Комментари хушас

3 Раштав, 2016

Çĕрле те хĕвел çутатать. Ăçта?

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççейре иккĕмĕш хутчен географи диктанчĕ иртрĕ. Анлă акцие çĕршывăмăрăн 85 регионĕ хутшăнчĕ. Аслă тата вăтам шкулсенче, вулавăшсенче, наука институчĕсенче тата ытти тĕрлĕ центрта пурĕ 1700 лапам йĕркелерĕç. Географи диктанчĕ пĕрремĕш хут пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче иртрĕ. Халăх хушшинче кунашкал тĕрĕслев йĕркелессине Раççей географи обществи сĕннĕччĕ. Ку пуçарăва РФ Президенчĕ Владимир Путин та ырласа йышăннă.

Тĕрлĕ пуçаруран, акцирен эпир те пăрăнса юлма хăнăхман. Республикăра пурăнакансем те хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарчĕç. Раççей географи обществин республикăри уйрăмĕн председателĕ Инна Никонорова пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре йĕркеленнĕ 20 лапамра 1500 диктант çырнă.

Акцие хутшăнакансен 45 минутра 30 ыйтăва хуравлама тивнĕ. Малтанхи пекех ĕçсене виçĕ тĕрлĕ блока уйăрнă: географи ăнлавне палăртасси, карта çинчи обČекта уйăрасси, литературăри сыпăк тăрăх вырăна палласа илесси. Хаклавăн чи пысăк палли — 100 балл. Пĕлтĕр 72 пин çынран 35-шĕ çеç пухнăччĕ ăна. Вĕсенчен иккĕшĕ Чăваш Енренччĕ.

Халăхăн географи пĕлĕвĕ вăтамран 55 балпа танлашнăччĕ. Хутшăнакансен 1 проценчĕ çеç пысăк шайри пĕлĕвне çирĕплетнĕччĕ, 48 проценчĕ тĕрĕслеве вăтам шайран та япăхрах çырнăччĕ. Урăхла хакласан, «иккĕ» палла тивĕçнĕччĕ. Кулянтараканни ку та мар-ха, хутшăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ географипе çыхăннине палăртнăччĕ. Ĕçсене ят палăртмасăр çырнă пулин те анкетăри ку е вăл ыйтусене: ÿсĕм, ĕçлени е вĕренни, мĕнле тытăмра тăрăшни... — палăртмах тивнĕ-çке.

Кăçал хăйсен географи пĕлĕвне тĕрĕслес текенсен йышĕ самай нумайрах пулчĕ. Онлайн-теста çеç 95 пин çын хутшăннă. Диктанта мĕн чухлĕ халăх хутшăнса епле кăтартупа палăрнине калама иртерех-ха, пĕтĕмлетÿсем раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн çеç паллă пулĕç. Паллах, лайăххине шанатпăр.

Пушшех те пĕлĕвне онлайн-мелпе тĕрĕсленисен кăтартăвĕсем паллă вĕт. Интернет урлă хутшăннă 94947 çынран 329-шĕ 100 балл пухнă. Диктанта онлайн-мелпе çырнисен вăтам кăтартăвĕ — 60-69 балл. Темле пулсан та пĕлтĕрхинчен аванрах. Пĕр ыйтăва та хуравлайманран 0 бала тивĕçнисем — 722 çын.

Вĕсене тиркеме ан васкăр. Ыйтăвĕсем чăнах та ансат мар. Шкул программине ас тумасан, географипе кăсăкланмасан вĕсене нумай çын хуравлаймасть-тĕр. Сăмахран, хăш объектра шыв чи тăварсăрри — Сиваш кÿлмекĕнче, Шурă тинĕсре, Фин кÿлмекĕнче е Хура тинĕсре? Тĕрĕс хуравĕ Фин кÿлмекĕпе çыхăннине пурте тавçăраймĕç те. Е тата Раççейĕн хăш хулинче хĕвеле çĕрле те курма пулать? Тĕрлĕ хула йышĕнче Мурманска суйласа илекенсем мĕн чухлĕ пулнă-ши? Раççее лекиччен Обь шывĕпе пĕрлешекен хăш юханшыв икĕ патшалăх чикки урлă каçать? Паллах, Иртыш. Кăна та кашниех ас тумасть-тĕр.

Раççей шайĕпе тĕрлĕ тĕрĕслев ирттересси хăйне евĕр ырă йăлана çаврăнса пырать. Тĕрлĕ пĕлĕве хаклаттараççĕ. Вырăс чĕлхипе те диктант çыратпăр, чăваш чĕлхине епле шайра пĕлнине те диктант çырса тишкеретпĕр. Юпа уйăхĕнче вара çĕнĕ тепĕр ĕç пурнăçа кĕчĕ — тĕрлĕ халăх туслă пурăнакан çĕршывăмăрта пĕр-пĕрне лайăх паллатпăр-и? Этногеографи пысăк диктанчĕ кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленчĕ, вăл тĕрлĕ халăх культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине епле пĕлнине тĕрĕслеме май туса пачĕ. Ку акцине 90 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Çурри тĕрĕслеве йĕркеленĕ тĕрлĕ лапамра çырчĕ, çурри — онлайн мелĕпе. Вăтам кăтарту 54 балпа /100 балран/ танлашрĕ. Çĕршывăмăра чи лайăх пĕлекенсем Тутарстансем пулчĕç. Кунти вăтам балл — 81,3. Чăваш Республики этногеографи пĕлĕвĕпе 80 регионтан 20-мĕш вырăн йышăннă. Тĕрлĕ халăх культурипе кăсăкланакансем тĕрлĕ çултисем пулни те савăнтарать. Чи çамрăкки — Ульяновск облаçĕнчи 12 çулти хĕрача, чи асли — Мордовири 80-ри арçын.

Тĕрлĕ халăх туслă пурăнакан çĕршывăмăрăн культури те, йăли-йĕрки те пуян. Пурне те пĕлесчĕ те... Тĕслĕхрен, Раççейри пĕр чĕлхене падежсен нумайлăхĕшĕн /40 ытла/ Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Хăшне-ши? Тĕрĕс хурав — табасаранск чĕлхи. Ăна вырăс, чечен, ульта тата даргин чĕлхисен хушшинчен суйласа илме тивнĕ. Е тата Раççейри чи ватă мечĕте 8-мĕш ĕмĕртех купаланă. Вăл ЮНЕСКОн тĕнче еткерлĕхĕн реестрне кĕнĕ. Хăш хулара вырнаçнă-ха истори çак палăкĕ? Паллах, Дербентра. Кунашкал тата ытти тĕрлĕ кăсăклă ыйту этногеоргафи диктантĕнче — 30 таранах.

Асăннă акци те ыттисемпе танах йăлана кĕрĕ. Вĕсене эпир те хастаррăн хутшăнар. Раççейĕмĕрĕн географине те, этногеографине те урлă та пирлĕ тĕплĕ тишкерер.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.