĕр çÿреççĕ /кăçалхи 10 уйăхра кунашкал 36 пин тĕслĕхе шута илнĕ/, эрех-сăра, спиртлă хутăш ĕçеççĕ /10 уйăхра — 8,7 пин тĕслĕх/. Халăх йышлă пухăнакан вырăнта çул çитменнисем те хĕрĕнкĕ курăнма именмеççĕ — кăрлачран пуçласа юпа уйăхĕччен — 244 яшпа хĕре тытса чарнă.

«Фанфурик» текенни те ыйту çурататчĕ. Çĕршыври юлашки пулăмсем хыççăн, телее, йĕркене çирĕплетме пуçларĕç. Кун пирки Правительство членĕсемпе эрнесерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та сăмах пуçарнă. Çирĕп тĕрĕслев ирттериччен спиртлă шĕвексене пур çĕрте те сутма чарнă. Йĕркене пăсакансене асăрхасан явап тыттарĕç.

Владимир Путин та спиртлă продукци тăвас, сутлăха кăларас ĕçре йĕркене çирĕплетмеллине каланă. Çав тĕллевпех 2017 çулхи ака уйăхĕнчен эрех-сăрапа спиртлă шĕвексен тĕлĕшпе акцизсене улăштармаллине палăртнă. Çак мелпе суррогат çаврăнăшне чакарасшăн. Спиртлă продукци кăларакан тытăмри преступленисемшĕн айăплава çирĕплетмеллине те каланă. Этил спирчĕллĕ эмелсене сутас йĕркере те улшăнусем пулĕç.

Çĕнĕ çул улшăнусем илсе килĕ. Эпир вара ăна тулли кăмăлпа кĕтсе илер. Ыррине çеç шанар.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.